29 ноября 2016 г.
Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр… Çĕр çинче пурăнакан çамрăк ăру хальхи саманара мĕнпе интересленет? Мĕне хаклать, пурнăç çине еплерех пăхать, мĕн пирки ĕмĕтленет? Паллах, хальхи çамрăксем веçех пăсăлнă, вĕсене сăра-эрех, чĕлĕм, наркотик кăна интереслентерет, малашлăх пирки шухăшлама пĕлмеççĕ текенсем те тупăнĕç. Ан васкăр пурне те пĕр виçепе виçме.
"Урама тухрăм, ял витĕр утса тухрăм _ пĕр çынна та курмарăм. Ялти çынсем вилсе пĕтнĕ тейĕн.
Пỹрте кĕтĕм те комьютер умне лартăм, "Одноклассникине" кĕтĕм. Ак тамаша, ялĕпех кунта иккен!" Интернетри статусран илнĕ йĕркесем.
Паллах, паянхи кун çамрăксемшĕн пĕрремĕш интерес вăл Интернет. Пĕтĕм тĕнчери серепе пурне те пăхăнтарчĕ, пурнăçра тарăн тымар ячĕ. Кашни çемьере _ нетбук, планшет, ноутбук. Пурин аллинчех кĕсье телефонĕ. Пурте Интернетпа çыхăнаççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, виртуаллă темиçе тĕнчере пурăнаççĕ. Ачасем техника ĕмĕрне самай пысăк утăм тунинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Вĕсем унчченхисемпе танлаштарсан пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума пултарнипе уйрăлса тăраççĕ. Икĕ çулхи пепке планшетпа е айфонпа ĕçлеме пĕлет, пиллĕкри вара аслисене те тĕрлĕ кăткăслăхпа усă курма вĕрентеет. Тата та аслăраххисем вара пĕр вăхăтрах юрă итлеме, телефонпа калаçма, урок тума тата Интернета сăн ỹкер- чĕк вырнаçтарма пултараççĕ. Тăван чĕлхепе пуплес вырăнне социаллă сетьсенче вырăсла çырса "калаçаççĕ".
Çакна пĕрре те хирĕçлеймĕн: Интернетăн пурнăçри витĕмĕ çав тери пысăк: ăс-тăна пуянлатать, тавракурăма ỹстерет, çĕнĕ туссем тупма та пулăшать. Унпа усă курса çемье çавăрнисем те сахал мар. Мĕнле кăна тавар сĕнмеççĕ. Укçу çеç пултăр. Мĕн кăна пĕлместпĕр-ши ун урлă? Те тĕрĕс ĕнтĕ хыпарĕ, те суя _ Интернет пурне те çăтать. Çапла, хальхи çыхăну хатĕрĕсем самай ыйтăва татса пама, тем çинчен те пĕлме пулăшаççĕ, çакăнта япăххи ним те çук темелле. Анчах та çын çынпа куçа-куçăн сахалрах хутшăнни уççăнах куçкĕ-рет. Мĕн тăвăн, самани çапла. Хăшĕ-пĕри талăкĕ-талăкĕпе унтан тухмасть тейĕн, çамрăксем кăна-и? Самай аслăраххисем те компьютер умĕнчен каймаççĕ. Апла пулсан яшсемпе хĕрсене мĕншĕн вăрçмалла?
Чăн та, кунран-кун çĕнелсе, аталанса пыракан пурнăçăмăрта çĕнни нумай вĕт. Çĕнĕ техника тата технологисем этеме робота çавăрма пуçларĕç. Телевизор пăхнă чух ăна ĕлĕкхи пек тăрса хускатма ỹркенетпĕр, пульт çине çеç пускаласа ларатпăр. Мĕн те пулин ыйтмалли пулсан кỹрше е тăван патне йăпăрт кăна çитсе килес вырăнне телефонпа шăнкăравлатпăр та ыйту татăлнă та.
Интернетра вăл е ку информаци шыранă чух çамрăксемпе ачасем килĕшỹсĕр сăн ỹкерчĕксемпе, çаппа-çарамассене те тĕл пулаççĕ. Курманнин курас килет тенĕ пек, кăсăклансах паллашаççĕ вĕсем. Юрать-ха, ачасене çакăн пек ăпăр-тапăртан хỹтĕлекен ятарлă программăсем туса хатĕрлерĕç. Унпа усă курни шыравра усал япаласенчен сирме май парать. Анчах та килти компьютерсенче вĕсене лартман. Кĕсье телефонĕсенчи Интернет та хỹтĕлемест. Телевидени, радио передачисене, журналсен хуплашкисем çине тĕрлĕ ỹсĕм шайне пăхса ятарлă паллăсемпе (10. е 16.) усă курма пуçларĕç. Хăш-пĕр илемлĕ литература кĕнекисем çинче те çакна асăрхама пулать.
Киосксене сăнăр-ха тата. Кунта, каламасăрах паллă, темĕн те сутаççĕ. Куç тĕлне чăн малтанах мĕнле хаçат-журнала кăларса хураççĕ? Çара кĕлеткеллисене. Кашни килен-каян çак майрасене курса "киленет". Кун пек ỹкерчĕксем хулара утăмсерен. Хăнăхрăмăр, тĕрĕсрех, хăнăхтарчĕç пулĕ. Çитĕнекен ăру çакăн пек "çимĕçпе" ăса кĕнĕшĕн кама айăплар? Киоск хуçине-и?
Вĕсемсĕр пуçне килте кашни пỹлĕмрех телевизор пур-çке. Унта пĕрмай çаратаççĕ, вĕлереççĕ, юн юхтараççĕ, ачана тискерлĕхрен хăтарас тесе малашне сỹнтермех тивет пуль. Пароль лартса Интернета кĕме те ирĕк памăпăр, çапла майпа ачасемшĕн тĕлĕнмелле ырă та илемлĕ, таса тĕнче туса хурăпăр.
Анчах та пепкен куçне, хăлхине хупса пурăнтарма çук-çке, çын хушшинче çитĕнет вăл. Урама тухать, кỹршĕсем харкашнине, ỹсĕр çапкаланчăксен кăшкăрашăвне илтет. Аслисем пĕр-пĕринпе мĕнлерех хутшăннине, мĕн çинчен калаçнине те сăнать вăл. Ачасене хамăрăн ырă та таса тĕслĕхпе _ юратупа, туслăхпа _ çунатлантарса ỹстересчĕ. Чи малтан çемьере лăпкăлăхпа килĕшỹ кирлĕ. Ашшĕ- амăшне, мăшăрне хисеплемен, чышкă айĕнчен кăларман сĕмсĕр хăтланăвĕсемшĕн массăллă информаци хатĕрĕсенчи сиенлĕ информацие кăна айăплани тĕрĕсех-ши? Хамăрта нимĕнле айăп та çук-ши?
Ара, ача садĕнчи пĕр воспитатель каланă тăрăх, шĕвĕрккесем те чей-компота шакка-шакка, "тав тусах", хăшĕ-пĕри тата çỹçеннĕ пек туса кăтартсах ĕçеççĕ тет. Камран вĕренеççĕ _ аслисенчен паллах. Халь вĕт ĕçкĕ-çикĕ тăтăш ирттеретпĕр. Ачасене ниçта та хăвармастпăр хамăртан. Пĕр кĕрекерех лараççĕ, пурне те сăнаççĕ, кураççĕ. Сок кăна ĕçеççĕ пулсан та аслисем пĕрле шаккама сĕнеççĕ. Туй-çуй мыскарине те курса киленеççĕ. Ара, тамадасем мĕн çеç кăтартмаççĕ: салтăнтараççĕ, тăхăнтартаççĕ, упалентереççĕ....
Ĕлĕк нихăçан та ачасене пĕрле илсе çỹремен. Виç-тăват кунлăха та хăнана кайнă пулсан кỹршĕ-арша е кама та пулсан ятарласах шанса улаха хăварнă. Хам та ас тăватăп, пĕччен нихăçан та юлман, йышлă ача пулнă. Апатне те пĕçерсе паратчĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă киле юлнă çын. Эпир нихăçан та аслисемпе кайма йăлăнман та. Юраманнине пĕрре каланипех картса хунă та шарламан текех. Килте хăна пуçтарсан вара е кỹр-ше каçнă, е кăмака çинче вăрттăн шăп çеç ларнă. Пĕр кинемей каласа пани асра. Туй килмелле пулнă вĕсем патне. Ку хайхискер сĕтел айне пытанса ларать, кĕте-кĕте çывăрсах каять. Туй шавĕ те вăратайман пĕчĕкскере. Çапла ача-пăча ун пек чухне ал айĕнче явăнса çỹремен. Аслисем хăна пуçтарсан ашшĕ-амăшне пулăшнă, паллах.
Самана улшăнчĕ. Ял хуçалăхĕ- сем саланса пĕтрĕç. Ялсенче ача-пăчан хаваслă сасси те сайра илтĕнет. Пĕр-пĕрин хушшинчи чĕрĕ калаçу та питĕ кĕске. Ытларах телефон урлă хутшăнаççĕ терĕмĕр. Çуллахи вăхăтра е кану кунĕсенче кăнтăрлаччен ыйха туртаççĕ. Пахча-çимĕç те ытлашши лартасшăн мар, выльăх-чĕрлĕхне те усрасшăнах мар ашшĕ-амăшĕ _ усси сахал имĕш. Ĕçе вĕрентни усăллă мар-шим? Путаканăн çăлăнасси пĕтĕмпех хăйĕнчен килет, теççĕ вырăссем. Шкулта ĕçленĕ май мĕн асăрхама пулать-ха? Чылайăшĕ киле панă ĕçе питĕ тĕплĕ туса килет, хăшĕ _ çиелерех. Анчах та теп-ри пач та туман, тăваймарăм тесех хуравлать. Ашшĕ-амăшĕ те пулăшайман, мĕншĕн тесен пĕлмеççĕ. Ансат ĕçе тума май килтереймен. Ачăрсенчен намăс мар-и?
Шкулта вĕренмен-шим аттепе анне, темеççĕ-ши? Пĕррехинче тата чарусăр ача пирки ашшĕпе калаçма май килчĕ. Тепĕр кунне тархасласах амăшĕ тек ачи пирки япăххине кил хуçи умĕнче калама хушмарĕ. Мĕншĕн тесен ашшĕн воспитани ĕçĕ питĕ кĕске пулнă. Стена çумне çапа-çапа янă, намăс сăмахсемпе ирсĕррĕн кăшкăрса пăрахнă та амăшĕ çине сиксе ỹкнĕ. Малаллахи ĕç-пуç тата та шалах кĕрсе кайнă, ăс кĕртме пикеннĕ. Кунта мĕнле сăмахсемпе пĕр-пĕрне хаклани каламасăрах паллă. Çитĕнекен ăру çакна йăлтах курать. Ача кипкерен ăс илет. Çавăнпа та вĕсемпе ларма вăхăт çук тесе ỹпкелешсе калаçни те, пурнăç çине тиркевлĕн пăхни те вырăнсăр.
Юрĕ, саккунĕсене эпир йышăнмастпăр. Анчах та пирĕн кашнийĕнех хамăрăн алăпа çырман, сасăласа йышăнман шалти саккун _ совĕç пур-çке! Вăл мĕн чухлĕ япалана пĕтĕçтерет: апла тума чарать, капла тума хушать.... Унăн сасси чан сасси евĕр пулмалла. Пур пулсан. Анекдотри пек, эпир ăна 2-мĕш класрах ластикла ылмаштартăмăр пуль çав. Халĕ шыраса каялла тавăрса пăх-ха.
Ан тĕлĕнĕр çамрăксем пăсăлнишĕн. Вĕсем çуккине мар, пуррине курса ỹсеççĕ.
Светлана КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)