17 января 2017 г.
Çитĕнекен ăрăва вĕрентес, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе шкул коллективĕ тачă çыхăнура пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн палăртнă тĕллевсене пурнăçлаймăн. Ача вĕренме çỹренине, киле панă ĕçсене пурнăçланине, кружоксемпе секцисене явăçнине, хушма литература вуланине килте аслисен йĕрлесе тăмалла. Унăн пултарулăхне вара шкулта аталантарма тăрăшаççĕ. Уроксенче планпа палăртнă темăна уçса панисĕр пуçне вĕрентекенсем занятисем хыççăн та ачасемпе ĕçлеме ỹркенмеççĕ: конференцисене, конкурссене, олимпиадăсене, фестивальсене хатĕр- леççĕ.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 170 ача вĕренет. Шкулта пĕлỹ илес шайĕ япăх мар. 27-шĕ (19 процента яхăн) пĕрремĕш çур çула (икĕ чĕрĕке) "пиллĕк" паллăпа çеç вĕçлерĕ.
Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Э. Зейнетдиновăпа Г. Камалетдинова, акă, Республика Пуçлăхĕн, С. Максимова район пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçрĕç. Эльнара виçĕ çул умлă-хыçлах тутар чĕлхипе регионти тупăшура мала тухать. Светлана чăваш чĕлхипе Хусанти конференцинче виççĕмĕш вырăн йышăнса савăнтарчĕ. Гелуся пирки те çаксенех каламалла.
Кашни класăн ашшĕ-амăшĕн комитечĕ пур. Шкулăн та паллах. Малашлăх плансене пĕрлехи мероприятисенче сỹтсе явса пăхса тухаççĕ. Чĕрĕкре пĕр хутчен класс пухăвĕсене ирттереççĕ. Вĕсенче Р. Даутов, Р. Хасянов, Гумерпа Ильсур Сабирзяновсем, Э. Зейнетдинов ырă канашсем сахал мар параççĕ. Аслисен пулăшăвĕ педагогика коллективне сисĕмлĕ.
Пĕлтĕр республикăра Ĕç çынни çулталăкĕ пулчĕ. "Чувашкредитпромбанкра ĕçлекен Г. Сабирзянов, Р. Санзяпов фермер, тĕнче чемпионки Э. Алеева, С. Ибетова психолог, Т. Жукова терапевт, педагог-ветерансем тата ыттисем те ачасемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Кашнийĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çакăнтан хăш-пĕр хĕрсемпе каччăсене "Кам пулас-ха ман ỹссен?" канăçсăрлантаракан ыйтăвăн хуравĕ тупăнчĕ.
Йывăр шăпаллă ачасем çук шкулта. Татса памалли ыйтусем çĕкленес пулсан социаллă педагогсемпе класс ертỹçисем тỹрех ашшĕ-амăшĕпе çыхăнаççĕ.
Ывăлĕсемпе хĕрĕсене аслисен ырă тĕслĕхĕпе пăхса ỹстерес ĕçре пĕрлехи мероприятисем те пулăшаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче, акă, пĕр ушкăн Чул хулана çитсе килчĕ.
Кăçал республикăра Ашшĕпе амăшĕн çулталăкĕ тесе палăрт- нă. Çакнашкал çул çỹревсем малалла та тăсăлĕç. Ушкăнпа çут çанталăкпа киленесси те йăлара. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ", "Нацисен кросĕ" чупусене ватти те, вĕтти те хутшăнать. Кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухас ĕç каллех аслисем хутшăнмасăр пулмасть. Иртнĕ çул республикăри "Бумажный бум" акцие хутшăнса шкул иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Кĕркуннехи "Йывăç ларт" акци те пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Экологи енĕпе регионсем хушшинчи "Волга _ великое наследие России" конкурсра кăтартуллă пулса Чĕмпĕр облаçĕн правительствин пĕрремĕш çумĕн, вĕрентỹ тата наука министрĕн аллинчен дип-лом илме тивĕçнĕ.
Ашшĕ-амăшне спорт мероприятийĕсенче те, йăла-йĕрке уявĕсене ирттернĕ чухне те, пĕрремĕш, юлашки шăнкăрав-сен вăхăтĕнче те, календарьпе çыхăннă паллă кунсенче те ывăл-хĕрĕпе юнашар курма пулать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)