Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем лайăх пулсан уявра савăнма та аван

12 июля 2016 г.

 Июлĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ Район кунĕ маларах палăртнă пекех савăнăçлă мероприятинчен, Шăнкăртам ял тăрăхне кĕрекен Кзыл Камышра асфальтпа витнĕ пĕр çухрăма яхăн тăсăлакан çула уçнинчен пуçланчĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата республикăри транспорт тата çул-йĕр министрĕ Михаил Резников, Чăваш Рспубликин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Петр Никифоров, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Минсур Валитов, РФ общество палатин членĕ, Мускав, Тĕп тата Чăваш Ен муфтийĕ Альбир хазрат Крганов тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Çут çанталăкăн начар çанталăкĕ çук, теççĕ. Ра-йон кунĕнче тахçантанпах кĕтнĕ çумăр шăпăртатрĕ. Вăхăт-вăхăт кăшт лăплан- нă пек пулать те татах хит- рен кăна, шывшăн тунсăхланă çĕре витерсе, çума пикенет. Апла пулин те Кзыл-Камышра пурăнакансем пĕрин хыççăн тепри, ватти-вĕтти, Çĕнĕ урамалла, çак касра пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама васкарĕç. Сăмах май, кунти çула иртнĕ çул ноябрьте "Стройреммост" организаци тума пуçланă. Ăна хута яма 11 млн тенкĕ ытла тăкакланă.

8 сехет те 15 минут. Шăпах çак вăхăтра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ. Ăна курсанах халăх алă çупса ячĕ. Пурне те ăшшăн саламланă хыççăн Михаил Игнатьев республикăри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, ялсенче пурнăç условине лайăхлатассишĕн малашне те тăрăшса ĕçлессине пĕлтерчĕ.

Савăнăçлă саманта _ çĕнĕ çула уçнине _ аслисенчен ытларах ачасем кĕтни сисĕнчĕ. Пĕринчен тепри хĕрлĕ хăю патнелле васкарĕç. Михаил Васильевич пĕрин кăмăлне те хăварас мар терĕ курăнать, вĕсене кашнине хачă пачĕ. Чунтан хĕпĕртенĕ çамрăк ăру васкасах ĕçе пикенчĕ. Хăю татăкĕсене асăнмалăх илчĕç. Ара, кун пек самант кашни кун пулмасть-çке! Унтан пурте пĕрле çĕнĕ çулпа инçех мар вырнаçнă тин çеç хута кайнă спорт лаптăкне çитсе курчĕç. Пухăннисем хăйсен савăнăçне ниепле те пытараймарĕç. Пĕрин хыççăн тепри Михаил Васильевича çĕнĕ çулшăн тав турĕ. М. Игнатьев халăхпа тĕл пулнă май вĕсен пурнăçĕпе, хумхантаракан ыйтусемпе кăсăкланчĕ.

Ăçта çул _ унта пурнăç, тенĕ. Чăнах та, ялсенче те пурнăç условине лайăхлатассишĕн республикăра сахал мар тăрăшаççĕ. Кăçал çеç районта пилĕк çĕрте _ Патăрьелĕнче, Сăкăтра, Нăрваш Шăхалĕнче, Кзыл Камышра тата Пăлакассинче _ çулсем туса пĕ- термелле. Вĕсем 5 çухрăма яхăн тăсăлаççĕ. Иртнĕ çул пуçланă ĕçсене вĕçлеме 15138,1 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çавăн пекех 2016 çула кĕнĕренпе "Калинино _ Патăрьел _ Елчĕк" çула юсанă.

Çак кунах Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер тăвакан аш-какая тирпейлекен цехпа паллашрĕ.

Район кунне тулли кăмăлпа кĕтсе илме Патăрьелсен кăтартусем те аван. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев район активĕпе йĕркеленĕ тĕл пулура район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов социаллă экономика аталăнăвĕн çур çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тунă докладра палăрчĕ.

Ултă уйăхра районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджетне 57,2 млн тенкĕ укçа кĕнĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 4,7 млн тенкĕ нумайрах.

Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14,5 пин гектар акса хăварнă, çĕр улми 1520 гектар лартнă. Хальхи вăхăтра районта выльăхсене валли апат янтăлассипе тăрăшаççĕ. Кĕрхи культурăсене никĕсе хывма 1427 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Патшалăх пулăшăвне районти агропромышленность комплексĕ çур çулта 96 млн тенкĕлĕх тивĕçнĕ.

Паян районта çĕр пайĕсене регистрацилесси тĕп вырăнта тăрать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăтарту 71 процентпа танлашнă.

2016 çулта 25 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Патшалăх программипе килĕшỹллĕн 18 çемье субсиди илнĕ. Тăван çĕршыв Аслă вăрçин 10 ветеранĕн пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата иккĕшĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç.

Район экономикине пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх витĕм кỹресси çуллен ỹссе пырать. Çак сферăра ĕçлекенсен пайĕ паян 52 процента çитнĕ. Вĕсенчен налук çур çулта 10 млн тенке яхăн кĕнĕ.

Çын сывлăхĕ яланах тĕп вырăнта тăнă. Республика программипе районта ултă фельдшерпа акушер пунктне çĕнетнĕ. Халăха социаллă пулăшу пама çур çулта 98 млн тенкĕ уйăрнă.

40 вĕрентỹ учрежденине 6 пин ытла ача çỹрет. Паяна ача сачĕсене черет çук. Пилĕк шкула тĕпрен юсама пуçланă.

Доклада итлесе ларнă вăхăтрах Михаил Васильевич ыйтусем пачĕ, вĕсем çине тулли хуравсем илчĕ. Республика Пуçлăхне сĕт хакĕ те пăшăрхантарчĕ. Паха продукт хакне ỹстерессишĕн тăрăшса ĕçлеме сĕнчĕ.

Тĕл пулура ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Резников, финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова республика тата район кăтартăвĕсене танлаштарса хăш-пĕр цифрăсем пирки шухăша çивĕчлетрĕç. "Батыревский" пĕрлешĕвĕн директорĕ Петр Ялуков хуçалăх пурнăçĕ, малашлăхри тĕллевĕсем пирки кĕскен пĕлтерчĕ.

Кăнтăрла тĕлне çумăр тата ытларах çума пуçларĕ, çакна пăхмасăр Ыхра Çырминче иртекен Район кунне халăх пуçтарăнчĕ. Савăнăçлă мероприятие Первомайскинчи "Шуçăм" фольклор халăх ансамблĕ уçрĕ. Уява район администраци пуçлăхĕн çумĕсем _ Леонид Кузнецов тата Николай Краснов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Николай Малов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи, пирĕн ентеш Лев Кураков, тутарсен Пĕтĕм тĕнчери Конгресĕн Исполкомĕ Ринат Закиров тата Ыхра Çырми ял тăрăх пуçлăхĕ Фениль Алиуллов хутшăнчĕç. Вĕсем халăха саламланă хыççăн ĕçре мала тухнисене Раççей, республика, район шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç. Патăрьелĕнчи Владимир Георгиевичпа Елизавета Антоновна Токмаковсене "Юратупа шанăçшăн" ордена çактарчĕç. Сăмах май, çак хисеплĕ паллăна пирĕн районти 6 çемье тивĕçнĕ. Республикăра кăçал 10 çемьене панă.

Шел пулин те, çумăр çунипе спорт мероприятийĕсем иртеймерĕç. Ун вырăнне пухăннисем тутар, чăваш эстрада, халăх юррисене итлесе савăнчĕç. Ял тăрăхĕсем те палаткăсенчен "пỹртсем" туса уява хăйне майлă сĕм кĕртрĕç.

х х х

Çак кунхинех Пăлапуç Пашьелсем хăйсен ял уявне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприятие район администраци пуçлăхĕ Р. Селивановпа пĕрлех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа Н. Малов тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика