22 ноября 2016 г.
Тутарстан тĕп хулине тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пухăнчĕ. Кунта аслă классенче вĕренекен шкул ачисен Раççейри виççĕмĕш вулавĕ иртрĕ. Вырăс, тутар, ирçе, пушкăрт, чăваш, мари, удмурт ачисем тĕл пулчĕç. Вĕсем пурте _ заочнăй турта мала тухнисем. 600 ытла ĕçрен 100 шкул ачи малалла тупăшма тивĕçнĕ. Кашни халăх хĕрĕпе каччи уйрăм секцине пайланса ĕçлерĕ. Пирĕн республика чысне Шупашкар районĕнчен тăватă ача, Юхма Енрен виççĕн хỹтĕлерĕç.
Чăваш филологийĕн секцийĕнче 18 вĕренекен тупăшрĕ. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен С. Максимова, А. Абужаров, Д. Степанова хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе тухса каларĕç. Çивĕч тупăшура Диана 1-мĕш степеньлĕ диплома тата 10 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илчĕ. Светлана 3-мĕш степеньлĕ дипломлă тата 5 пин тенкĕлĕх сертификатлă пулчĕ. Адик _ конференци дипломанчĕ. Тĕпчевçĕсен паха ĕçĕсене "Развитие и сохранине национальных языков в поликультурном обществе" кĕнекене пухса пичетлесе кăларнă.
Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанра патшалăх программи туса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакан кашни тĕрлĕ халăх хисепре, аякран килекенсен хăнасене тарават. Чун-чĕре иксĕлми вăй-халпа тата лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланчĕ.
Малалла ăнтăлакансем тунă çитĕнỹсемпе лăпланасшăн мар.
С. КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)