Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕршыв малашлăхĕ пирки калаçăпăр»

22 декабря 2017 г.

Раштавăн 22-23-мĕшĕсенче Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин XVII съезчĕ иртĕ.Унта партин 2018 çулхи чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене палăртĕç.

Унтах кадр ыйтăвĕсене пăхса тухĕç. Çавăн пекех дискусси лапамĕсен ĕçне йĕркелеме йышăннă. Раштавăн 23-мĕшĕнче пленарлă лару иртĕ. Съезда кайма пирĕн республикăран партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсене, ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене — пĕтĕмпе 7 çынна — суйланă. Уставпа килĕшÿллĕн делегатсен йышĕнче партин тĕп канашĕн членĕсем те Алена Аршиновăпа Николай Миллин /Елчĕк райадминистрацийĕн пуçлăхĕ/ пур. Съезда хутшăнакансем мероприятие мĕнлерех шухăш-кăмăлпа каяççĕ-ха?

Анисия ИГНАТЬЕВА, партин Шупашкар хулинчи «Сугутское» пуçламăш организацийĕн секретарĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ:

— Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пĕрремĕш хут хутшăнатăп.Çавăнпа ку съезд маншăн — савăнăç, çав хушăрах— яваплăх та. Делегатсен республикăра пурăнакансемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла, ку вара пĕрре те çăмăл мар. Паллах, парти съездне çĕршывăн кашни регионĕнченех делегатсем пырĕç. Пĕрле пухăннă май Раççей пуласлăхĕ пирки калаçăпăр. Раççей тенĕрен, Владимир Путин Президент пирки манăн питĕ вăйлă лидер тесе калас килет. Унăн ертÿçе кирлĕ пĕтĕм пахалăх пур, çав шутрах — çирĕп кăмăл та. Владимир Владимирович — пирĕн çĕршыври чи сумлă çынсен шутĕнче. Ăна ют çĕршывсен ертÿçисем те хисеплеççĕ, унран кăшт шикленеççĕ те. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Любовь СОРОКИНА, партин Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш организацийĕн секретарĕ, библиотекарь:

— Съезда кайма суйланă тата шаннă делегатсен йышне лекнĕшĕн савăнатăп. Питĕ яваплă мероприяти. Унта çĕршыв малашлăхне сÿтсе явăпăр. Паянхи пурнăç пирки калас тăк  эпĕ хальхи условисемпе кăмăллă. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ. Çĕршыв ертÿçи ял çыннисем пирки те манмасть, вĕсен пурнăçне çăмăллатса пыма тăрăшать. Çакна хам ялта пурăннă май çирĕплетсех калама пултаратăп. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра кредит илмелли условисем чылай çăмăлланчĕç, проценчĕсем те капашсăр пысăк мар. Стройка е ытти ĕçе пуçăнакансемшĕн çакă питĕ меллĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — çĕршыва Владимир Путин ертсе пынă чухне эпир хамăра хÿтлĕхре тата шанчăклă туятпăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика