02 июня 2017 г.
Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ялĕнчи Эмиль Зейнетдинов Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агропромышленноç бухгалтерне вĕреннĕ. 2000 çулта хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
Халĕ унăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 200 гектар, мăй ракаллă шултра выльăх — 150, вăл шутра сăвакан ĕне 60 пуç. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче вăл 100 пуç ĕне тăратмалли вите хута янă. Ăна продукци сутса ĕçлесе илнĕ укçипе тунă. Витерен тислĕк кăларас, выльăха шăварас, сĕте сивĕтес ĕçсене механизациленĕ.
Эмиль малтанхи тапхăрта ял хуçалăх культурисем çитĕнтерсе, 2013 çултан пуçласа ĕне выльăх самăртса сутнă. Хальхи вăхăтра завода куллен пĕр тонна сĕт ăсатать. Çитес çулсенче витене тата 40 ĕне вырнаçтарасшăн.
— Выльăха тăрантмалăх апат хатĕрлеме çĕр çитет, — каласа парать фермер. — Çулла ĕнесене нумай çул çитĕнекен курăк çине кăларатпăр. Унăн лаптăкĕ 20 гектар.
Ашшĕпе амăшĕ Небиуллатата Римма Зейнетдиновсемтивĕçлĕ канăва кайичченехвырăнти хуçалăхра вăй хунă.Ывăлĕсем вĕсен çулĕпе кайнă —ял хуçалăхĕн бухгалтерĕ, агроном, зоотехник пулса тăнă.
Тракторсем, çĕре сухаласа кăпкалатмалли агрегатсем хăйĕн. Кăçал дисклă ÿре туяннă.
— Патшалăх çак фермăнатума икĕ çул каялла грант пачĕ,— аса илчĕ Эмиль. — Ун чухневăл 5 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку укçапа вите хăпартрăмăр,оборудовани туянтăмăр. Кунсăрпуçне патшалăх ăратлă пăрусемтуянма пулăшрĕ. Хуçалăх бюджетран кĕмĕл уйăрнипе çеç аталанса малалла кайрĕ.
Эмиль малашлăха пăхать. Тепĕр ĕмĕчĕ — иккĕмĕш вите тăвасси.
— Сĕтĕн сутлăх хакĕ ÿссе пырсан тĕллеве пурнăçлама пулатех, — тет.
Эмиль тата унăн мăшăрĕ Наиля çемйинче виçĕ ывăл çитĕнет. Вĕсем ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ.
— Хам пенсие кайсан вĕсенчен пĕри фермер хуçалăхĕн тилхепине тытасса шанатăп, — тет Эмиль Небиуллович.
Источник: "Хыпар"