22 февраля 2018 г.
НАРĂСĂН 17-мĕшĕнче районта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Вĕсенчен пĕри - район Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Решит Санзяпов (Ыхра Çырминчи фермер хуçалăх ертỹçи) ячĕпе йĕркеленĕ кире спорчĕн турнирĕ. Помост çине тухакан спортсменсем Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт комплексне çак сăлтавпа çиччĕмĕш хут пуçтарăнчĕç. Кăçалхи ăмăртăва республика шайĕнче йĕркеленĕрен вăл анлăрах та иртнĕ, тупăшăва 300е яхăн спортсмен хутшăннă. Вăл шутра республикăри районсемсĕр пуçне Шупашкар, Ульяновск хулисенчен те килнĕ.
Çивĕч тупăшура пирĕн районтан хăйсен виçе категорийĕсенче А. Кошкина, И. Алексеев, А. Кузнецов, ветерансенчен Н. Васильев тата И. Махмутов çĕнтерỹçĕ пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)