30 мая 2017 г.
Майăн 27-мĕшĕнче Ыхра Çырмисем ял уявне _ ака-суха хыççăнхи акатуя _ пуçтарăнчĕç. Çак кунхинех мăсăльман тĕнне ĕненекенсемшĕн ураза пуçланчĕ.
Ĕç паттăрĕсене, матур та пултаруллă ĕçченсене, ытти хастарсене тивĕçлипе саламлассипе, тав тăвассипе çыхăннă уява ватти-вĕтти хапăлах пуçтарăннă. Çывăхри хăнасем çеç мар, аякри тăвансем те ял-йышпа савăнма инçе çула çывăхлатса килнĕ. Уяв сĕмне кĕртес тĕлĕшпе чылай тăрăшнă, капăрлатнă лапамра карусель çеç мар, сикмелли, ярăнмалли, пĕчĕк автомашинăсемпе чупмалли, пемелли тата ытти вăйăсем ирттермелли кĕтессем пĕри те пушă тăмарĕç. Юлашки çулсенче акатуйне илем кỹрекен пĕчĕк лаша вара шăпăрлансемшĕн пысăк парне вырăннех пулчĕ-тĕр.
Ял уявне район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Куз- нецов, ял тăрăх кураторĕ П. Ефи- мов, Хусанти "Союзхим" компани ертỹçи Р. Юнусов тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç. Ака-суха хыççăнхи савăнăçа пĕрле пайлама пуçтарăннă çынсене чăн малтанах уява, уразана ăнăçлă ирттерсе яма ырă сунса Рахимулла Феизов мулла кĕлĕ туса пил пачĕ. Ун хыççăн ял-йыша ял тăрăх пуçлăхĕ Фениль Алиуллов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов, ытти хă- насем уяв ячĕпе саламларĕç, пĕрлехи ĕçшĕн, пысăк ăнланулăхшăн тав турĕç. Фермер хуçалăх ертỹçи Р. Санзяпов вара салам сăмахĕсемпе пĕрлех çуракинче пысăк хастарлăх кăтартнă çĕр ĕçченĕсене Тав ху- чĕпе, укçа парса хавхалантарчĕ. "Пĕрле чухне, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлесен çеç пысăк çитĕнỹ тăватпăр эпир", _ терĕ вăл пурне те ырă ĕçшĕн тав туса.
Акатуй юрă-ташăсăр, спорт тупăшăвĕсемсĕр, вăйă-кулăсăр иртмест. Çумăр çуса чăрмантарнине пăхмасăрах сцена ăстисем, Ишекри фольклор ансамблĕ куракансене кĕвĕ-çемĕ-пе савăнтарчĕç, спортсменсем алă вăйне виçрĕç, помост çинче кĕрешрĕç... Çав вăхăтрах уява килнисемшĕн суту-илỹ ярмаркки те чылай вăхăт ĕçлерĕ, сăмаварсенчи техĕмлĕ чейĕ те вĕресех, шашлăкĕ пиçсех тăчĕ. Урăхла каласан, уçланкăри уяв шавĕ нумайччен тăсăлчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)