15 ноября 2016 г.
Çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ. Кĕркунне хăйĕн илĕртỹлĕхĕпе пурне те савăнтарать. Пылчăклă, çумăрлă, çиллĕ кунсем ытларах пулчĕç пулсан та кĕр пуянлăхĕ кашни- йĕн кăмăлне тивĕçтерет. Пахчасенче панулми, пахча çимĕç ăнса çитĕнчĕ кăçал. Ял ĕçченĕ-сен пỹлмисем тырăпа тулнă. Нỹхреп тулли тĕрлĕ çимĕç хатĕрлесе хунă.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекенсем кĕрхи кунсемпе сыв пуллашма уяв каçне пуçтарăнчĕç. Балл 8-11 классемшĕн пулчĕ. Малтанах шкул директорĕ М. Сайдашев саламларĕ. Уяв хăюне 11 класра вĕренекен матур та пултаруллă хĕрача, район пуçлăхĕн стипендиатки С. Максимова касрĕ. Малалла тĕрлĕ конкурс пулчĕ. Унта кашни ачан хастарлăхĕ палăрчĕ. Кулăшла инсценировкăсем, килте хатĕр-ленĕ ĕçсем, юрă-ташă пурин кăмăлне те кайрĕ. Вунпĕр- мĕшсем салат тума ăста-мĕн. Тăххăрмĕшсем çепĕç сассисемпе юрăсем шăрантарса палăрчĕç. Ыттисем ташă тыткăнне илсе кĕрейрĕç. Пĕр ачан та кулянса, тунсăхласа ларма вăхăт пулмарĕ. Конкурссенче палăрнă кашни каччăпа хĕр кучченеçлĕ пулчĕ. "Мисс-Кĕркунне" тата "Мистер-Кĕркунне" ятсене Д. Даутовапа А. Тельман тивĕçрĕç. Вĕсене илемлĕ хăюсем çакрĕç.
С. ПЕТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)