31 января 2017 г.
Икĕ урок тухнă хыççăн Ыхра Çырминчи вăтам шкулăн иккĕмĕш класĕнче вĕренекенĕсем шăкăринех столовăйне апат çиме вырнаçса ларчĕç. Салатпа панă пăсланса тăракан хуратул пăттине кăмăлтан çирĕç. Вĕсем хыççăн апатлану сĕтелĕ хушшине аслăраххисем вырнаçрĕç. Кĕске вăхăтрах 150 ытла ача апатланма та ĕлкĕрчĕ. Çинĕ хыççăн пушаннă савăта кашниех палăртнă вырăна лартса хăварчĕ. Ф. Алиулловăпа Э. Азмухановăн алли-ури вăр-вар ĕçлет çав. Кăнтăр апачĕ тĕлне вĕсен татах хатĕрлемелле. Плита çинчи пысăк кастрюльте яшка вĕрет. Какайĕ исленнĕ çĕре çĕр улмине шуратса ямалла. Ачасем çиме киличчен савăт-сапана çуса тасатмалла, çăкăр касмалла, чейне хатĕрлемелле. Урайне йĕпетсе илмелле тата ытти те. Мĕн чухлĕ ĕç!
Куç хăрать те алă тăвать, теççĕ. Пурне те ĕлкĕреççĕ шкул столовăйĕнчи поварсем. Хĕл каçма мĕн чухлĕ çимĕç хатĕрленĕ тата кунта! Улми-çырли, пахча çимĕçĕ вырăнтах çитĕнет. Вĕсене савăтсене вĕретсе, йỹçĕтсе, тăварласа тултарса хунă. Тỹнĕ çĕр улми нимĕрĕпе маринадланă хăяр епле каять. Е тата типĕтнĕ панулминчен компот техĕмлĕ пулать. Хура пилеш мĕн чухлĕ хатĕрленĕ. Пурте организма кирлĕскерсем. Вĕсенче тĕрлĕ витамин пур. Шкул администрацийĕ кашни çимĕçе вăхăтра пухса илнине сăнаса тăнипе те çыхăннă çакă.
30 çул ытла, Комсомольски районĕнчен Ыхра Çырмине кин пулса килнĕренпех, поварта ĕçлет кунта Фения Фазелзяновна. Маларах Патăрьелĕнчи профессипе техника училищинче повара вĕренсе тухнă. Вăр-варлăхĕ вара çулĕсем хушăнсан та чакмасть.
_ Хунямапа качча килнĕренпех пĕр сăмахра пурăнатпăр. Хамăрăн ывăлсем авланса çемьеллĕ пулнă. Мăшăрăн амăшĕ пире сахал мар лайăха вĕрентет,_ тет Ф. Алиуллова.
Равие Зинетулловна пĕр вăхăт çуртра виçĕ кинпе пурăннă. Килти сас-хура нихăçан та урама тухман. Ватта пурте хисепленĕ. Аслă кинне те кĕçĕннисем амăшĕсем вырăнне хурса йышăннă. Паян вара ăрăва малалла тăсакансенчен пĕри уйрăлса тухнă, тепри тĕпе юлнă.
Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ Алиуллов- сем. Ĕçе уйăрса ĕçлесси çук нихăшĕн те. Сăвăнакан ĕнисем те хушăнсах пыраççĕ. Пăрăвĕсем те пур. Ытти выльăх-чĕрлĕх те сас парать кил хушшинче.
_ Пĕрин çитĕнĕвне тепри курма хăнăхнă пирĕн çемьере. Пĕр-пĕрне пулăшасси, ырă тăвасси малта тăрать. Мăнукăмсем мăшăрлансан çамрăк кинсем аслă шкулпа техникумран вĕренсе тухрĕç. Çав хушăра кĕçĕн мăнукăмăрсене те юратса сăпка сиктерсе пăхрăмăр,_ каласа парать Равие Зинетулловна.
Илнарпа Фенилăн икшер ача çитĕнет. Çамрăксем пурте ĕç вырăнĕллĕ. Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмен. Ашшĕ, Ансар Ибрагимович, вăхăтĕнче "Батыревский" совхозра водительте ĕçленĕ. Хуçалăх пайланнă хыççăн та техникăна çỹретме пăрахман. Юлашки вăхăтра килти ĕçсемпе ытларах аппаланать.
Тăрăшуллă ĕç çĕре ỹкмест. Шкул администрацийĕнчен, вĕрентỹ управленийĕнчен, район администрацийĕнчен панă Хисеп грамотисем пур Ф. Алиуллован. Вĕсем пурте унăн тăрăшуллă ĕçне кăтартаççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)