Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттестат _ алăра

30 июня 2017 г.

Цифрăсемпе фактсем

Районти шкулсенче кăçал 11 класран 229, тăххăрмĕшĕнчен 453 ача вĕренсе тухрĕç.

73 каччăпа хĕр ылтăн медале тивĕçрĕ. (Иртнĕ çул ăна 60 ача илнĕ)

Пĕр савăнтарчĕ выпускниксен балĕ, пĕр хумхантарчĕ.

Халиччен уроксене вĕренсе çурăм хыçне сумка çакса маларах такăрлатнă сукмакпа шкула утмаллаччĕ. Паян вара...

Малаллахи пурнăçа хăвăн суйласа илмелле. Чылайăшĕ аслă шкулсене, техникумсене кайма шут тытнă. Çамрăкла вĕренни чул çинче. Çар ретне тăма хатĕрленнисем те пур. Умра татса паман çĕр ыйту. Вĕсене уçăмлатма ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем пулăшаççех. Канашлама çеç ỹркенмелле мар. "Маллахи пурнăç хăйех уроксем парать, экзаменне те йышăнать. Вăл çăмăл пултăрччĕ кашнийĕн. Кăкăр урлă çакнă выпускниксен хăйăвĕ пек яка шутăрччĕ. Кирек хăш утăма та тарăннăн шутласа тума тăрăшăр",_ терĕ Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов.Шкул директорĕ М. Сайдашев, класс ертỹçи З. Тазетдинова, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Л. Абужарова тата ыттисем те ăшă сăмахсем каларĕç.

Шкултан кăçал А. Айбетов, Р. Зейнетдинова, Э. Зейнетдинова, С. Максимова, А. Сабирзянов, А. Харитонова ылтăн, Э. Алеев кĕмĕл медальпе тухрĕç.

Хĕрлĕ аттестат илекенсем Аслă Чементи вăтам шкулта та йышлă. Д. Моисеевăна, М. Матюшкинăна, Н. Вахмистровăна, Ю. Тимошкинăна, М. Япаровăна ылтăн медаль илнĕ ятпа саламларĕç.

Пурнăçра кирлĕ документ _ алăра. Кашни хĕрпе каччăшăн çул уçă. Малашлăх ĕмĕчĕсем пурин те пурнăçланмалла пултăрах.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика