04 марта 2016 г.
"Ĕç _ пурнăç тыткăчи" теççĕ. Тăрăшуллă ĕçе пула Ыхра Çырминчи Вахитовсем пурнăçа йĕркеллĕ тытса пыраççĕ. Сания Келимулловнапа Рифкат Миневелиевич паянхи кун та картиш тулли выльăх тытаççĕ. Сăвакан ĕни те виççĕ, пăрушĕсем, тихасем пур вĕсен.
Кăтартуллă анне Сания аппа. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Пурте пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Тăваттăшĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă. Дания, Ринат, Рустем, Румие Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Зельфия çеç Канашри медицина училищине çул тытнă. Ачисем пĕринчен-тепри ăс-тăна ỹстерессишĕн тăрăшнă. Румие, акă, хĕрлĕ дипломлă, паянхи кун страховани системинче менеджер пулса ĕçлет.
Улмисем йывăççинчен пĕртте аякка ỹкмен Вахитовсен. Пепкисене ашшĕпе амăшĕ мул париччен ăс пухма хăнăхтарнă. Хăйсем те ачисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Сания Келимулловна, акă, шкул хыççăнах Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Унтан ял тăрăхĕн администрацине ĕçе вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çакăнта вăй хунă. Ĕçленĕ хушăра ял хуçалăх çыравĕсене те, суйлавсене те, граждансен пухăвĕсене те тивĕçлĕ ирттерсе ярас тесе тăрăшнă. Шкулта ирттерекен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене те сиктермен. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парасси çакăнпа та çыхăннă-çке.
Халĕ те алăран ĕç каймасть Вахитовсен. Рифкат Миневелиевич фермер хуçалăхĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах килти выльăх-чĕрлĕхе тĕреклĕ те тутă хĕл каçарассине мала хурать.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)