16 декабря 2016 г.
Çĕршывра экономика кризисĕ пирки калаçаççĕ пулсан та пирĕн районти фермерсем фермăсем çĕклеме вăй-хăват çитереççĕ. Ноябрьте çеç-ха, шăпах ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче, Шăнкăртамри Р. Бикчуринăн çĕнĕ хуралти хута кайрĕ. Декабрĕн 14-мĕшĕнче Ыхра Çырминчи Э. Зейнетдинов та нумай пулмасть туса пĕтернĕ 100 ĕне вырнаçмалăх витене сумлă лару-тăрура уçрĕ. Унăн савăнăçне пайлама район пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе тата ăратлăхпа ĕçлекен пай начальникĕ С. Мясникова, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх ертỹçисем, фермерсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Э. Зейнетдинов фермер хуçалăхне 2000 çулта йĕркеленĕ. Малтанласа вăл пăрусем самăртнă, каярах ĕнесем те тытма пикеннĕ. Хальхи вăхăтра унăн 94 пуç ĕне-выльăх, унтан вăтăрăшĕ сăваканни. Кĕтĕве тата пысăклатма тĕллев лартнăран вăл çемье фермине аталантарма паракан гранта _ 5 млн тенке яхăн _ тивĕçнĕ. Çак укçапа фермер шăпах ферма тунă.
Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов Э. Зейнетдинова витене уçнипе саламланă май Ыхра Çырми ял тăрăхĕ юлашки вăхăтра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнипе палăрнине пĕлтерчĕ, ыттисене те вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Э
миль Небиуллович республика, район, ял тăрăх пуçлăхĕсене фермер хуçалăхĕсене пулăшса пынăшăн тав турĕ. Малашнехи тĕллевĕсемпе _ çулталăк вĕçлениччен тата 20 пушмак туянма шут тытнине _ каларĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте пĕрле фермăпа паллашрĕç.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Ыхра Çырминчи шкулта тăсăлчĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.
Канашлу пуçланиччен ĕçре палăрнисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕ- семпе, Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç. Çакăн хыççăн Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов сăмах илчĕ. Вăл кĕскен ял тăрăх пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем, çитес çул патшалăх паракан пулăшусем, çĕнĕ технологисем пирки ЧР ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе тата ăратлăхпа ĕçлекен пай начальникĕ С. Мясникова каларĕ. Унăн сăмахне малалла тăснă май район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.
Хĕл çитнĕ май фермăсенче лару-тăру еплерех-ши? Шăпах çакăн пирки районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов хускатрĕ. Петр Ильич "Батыревский", "Исток", "Звезда", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче, Р. Бикчурин, А. Лялькин фермер хуçалăхĕсенче сивĕ кунсене кĕтсе илме тĕплĕ хатĕрленнине асăнчĕ.
"Родина", "Малалла", "Первомайск", "Труд" хуçалăхсен ертỹçисем _ В. Синеев, М. Петров, Н. Михайлов _ тухса калаçрĕç. Вĕсем кăçал выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн тунă ĕçсен тата çитес вăхăтра тумалли план çинчен пĕлтерчĕç.
Канашлура çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)