Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухмачра _ тепĕр ылтăн медаль

25 октября 2016 г.

Çак кунсенче района савăнăçлă хыпар çитрĕ. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕреннĕ Эльмира Алеева Болгаринчи Благоевград хулинче 65 килограмчченхи виçеллисемпе алă вăй виçсе ăмăртса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Сылтăмпа ăна илекен пулман. Хĕпĕртемелĕх те, мăнаçланмалăх та пур çакăншăн.

Район, республика, Раççей чысне хỹтĕлеме пултарать çĕршыври картта çинчи пĕр пĕчĕк ялта çуралса ỹснĕ Эльмира. Икĕ хутчен тĕнче чемпионки пулчĕ вăл. Пултаруллă, хастар, мал ĕмĕтлĕ пике пирĕнпе юнашар пурăнать, Чăваш Патшалăх университечĕн тăваттăмĕш курсĕнче вĕренет. Спортпа явăçни темĕн чухлĕ вăхăт та мар. Анчах умри тĕллевĕсене пурнăçлама пултарни, вĕренес, тренировкăсене çỹ-рес йĕркесене çирĕп пăхăнни пухмача медальсемпе пуянлатать те.

_ Шкулта спортзал çук пулин те пьедестал картлашки çине тăмалăх çитĕнỹ тума майсем пурах, _ терĕ сăмах илсе "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирттернĕ конференцинче вăтам шкул ертỹçи М. Сайдашев. _ Иртнĕ çул Эльмира Мелазинчен пысăк çĕнтерỹпе таврăннăччĕ. Кăçал _ каллех. Физкультура учителĕн, педагогика коллективĕн, тренерсен, ашшĕ-амăшĕн тăрăшуллă ĕçĕ курăмлă.

_ Кашни вĕренекенре мĕнле те пулин ăсталăх шырама тăрăшмалла. Çамрăк ăрупа ĕçлемеллех. Эльмира Ансаровна çитĕнĕвĕ шăпах çакна çирĕп- летет те,_ терĕ район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов хĕре _ Европăри çамрăксем хушшинче виçĕ хутчен мала тухнă, мастер спорчĕн кандидатне _ çитĕнỹ тунă тата çуралнă кунĕпе саламланă май.

Вăтам шкулти физкультура учителĕ (халĕ Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ) И. Камалетдинов, Эльмира тренерĕ (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ) И. Алеев, Патăрьел тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕсен ертỹçисем Н. Ялуковпа Ф. Алиуллов, ФСК "Паттăр" директорĕ А. Моисеев, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И. Рубцова хĕре саламласа чăн-чăн спортпа туслă çын çирĕп сывлăхлă пулнине, хăйĕн тĕллевне пурнăçлама пултарнине палăртрĕç.

Эльмира çулĕпе пыракан Г. Камалетдинова тĕнче чемпионки уншăн чăн-чăнах ырă тĕслĕх, çутă çăлтăр пулнине палăртрĕ. Хăйĕн спортри ỹсĕмĕсенче вăл Э. Алеева канашĕсене туйрĕ.

_ Ман савăнăçа пĕрле пайлани маншăн тата та пысăк телей. Çывăх çыннăмсене, вĕрентекенсене, тренерсене _ пысăк тав. Эсир маншăн хумханнине çитĕнỹпе тавăрас килет. Патăрьелсем иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсемшĕн мар, пĕрремĕшшĕн ăмăртусене хутшăнаççĕ. Эпĕ те çавах,_ терĕ пуçа тайса сăпайлăн Э. Алеева. Савăнăç куççулĕ унăн тав сăмахĕн палли пулчĕ.

Конференцие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем паллă спортсмена ыйтусем пачĕç. Кунтах хĕрсемпе каччăсем спорт комплексĕн тренерĕсемпе калаçусем пуçарчĕç. Пурне те ентеш çитĕнĕвĕ хăпартлантарчĕ, кашнийĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май паракан, ỹт-пĕве пиçĕхтерекен, ят-сума çĕклеме пулăшакан спортпа туслă пулма сăмах пачĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика