Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратсан çеç çын чĕри хĕрỹрех вутран

08 июля 2016 г.

 "Çемье _ пирĕн общество никĕсĕ. Пирĕн сывă, хастар тата савăнăçлă ачасем мĕн чухлĕ нумайрах _ республикăра телейлĕ те çирĕп çемьесем çавăн чухлĕ ытларах".

Республика Пуçлăхĕ М. ИГНАТЬЕВ (Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран.)

3 ачаран 4 мăнук чупнипе чăннипех те савăнаççĕ Ыхра Çырминчи Гайфинсем. Ăрăва малалла тăсакансем пĕринчен тепри матур. Ачисем те сывă пурнăç йĕркине туллин тытса пыма тăрăшаççĕ Зекия Ахмедулловнăпа Ринас Вагизовичăн. Кунтан хакли тата мĕн пултăр!

46 çул пĕрле кун кунлать, çĕр ирттерет çемье. Кăмăлĕсем уçăран, çынна сив сăмах калама хăяйманран хăйсен пурнăçĕ те пĕр тикĕс малалла шăвать. Зекия Ахмедулловна 40 çул Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ринас Вагизович шкулта, университет филиалĕнче ачасене вĕрентес ĕçре, районти "Авангард", республикăри "Вакыт" хаçатсен редакцийĕнче тăрăшнă. Ĕç наградисене шутласа та пĕтерес çук.

Ачисем пурте тĕслĕхлĕ, ĕç вырăнĕллĕ. Лилияпа Алмаз Хусан хулинче тĕпленнĕ, пĕри ашшĕн профессине малалла тăсать, тепри _ стоматолог. Резида вара яла юлнă. Унăн хĕрĕ те алла сиплевçĕ дипломне илнĕ.

Тĕслĕхлĕ çемье ялта Гайфинсем. Улмисем йывăççинчен пĕртте аякка ỹкмен вĕсен.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика