Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вăл ĕçчене юратать

16 марта 2013 г.

Укçана тăкаклама çеç çăмăл, тăвасси вара – хĕн. Çемье “бюджетне” кĕмĕл кĕртес тесе пĕрисем хуласене çÿреççĕ. Теприсем çĕрпе ĕçлесе, выльăх усраса алă-ура çавăрса пыраççĕ. Ыхра Çырминче пурăнакан Р. Салихов (сăн ÿкерчĕкре) инçете кайма шухăшламан, пурнăçа тытса пырас тĕллевпе 2011 çулта фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Пĕлтĕр вăл Чăваш Республики фермер ĕçне уçăнакансене паракан пулăшăва та илме тивĕçнĕ.

– Эпĕ специальноçпа – агроном, ял хуçалăхĕнче 18 çул тăрăшатăп. Фермер ĕçне йĕркелес ĕмĕт манăн унчченех пурччĕ. Шухăшланине пурнăçлас тесе икĕ çул каялла хамăра тивĕçекен 20 тата çынсенчен арендăна илнĕ 50 гектар çĕр çинче вăй хума пуçларăм. Ун чухне патшалăх пирĕн пеккисене пулăшасси пирки пĕр сăмах та хускатманччĕ-ха. “Фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси” программа вăя кĕрсен хутшăнса пăхас, хамăн телее тĕрĕслес ĕмĕт çуралчĕ. Тĕллевĕмсем пирки бизнес-план хатĕрлерĕм. Пĕр миллион тенкĕлĕх гранда тивĕçнине пĕлсен питĕ савăнтăм. 200 пин тенке çурт-йĕре хăтлăх кĕртме, 100 пин тенкине витесене юсама усă куртăм. Ыттипе ăратлă выльăх туянтăм, – тет калаçу пуçарнă май Ринас Рахимуллович.

Салиховсем яланах выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Халь вĕсен 20 пуç ĕне-выльăх, унтан сăвăнаканни – 10. Тăваттăшне Шупашкар тăрăхĕнчи Тутаркассинчи ăратлăхпа ĕçлекен фермăран пĕр килограмм чĕрĕ виçешĕн 210 тенкĕ тÿлесе туяннă. Улттăшĕ сĕт параççĕ, ыттисем паян-ыран пăрламалла. Паха шĕвеке куллен 60-70 литртан кая мар сутаççĕ.

– Ăратлă ĕнесем талăкра 20 литр е нумайрах та сĕт антараççĕ. Çавăнпа малашне ыттисене те майĕпен çĕнетсе пырасшăн. Тутаркассинченех вăкăр илсе килес шухăш та пур, – тет малалла фермер кил-хуçалăхĕпе паллаштарса çÿренĕ вăхăтра.

Ĕнесемсĕр пуçне фермер тата виçĕ лаша, сурăхсем, чăхсем, хурсем усрать. Ирлĕ-каçлă çемьепе çеç ĕçлеме йывăррине шута хурса тата икĕ çынна хăйсене пулăшма илнĕ.

Апат çитермесен хăть хăш выльăх та продукци памасть. Р. Салихов çакна яланах асра тытать: утă, улăм, тырă фуражĕ çителĕклех хатĕрленĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата жом туяннă.

– Нумай пулмасть Шупашкарта фермер ĕçне пуçăнакансен курсне йĕркелерĕç. Унта эпĕ те пултăм. Çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр. Тата та тăрăшса вăй хума хавхаланса таврăнтăм, – пĕлтерет Ринас Рахимуллович.

Фермер мал ĕмĕтпе пурăнать – мини-ферма уçса сăвăнакан ĕнесен шутне 20-25 пуçа çитересшĕн. Проектне хатĕрлесе хунă ĕнтĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика