Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем пурăнаççĕ, малалла аталанаççĕ

29 декабря 2017 г.

Районта Çĕнĕ çул умĕн çĕнĕ объектсем уçасси йăлана кĕчĕ. Кăçал та çак ырă пулăма манăçран кăлармарĕç. Декабрĕн 28-мĕшĕнче Патăрьелсен савăнăçне республикăран килнĕ хисеплĕ хăнасем - ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Н. Малов - пĕрле пайларĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ыттисем те кĕтсе илчĕç.

Çĕнĕ клуб çынсене илĕртет

Ыхра Çырминчи унчченхи культура çурчĕшĕн вырăссен паллă поэчĕ А. Пушкин çырнă сăвăри сăмахсем питĕ çывăхчĕ: "Пирĕн пỹрт кивелнĕ, тĕксĕм унăн ăшĕнче..." Ял халăхне пĕрле пухăнса канмалли вырăн çукки питĕ пăшăрхантаратчĕ. Август уйăхĕнче "пăр" тапранчĕ. "Стройкомсервис" пĕрлешỹре тăрăшакансем клуба пăсса çĕннине яллă вырăнсенчи культурăпа кану йышши учрежденисене аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн тума пикенчĕç. Ăна çĕклеме республика бюджетĕнчен 14302,2 пин тенкĕ, вырăнти хыснаран 752,73 пин тенкĕ уйăрнă. Строительсем хăйсен тивĕçне туллин тата пахалăхлă пурнăçларĕç. Мероприятие хутшăнакансем малашне культура çурчĕ пушă тăмасса, тулли хăватпа ĕçлессе шаннине палăртса хăварчĕç

.Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев "Единая Россия" партин "Вырăнти культура çурчĕ" проекчĕ малалла тăсăлнине, çитес çул ялти клубсене реконструкцилеме федераци тата республика бюджетĕнчен укçа уйăрнине каларĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса районта юлашки çулсенче 7 культура çуртне çĕнетнĕ. Кăçал çеç Çĕньялти клуба тĕпрен юсанă, Кзыл Чишмари хальхи оборудованисемпе пуянланнă.

Ферма кĕрсен мĕн сас лайăх?

2016 çул умĕн "Исток" агрофирма 400 ĕне вырнаçмалăх комплексăн çуррине хута янăччĕ. Ун чухне тин туса пĕтернĕ хуралтăпа мероприятие хутшăнакан кашни çын тĕлĕнсе паллашрĕ. Ĕнесене ятарлă залра сăваççĕ. Сăмах май, районта урăх кун пекки пĕр хуçалăхра та çук. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Фермăра тăрăшакансене çăвăнса тасалма, канма пỹлĕмсем тунă. Кăçал агрофирма комплексăн тепĕр пайне, 200 ĕне кĕрекен объекта, хăпартма пикенчĕ. Кĕске вăхăтра вăл çĕкленчĕ.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Çакă кашни утăмрах сисĕнет. Хальхи вăхăтра 733 пуç ĕне-выльăх тытаççĕ, унтан сăваканни - 350. Пĕр ĕнерен 11 уйăхра вăтамран 5408 килограмм сĕт сунă, пĕлтĕрхинчен 5 процент ытларах.

Капăр шкулшăн ачасем те хавас

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе учительсем те Çĕнĕ 2018 çула тулли те хавас кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Объекта Чăваш Республикинче 2012-2020 çулсенче "Вĕрентĕве аталантарасси" патшалăх программипе тĕпрен юсанă. Çĕнетнĕ учрежденинче тавракурăма анлăлатма, вĕренме пур услови те пур.

Республика Пуçлăхĕ М. Иганатьев çавăн пекех шкулпа юнашар вырнаçнă ача садне те кĕрсе курчĕ, воспитательсен шалăвĕпе, ĕç условийĕпе кăсăкланчĕ.

Ĕçре те хастар, спортра та пултаруллă

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем хĕллехи вăхăтра та сывлăхĕсене çирĕплетчĕр тесе кăçалхи январь уйăхĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта йĕлтĕр йĕрне уçнăччĕ. Унта йĕри-тавра çутă пуртан каçхине те ярăнма май пур. Ĕнер Кĕçĕн Арапуçĕнче те 1200 метр тăсăлакан йĕлтĕр трасси хута кайрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ спорта аталантарассипе малалла та ĕçлессине, ял çыннисене ỹт-пĕве тĕреклетме условисем туса пама тăрăшнине пĕлтерчĕ.

XXI ĕмĕрĕн тепĕр çулĕ район историйĕн страницине паллă пулăмсемпе çырăнса юлчĕ. Çитес çул ырă улшăнусемпе, çĕнĕлĕхсемпе тата пуянрах пуласса шанса тăратпăр.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика