Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхăннă клуб вырăнне –илемли: хăтли

29 декабря 2017 г.

Çĕнĕ çул асамлăхпа,ырă кĕтменлĕхсемпе, парнесемпе илĕртет.Çавăнпа пурте кĕтетпĕр ăна. Патăрьел районĕнчи Ыхраçырмисемшĕн вара 2017 çул çĕнĕ клуб уçăлнипе асра юлĕ. Çĕнĕ, 150 вырăнлă культура вучахĕ ĕнер хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ. Ĕнтĕ ял çыннисем Çĕнĕ çула халалланă балмаскарада кунта ирттерĕç. Сăмах май, 300 киллĕ Ыхраçырми аталансах пырать.  Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем тăван тăрăха юлаççĕ, çултан-çул ача ытларах çуралать. Çурла уйăхĕнче кунта кивĕ клуба пăсса çĕннине тума пуçланă. Сăмах май, ăна хута яма 15045,9 пин тенкĕ, çав шутран республика бюджетĕнчен — 14,3 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран 752,8 пин тенкĕ уйăрнă. Çĕннинче куракан залĕпе сцена, администраци пÿлĕмĕсем, библиотека пур. Ыхраçырмисем юрра-ташша çав тери кăмăллаççĕ-мĕн. Кунти вокал, «Яз» тутар хореографи коллективне, фольклор ушкăнне, тĕрлĕ кружока 90 яхăн çын çÿрет. Малашне çĕнĕ хăтлă çуртра ытларах та пуласси куç кĕрет.

Çĕнĕ культура çурчĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие ЧР Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çитес çул ял-салари культура çурчĕсене юсаса çĕнетес, вĕсене аталантарас ĕç малалла тăсăлĕ. Çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенче 39 миллион тенкĕ пăхса хунă. Рудольф Селиванов пĕлтернĕ тăрăх, Патăрьелсем 2018 çулта Ишлĕре те çакăн пек клуб тума тĕв тăваççĕ.

Ĕнерех Тăвай районĕнчи Чутейсемшĕн те ку çулталăкри чи савăнăçлă кунсенчен пĕри пулчĕ. Кунта 106 вырăнлă клуб уçăлчĕ. Ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашнири культура çурчĕн проекчĕпе тунă. Çав тĕллевпе республика бюджетĕнчен — 14,5 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран 799,8 пин тенкĕ панă. Ĕçе авăн уйăхĕнче пикеннĕ. Строительсем кĕске вăхăтрах хăпартнă ăна. Çĕнĕ культура çуртĕнче библиотека, концерт залĕ, гример, душ тата кружоксем ирттермелли пÿлĕмсем пур, ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă. Çĕнĕ аппаратура, çĕнĕ костюмсем туяннă. Çапла, Чутейсем те Çĕнĕ çула çĕнĕ клубра паллă тăвĕç.

Муркаш районĕнчи Шуркассинче те юсав ĕçĕсем хыççăн çĕнĕ сĕм кĕртнĕ клуба савăнăçлă лару-тăрура ĕнер уçнă. Ăна юсаса çĕнетме ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 1 миллион та 240,8 пин тенкĕ /çав шутра республика бюджетĕнчен — 742,6 пин тенкĕ/ уйăрнă. Ку нухратпа вĕсем чÿречесене, алăксене улăштарнă, стенасене сăрланă… Пĕр сăмахпа, шалтан та, тулаш енчен те йăлт çĕнетнĕ. Шуркассинче çамрăк çемье чылай-мĕн.Хастар та пуçаруллă вĕсем. Клуб юхăннăран кунта Çĕнĕ çул каçĕнче чăрăша капăрлатса бал-маскарада та урамрах ирттернĕ. 2018 çула вара ял-йышпа пĕрле клубра кĕтсе илĕç.

Роза АНАТОЛЬЕВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика