12 мая 2017 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлеме чарăнни çултан-çулах аякка кайса пырать пулин те, çак уявăн пĕлтерĕшĕпе хисепĕ, чысĕ, сумĕ çултан-çулах ỹс- се, пысăкланса пырать. Майăн 9-мĕшĕ _ пĕтĕм халăх, кашни çемье кĕтекен уяв! Ыхра Çырми ял тăрăхне кĕрекен Ишек ялĕнчи ваттипе вĕтти хисеплĕ хăнасемпе пĕрле Аслă Çĕнтерĕвĕн 72-мĕш хут уявлакан паллă кунне çумăрлă та ăмăр çанталăка парăнтарса мĕн пур кăмăлтан паллă турĕ. Ытти çулхисемпе танлаштарсан çакăн валли сăлтавĕ те пысăк пулчĕ: хастар та пултаруллă фермер хуçалăх ертỹçи Решид Санзяпов çак ял çыннисене пысăк парнепе савăнтарчĕ. Унăн пулăшăвĕпе Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Ишексем 1418 куна тăсăлнă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăк-мемориала уçрĕç. Сăмах май каласан, Ыхра Çырмин ял мăнаçлăхĕ шутланакан палăка та пĕлтĕр çак хастарах хăпартрĕ. Иртнине манмалăх вăхăт пур пек,
Вăрçă чарăнни те 72 çул!
Чун суранĕ тỹрленмест-ха пурпĕр,
Халĕ те юхать вĕри куççуль...
Уяв колонни "Вилĕмсĕр полк- па" пĕрле шкул умĕнчен ял урамĕсемпе хăватлă оркестрăн (тĕп хуламăртанах килнĕ) марш кĕввипе нихçанхинчен те мăнаçлăн утрĕ. Стройра 17-18 çулхи "салтаксемпе" юнашарах тăнлавне кĕмĕл тĕс тĕрленĕ шурсухалсем те, вăйпиттисем те, асăну эстафетине илме хатĕрленекен çамрăк ăру та пур.
Аслă Çĕнтерỹ кунне халалланă митинга район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, хисеплĕ ентешĕмĕр Лев Кураков академик, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Первомайскинчи храм настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Фениль Алиуллов, район Пухăвĕн тата ял тăрăх депутачĕсем, ял территоринчи ытти ертỹçĕсем, шкул ачисемпе аслă ăру çыннисем хутшăнчĕç. Уяв ячĕпе саламлакансем кашниех пирĕн çутă та ырă пуласлăхшăн çапăçура паттăрлăх кăтартнă салтаксене чун-чĕререн тав турĕç, пиртен уйрăлнисене хисеп туса шăп тăчĕç, çĕнĕ палăк умне чечек кăшăлĕсем хурса мемориал плити çине çырăннă салтаксен ячĕпе пуç тайрĕç...
_ Çулсеренех пирĕнпе юнашар вăрçă нушине чĕри витĕр кăларнă фронтовиксен шучĕ сахалланса пырать. Кăçалхи Çĕнтерỹ кунне вĕсем 30-ăн çеç кĕтсе илчĕç. Эпир хамăрăн çĕршывăмăра тăшманран хăтарнă ветерансем, салтаксем умĕнче яланах пуç таятпăр, пире çутă пурнăç парнелекенсене чĕререн тав тăватпăр..._ терĕ район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те пысăк уяв ячĕпе саламланă май.
Уява хапăл тăвакансем аяк- ри-çывăхри хăнасем те пулчĕç. "Маншăн Çĕнтерỹ кунĕ хаваслă, çав вăхăтрах чуна тыткăнлакан уяв та. Вăрçă тути-масине эпĕ ачаранах туйрăм. Вăрçа хутшăннă хисеплĕ тăванăмăрсене пуç тайма эпĕ Хусантанах çитрĕм",_ кăмăлтан саламларĕ ентешĕсене Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕн Баки Рахимовăн хĕрĕ Раиса Бакиевна пенсионерка.
Пантелеймон ШИХРАНОВ, вăрçă ачи:
_ Паян Ишек ялĕшĕн Çĕнтерỹ кунĕ çеç мар, тепĕр уяв та пулчĕ. Вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăка уçни уйрăмах çамрăк ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ тăватă çула тăсăлнă вăрçă нушине питĕ лайăх ас тăватăп. Пирĕн ачасемпе мăнуксем нихăçан та çав инкеке, синкерлĕхе ан туйччăр. Çĕр çинче мир, ăнăçлăх, юрату çеç пултăр.
Николай МАЙКОВ, вăрçă ветеранĕ:
_ Пирĕн ялтан Аслă вăрçа 138-ăн тухса кайнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ _ хĕрачасем. Шел, 56-шĕ тăшман ирсĕрлĕхне пула çичĕ ютра выртса юлчĕç. Вăрçăран таврăннисем те сайралтăмăр. Паян эпир ялта Николай Краснов вăрçă ветеранĕпе çеç пурăнатпăр. Тавах правительствăна, республика, район ертỹçисене пирĕн çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн. Чăваш Ишекĕнче çакнашкал палăк уçăлнăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. Çамрăк ăрушăн ырă ĕç тăвакансен сывлăхĕ çеç пултăр.
Альбина ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)