Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ фермăсем çĕкленеççĕ

21 июня 2016 г.

 Пирĕн районта чăннипех те ĕçлĕхлĕ те маттур халăх пурăнать. Самана йывăрлăхĕсене пăхмасăр Патăрьелсем шав малалла талпăнаççĕ: гектарĕ-гектарĕпе сухан-çевок çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранда илекенсем хушшинче те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пурăнакансем нумайăн.

Патшалăх пулăшăвĕпе 2012 çултанпа 28-ăн усă курнă. Кăçал вĕсем çумне тата пиллĕкĕн хутшăнчĕç. Шăнкăртамри Р. Бикчурин çемье фермине аталантарса яма паракан укçана илме тивĕçрĕ. Радий Минерасыхович халь унпа кăшкарĕ çеç тăрса юлнă витене реконструкцилет. Мачча валли бруссем илсе килнĕ, вĕсене вырнаçтарма та пикеннĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех урайне те бетонпа сарма пуçланă. Фермер хуралтăна кăçалах ĕçе кĕртме тата ăратлă 10 ĕне туянма палăртать.

Ыхра Çырминчи Э. Зейнетдинов та 2000 çултанпа выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Малтанласа пăрусем самăртнă, 2012 çултан ĕнесем тытма пуçланă. Пĕлтĕр вара Тутар Республикинчен 15 пуç ăратлă пушмак туяннă. Халь Зейнетдиновсен 80 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни _ 30. Йыша тата ỹстерме тĕллев лартнăран пĕлтĕр илнĕ патшалăх пулăшăвĕпе çĕнĕ вите тума пуçланă. Стенасене кирпĕчпе купаланă, çывăх кунсенче строительсем тăррине поликарбонатпа витме пуçăнĕç.

Выльăха ăшă та хăтлă витесĕр пуçне апачĕ те кирлĕ. Фермерăн 216 гектар çĕр, унта нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксем, тырă, куккурус çитĕнет. Сенаж, силос, утă çителĕклĕ хатĕр- леме тăрăшаççĕ. Апат рационне пуянлатас тесе Э. Зейнетдинов эрнере пĕрре Чĕмпĕр облаçĕнчен дробина турттарса килет.

Çак ялти Р. Санзяпов фермертан та тĕслĕх илмелли пур. Рашид Шайхуллович та çемье фермине аталантармалли гранда тивĕçнĕччĕ. Унпа шăпах ферма турĕç. Каярах выльăх пусса тирпейлемелли цеха хута ячĕ, вăл унăн тулли хăватпа ĕçлет. Июлĕн 9-мĕшĕнче, Район кунĕнче, аш-какая тирпейлемелли цехпа район çыннисемпе килнĕ хăнасем паллашма пултарĕç. Кунта какая вакласа ятарлă савăтсем çине вырнаçтарĕç, çавăн пекех тĕтĕмлесе те сутĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика