13 марта 2018 г.
ÇĔНĔ çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнче районта ача çуралассипе Алманчă (2 ача çуралнă), Туçа (2), Треньел (2) Кивĕ Ахпỹртсемпе Козловка, Кзыл Камыш (пĕрер ача çуралнă) ялĕсем лидер шутланаççĕ. Чи пĕлтерĕшли - асăннă ялсенчи çемьесене "аист" пĕчĕк пепкепе савăнтарнă, анчах вĕсенче çын вилмен. Ыхра Çырмисем пирки вара уйрăммăн палăртса хăварсан та юрать. Кунта тăватă мăшăра çак ятпа саламлама ĕлкĕрнĕ те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)