Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан хуплатăр чăваша йăвашлăх

25 апреля 2017 г.

 Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма кирлĕ. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне çитерме те май çук.

Тăван чĕлхене ачасем тĕплĕнрех чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ вĕсем патне çиттĕр, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçма хăнăхчăр тесе шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех çине тăрса тăрăшать. Анчах та çакă çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ ỹстĕр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕ- рех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта. Кунта чăваш чĕлхи эрни пырать. 5-мĕш тата 6-мĕш классем хушшинче "Чи лайăх куçаруçă" конкурс иртрĕ. Ăна экологи çулне халалларĕç. Панă сăмахсене ачасем чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла çăмăллăнах куçарчĕç.

7-мĕш тата 8-мĕш классенче вĕренекенсем "Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен" викторинăна хутшăнчĕç. Ыйтăвĕсем вара кăçалхи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕпе çыхăнчĕç. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене ачасем çăмăллăнах тупрĕç. Планпа палăртнă мероприятисене хĕрсемпе каччăсем кăмăлтан хутшăнаççĕ.

Е. БАБАЕВА, О. КАЛЛИНА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

х х х

Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшỹллĕн 11 класра "Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян" уçă урок иртрĕ. Кашнийĕ хăйĕн юратнă çыннисем çинчен ырăпа çеç аса илчĕ. Туслă çемьере пурăннине çирĕплетрĕç вĕсем.

Мĕнре-ши çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ? Ыйтусен хуравĕ тĕрлĕ пулчĕ. Вĕренекенсем хăйсен туслă кил-йышĕ çинчен хатĕр- ленĕ видеоролик пăхса киленчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ итленĕ май ачасем çемье йывăççисене ăсталарĕç. И. Яковлев халалне ăша хыврĕç: "Пуянлăх, сывлăх, савăнăç, ăнлану тата ытти лайăх пулăмсемпе туйăмсем пулсан çемьере телей хуçаланать. Çемье хевтисĕр, пулăшăвĕсĕр ача нихăçан та йĕркеллĕ çитĕнеймест. Çемьесĕр çыннăн пурнăç тĕллевĕ те çук. Çемье _ пурнăç илемĕ, кăмăл-сипет управçи. Унта яваплăх та, тăрăшулăх та, ĕçченлĕх те, юрату та тĕп вырăнта тăрать". Урок усăллă та тухăçлă та иртрĕ.

С. КУЛАКОВА.

"Районта тăван чĕлхене сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем тăватпăр. Килес ăру валли иксĕлми пуянлăха: йăла-йĕркене, культурăна, чĕлхене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăрăшатпăр. Тăван сăмах кашнинех, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, халăх шăпине, иртнине, хальхине тата пуласлăха çывăх пулнине туйса илме май патăр.

Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, атте-анне чĕлхине хисеплер!" _ тесе саламлаççĕ район пуçлăхĕ М. Петровпа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов район халăхне Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика