18 апреля 2017 г.
Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасемпе кружокра "Кивĕ сăн ỹкерчĕк пуянлăхĕ" темăпа калаçу-тĕпчев йĕркелерĕм. Ачасене хам тавра пуçтартăм та пĕрре пăхсан ахаль пек курăнакан кивĕ сăн ỹкерчĕксене тимлĕрех сăнама хистерĕм. Палăртнă темăн пĕлтерĕшне анлăлатма, кашни ача килĕсенчен илсе килнĕ сăн ỹкерчĕк вăрттăнлăхне уçса пама тăрăшрĕ.
Тин кăна хаваслăн ахăлтатса калаçакан ачасем те сасартăк тарăн шухăша путрĕç. Яна Майкова кивĕ сăнсем таса туйăмлă пулнине палăртрĕ. Вăл сăн ỹкерчĕк тăрăх хăйĕн кукамăшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Майкова Мария Григорьевна 13 ача çуратнă. 9 тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ача амăшĕн медальне илме тивĕç пулнă. Ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра ĕçлесе пурăннă. Паянхи кун Мария Григорьевна пирĕнпе çук пулсан та сăнĕ шкулти "Нумай ачаллă хĕрарăмсем" стендра вырăн тупнă.
Павлик Сорокина вара ĕлĕкхи çынсем мĕнле пурăнни кăсăклантарать. Алă вĕççĕн çурлапа тырă вырни, авăн çапни, арман авăртни тата ытти те - пурне те ун умĕнчи кивĕ сăн ỹкерчĕксем кăтартса параççĕ. Вĕсен тумĕсене сăнаса питĕ тĕлĕнчĕ. "Çăпатапа мĕнле çỹренĕ-ши вĕсем, енчен те эпир çу каçа темиçе мăшăр пушмак çĕтсе кăларатпăр пулсан?"
Петрякова Софьяна та вĕсен çи-пуçĕ кăсăклантарчĕ. Уйрăмах туй арăмĕн капăрĕ тыткăнларĕ хĕр ачана. Палламан хĕрарăм илемлĕ чăваш тумне тăхăннă, пуçĕнче _ хушпу, хулпуççи урлă тевет çакнă. Хаваслă кăмăл-ту- йăмпа уява кайма хатĕрленнĕ курăнать.
Акă Абужаров Андрей кукашшĕн сăн ỹкерчĕкне илсе килнĕ. Кунта ун кукашшĕ, Абужаров Валентин Яковлевич _ "Районти чи лайăх конюх" ята тивĕçнĕ хăйăва çакса янă. Шăп çав вăхăтра ỹкерттернĕ иккен. Мăнаçланса каласа пачĕ Андрей кукашшĕ çинчен. Ĕмĕрĕпе лаша пăхса, вĕсене чунтан юратса пăхнипе тивĕçнĕ пулнă çак хисеп- лĕ ята çамрăклах ун кукашшĕ. Кунтах çынсем йĕтем çинче ĕçленине кăтартнă. Акă тата çынсен сăнĕсенче вăрçă ахрăмĕ йĕрленнĕ. Çак сăн ỹкерчĕксене пăхнă вăхăтра ачасен куçĕнче те хурлăх туйăмĕ сисĕнчĕ. Тата чылай сăнсем тавра калаçрăмăр ачасемпе. Ачасен шухăшĕсемпе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Эппин, эпĕ калас тени ачасем патне çитрĕ. Иртнĕ çулсенчи самантсене нумай чухне кĕнекесенчен кăна пĕлетпĕр. Сăн ỹкерчĕк-сем вара çав вăхăта лайăхрах сăнлаççĕ. Ун чухнехи йывăрлăхсене, тыткаларăшсене туллинрех уçса параççĕ. Чăвашсем питĕ лăпкă, хитре, сăпайлă пулни унта тỹрех курăнать. Ачасем çак япала малашнехи ăрусемшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланчĕç. Кивĕ сăн ỹкерчĕксене хисеплеме шантарчĕç.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)