Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăспа та, чунпа та йышăнасчĕ

17 февраля 2017 г.

 Кашни çулталăках пĕр-пĕр тĕллеве тĕпе хурса ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçалхи çул, акă, Раççейре Экологи çулталăкĕ пуçланчĕ, пирĕн республикăра вара - Анне-Атте çулталăкĕ. Эпир те, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, çакна ăшă кăмăлпа йышăнтăмăр. Çĕршывра тата республикăра палăртнă ĕçсем пĕр кĕвĕллĕ килни савăнтарать пире, мĕншĕн тесен пархатарлă, тухăçлă вăрлăх чи малтан шăпах çемьере çуралса тарăн тымар ярать. Пурнăç пурăнма ачана шăпах ашшĕ-амăшĕ вĕрентет- çке. Вĕсем кун-çула йĕркелесе тăраççĕ, малашлăх никĕсне хурса хăвараççĕ, пурнăçра тĕрек, илем, хăват кĕртеççĕ. Чунра тĕвĕленнĕ ырăлăх калчине аталанса ỹсме, çимĕç кỹме пирĕн те, вĕрентекенсен, пулăшмаллине ăнланатпăр. Тĕслĕх паракансем вара _ атте-анне, тăван йăва. Ача-пăча ăс панă май аталанса пырать. Апла пулсан пирĕн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура пулмалла, çут çанталăк, атте-анне çинчен çырман пĕр поэт та, пĕр ăслăлăх çынни те, пĕр журналист та çук пулĕ. Çакна асра тытса класс сехечĕсенче паллаштарма, калаçу ирттерме темисене, тĕрлĕ конкурс, вăйă, фестиваль, конференци палăртса хутăмăр.

Паллах, пархатарлă мероприятисем, акцисем ку таранччен те тăтăшах ирттернĕ-ха эпир, анчах атте-аннене сума сăвас, тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшас пирки пайăррăн палăртасси паянхи куншăн пĕрре те ытлашши мар. Тимлĕх, асăрханулăх пирки тепĕр хут аса илтерни пăсăк пулас çук, çак ĕçсен пĕлтерĕшĕ вĕçĕмсĕр _ çулталăклăх кăна мар, ĕмĕрлĕх пулмалла. Тилхепесĕр лаша йăнăш çулпа каять теççĕ. Пурнăç шăнăрне тытса пыма арçын тĕрекĕ, çемье ăшшине упрама аннен ыр кăмăллăхĕ кирлĕ, çĕр çинчи кашни ачан ашшĕ-амăшĕ юнашар пулсан, пĕр-пĕрин çине пăхса ăшшăн йăл кулсан, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пырсан мĕнлерех ырă пулĕччĕ.

Пархатарлă ĕç вăл ырă шухăш та. Çĕрĕн, çуралнă çĕршывăмăрăн ытарайми илемĕпе киленме пĕлнисĕр пуçне ăна упрас, сыхлас пĕлтерĕшĕ кунсерен тенĕ пек ỹссе пырать, çавна пула вĕçĕмсĕр экологи сăмахпа усă курма пуçларăмăр. Çĕр, шыв, сывлăш экологийĕн ыйтăвĕсем çивĕчленсех пыраççĕ. Çыннăн шухăшĕ те тасалса пымалла.

Тăван ял, тăван кил, çут çанталăк умĕнчи парăма ырă ĕçпе, тулли кăмăлпа, чыс-хисеппе саплаштарса пырар, çут çанталăк илемне, пуянлăхне упраса хăварасчĕ. Ирсерен атте-анне сассипе вăранасчĕ, вĕсен пилĕ-пе пурăнасчĕ, таса сывлăшпа туллин сывласчĕ.

Светлана КУЛАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика