13 января 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ республикăри тăрăшуллă тата пултаруллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене ятарлă стипенди парасси пирки хушу кăларнă. Вĕренỹре, бизнесра, наукăра, творчествăра, производствăра, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче çитĕнỹсем тунă 994 каччăпа хĕр çулталăк тăршшĕпе кашни уйăхра 1830 тенкĕ укçа илсе тăрĕ. Кăçал çак сумлă чыса пирĕн районтан 30 çамрăк тивĕçнĕ. Иртнĕ çул _ 34-ăн.
Çак йышра Ыхра Çырминчи вăтам шкултан иккĕн: Гелуся Илдаровна Камалетдинова тата Эльнара Рифкатовна Зейнетдинова.
Гелусян тăрăшса вĕренни, ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ пулни, обществăлла пурнăçа хастар хутшăнни сая кайман.
Вĕренỹ отличницин чун илĕртмĕшĕ _ спорт. "Зарницăра" çулленех шкул отрячĕн командирĕ. Пĕлтĕр "Чи лайăх командир" пулнине çирĕплетекен Хисеп грамотине те илнĕ.
_ Пурнăçра кумир _ Эльмира Алеева. Вăл Болгаринче алă вăй виçессипе ăмăртса ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Манăн та çав шая çитесчĕ,_ тет Гелуся. Вăл хăй те республика чемпионатĕнче, Тутар Республикин Нижнекамск хулинчи Атăлçи Федераци округĕн чемпионатĕнче спортăн çак енĕпе мала тухнă.
Эльнара кăçал алла аттестат илме хатĕрленет. Ытларах гуманитари предмечĕсене кăмăллать. Раççей, республика, район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Тутар чĕлхипе иртнĕ регионти олимпиадăра малти вырăнсене йышăннă.
_ Вуннăн вĕренетпĕр эпир вунпĕрмĕш класра. Вĕсенчен 6-шĕ _ отличниксем. Пĕринчен тепри наука тĕнчине ытларах та ытларах кĕме тăрăшатпăр. Юлташсен çитĕнĕвĕшĕн савăнатăп. Хама та Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă ятпа саламларĕç. Ăмсанулăх, кĕвĕçỹлĕх çук пирте. Хĕрсемпе каччăсен кашнийĕшĕн çитĕнỹ пултăрах,_ тет Эльнара.
Светлана Максимова та çак шкултанах. Вăл _ район администраци пуçлăхĕн стипендиачĕ.
_ Çитĕнекен ачара мĕн кирли пурте пур Светланăра. Шырав- тĕпчев ĕçне хастар явăçать вăл. Раççей шайĕнче студентсен 49-мĕш наука конференцийĕн- че пĕрремĕш, республикăри В. Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ сăмах конкурсĕнче каллех малта пулчĕ. Тарăн шухăшлама, сăмахсене асра тытса юлма пултарать, _ тет чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С. Кулакова.
Гелюся Камалетдинова, Эльнара Зейнетдинова, Светлана Максимова (сăн ỹкерчĕкре) стипендиатсем _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. А
. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)