28 июня 2016 г.
Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермерăн хирĕсемпе çỹреме кăмăллă. Шăркана ларма хатĕрленекен кĕрхисен те, аванах çитĕннĕ çурхисен те уйĕсем таса. Вĕсем çине пăхсан тухăç пысăк пуласси тỹрех сисĕнет. Кăçал, чăнах та, çанталăк Патăрьел тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсене кăштах хĕрхенчĕ пулмалла _ çумăр çукаларĕ. Технологине пăхăнса никĕсе хывнă пур культура та нỹрпе тата хĕвел ăшшипе киленсе, ярăнса çеç ỹсет.
Пушă вăхăт çук çулла фермерăн. Паянхи ĕçе ырана хăварма май çукран ыйхă мĕнне те хăш-пĕр чухне манма тивет. Çуллахи кун хĕле тăрантарать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕр- лессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. 250 гектар йышăнакан нумай çул ỹсекен курăксен 100 гектарĕнчен сенаж хунă, ыттинчен утă янтăлаççĕ. Р. Яфизов, Ф. Алеев механизаторсем трактор çумне кăкарнă икĕ ПП-145 агрегатпа хатĕрленĕ 300 килограмлă пресланă курăк тĕркисем хирте çывăх-çывăх выртаççĕ. Çакă курăкăн масси вăйлă пулнине çирĕплетет.
_ Пĕр 6 çул каялла çакăнта йывăçсем ỹснине ĕненес те килмест. Вăрман кăкласа çĕр турăмăр, пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Паян хамăр ĕçе курсан чун савăнать. Чăваш Ишекĕнчи тахçантанпах çын аллине кĕтекен 160 гектара кăçал сухалса тирпейлерĕмĕр. Унпа пĕрле таса пар 240 гектар пулать. Çум курăк темиçе çул алхаснă лаптăксене чакарса пырса усă куракан çĕр пайĕ 1560 гектара çитрĕ, _ тет Рашид Шайхуллович рулонри курăк пахалăхне пăхнă май.
Фермер кашни отрасле аталантарма тăрăшать. Иртнĕ çулсенче кăна-ха патшалăх пулăшăвĕпе тахçантанпах пушă тăракан витене реконструкцилеттерчĕ. Фермăра йыш пы- сăкланнăран вăл та пĕчĕкленсе пырать. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ кунта 250 пуçран иртнĕ, сă- ваканни çеç 120. Малалашне 400 выльăх вырнаçмаллине хута яма палăртать. Пулас вите вырăнне кăçалхи Район кунĕн-че чул хурса хăварĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)