29 ноября 2016 г.
К. В. Иванов ячĕллĕ Чă- ваш патшалăх академи драма театрĕнче "Çулталăк çемйи _ 2016" республика конкурсĕн çĕнтерỹçисене чысларĕç. Уява хутшăннисене Рес- публикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин, Чăваш Енри Парламент ертỹçи В. Филимонов, ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Е. Сапаркина, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В. Рафиновпа В. Викторов, республикăри "Союз женщин Чувашии" обществăлла организацин председателĕ О. Зайцева саламларĕç.
"Çулталăк çемйи" республика конкурсне кăçал 134 мăшăр хутшăннă, вĕсенчен 29-шĕ финала тухнă. 12 çул пырать конкурс. Унтанпа тупăшăва 2248 çемье, 10180 çын явăçнă.
Правительство комиссийĕ "Çулталăк çемйи" конкурсра пĕр çĕнтерỹçĕ палăртрĕ. Тата пиллĕкĕшне номинацисем памалла турĕ. Вĕсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Конкурса нумай ачаллă çемьесем хутшăнасси çулсеренех ỹсет. 2011 çулта вĕсем çиччĕн пулнă пулсан, кăçал вара _ 19. Тата çакна та палăртмалла: кашниех обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать.
"Çулталăк çемйи _ 2016" сумлă ята Чăваш Ишекĕнчи Уткинсем тивĕçрĕç. Çавна май вĕсене Чăваш Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне, "За любовь и верность" медале парса чыс турĕç.
Уткинсем 30 çул ытла килĕштерсе пурăнаççĕ. Каролина Анатольевна Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать. Ялти фольклор ушкăнĕн членĕ.
Анатолий Арсентьевич нумай çул совхозра водительте ĕçленĕ. Паянхи кун та КамАЗне ахаль лартмасть.
Мăшăр виçĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Наталияпа Татьяна иккĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Шупашкарта çемйисемпе ĕçлесе пурăнаççĕ. Çар службинчен таврăннă Алеша ывăлĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, пĕр организацинче ĕçлет.
2007 çулта Уткинсем 3 ача усрава илнĕ: 10ри Коля, 9ти Андрей, Кольăн шăллĕ 6ри Андрей. Асли çар службинче пулнă хыççăн Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренме кĕнĕ. Андрей та тĕп хулана кайнă. Газосварщик профессине алла илесшĕн.
2013 çулта çемьене тата 4 ача хутшăннă: Дионисий, Алексей, Никита, Роман пĕртăвансем. Тата икĕ çултан çул çитмен Сергейпа Геннадий çемьере пурăнма пуçланă. Халĕ вĕсем пурте шкулта вĕренеççĕ. Ачисем аслисене аттепе анне тесе чĕнеççĕ.
Çемье туслă, çирĕп, ĕçчен, ырă кăмăллă. Аслисен ачасем патне тимлĕх çитетех. Вĕсене ашшĕпе амăшĕ тỹрĕ кăмăллă пулма хăнăхтараççĕ. Хуçалăхра пĕчĕк ферма пур. Унта 10-12 ĕне-выльăх тытаççĕ. Пахчара вара çимĕç çитĕнтереççĕ.
Ачасем çуллахи канупа та тивĕçлĕ усă кураççĕ. Кăçал пиллĕкĕшĕ район тулашĕн- чи сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче пулчĕç.
Çемье "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ", "Нацисен кросĕ" чупусене хутшăнать. Ахальтен мар вĕсем "Чи лайăх спорт çемйи" номинацине тивĕçнĕ.
2015 çулта Уткинсем республикăри "Çемье вучахĕ" конкурса хутшăнса хăйсем çинчен тивĕçлĕ йĕр хăварчĕç. Çавăн пекех Республика Пуçлăхĕ М. Иг- натьев аллинчен "За любовь и верность" медале илме тивĕçрĕç.
Усрава илнĕ ачасен сачĕ ỹсет. Унта кашнийĕшĕ йывăç лартнă.
"Пур ача та телейлĕ пултăр. Юрăри евĕр çитĕнекен ăру ан çухалтăр",_ тет Каролина Анатольевна. Пирĕн районта 47 çемьере усрава илнĕ 71 ача çитĕнет.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)