01 декабря 2017 г.
Чăваш Ишекĕнчи Уткинсем Раççейри "Çулталăк çемйи" конкурсра "Нумай ачаллă çемье" номинацире çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Сумлă мероприяти Мускаври "Измайлово" концерт залĕнче иртнĕ. Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевич унта усрава илнĕ ултă ывăлĕпе хутшăннă.
Çемьен 12 ача. Вĕсенчен тăххăрĕшĕ _ усрава илнĕскерсем. Хăйсем çуратнă икĕ хĕрĕ качча тухса ашшĕпе амăшне виçĕ мăнуклă тунă. Виççĕмĕшĕ - ывăл.
"Ялта ача çукпа пĕрех. Кĕçĕннине урамра выляма пĕччен кичемччĕ. Çавăнпа ача çуртĕнчен усрама илме шут тытрăмăр", - аса илет вунă çул каяллахине амăшĕ.
Каролина Анатольевнăна çакă пачах та хăратман. Вăл хăй те йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра Ыхра Çырминчи вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
Ачасене ĕçе хăнăхтарассине те мала хураççĕ ашшĕпе амăшĕ. Çĕрпе туллин усă курма тăрăшаççĕ вĕсем. Ултă ĕне, пăрусем, хурсем, вĕлле хурчĕсем усраççĕ. Ирпе 4 сехетрех ура çинче Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевич. Хĕллене хатĕрленсе çулленех 300-400 банка хăяр-помидор тăварлаççĕ, пахча-çырла сĕткенĕ хупаççĕ.
Кашни ачине тĕреклĕн пурнăç çулĕ çине кăларса пыраççĕ Уткинсем. Çемьелентерсе хваттерлĕ тăвасси те хăйсен тивĕçех тесе шутлаççĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)