Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхри чун хавалĕ

13 февраля 2016 г.

Ача чухне çеç çанталăк яланах хĕвеллĕ, ăшă пек туйăнать, пăшăрхану та сахалрах. Çапах пĕчĕк чухне кашниех часрах çитĕнме ăнтăлать. Хĕр ачасем амăшĕн çỹллĕ кĕлеллĕ пушмакне, хитре кĕпине тăхăнса пысăк çын пек кăтартма тăрăшаççĕ. Арçын ачасем вара мăлатук тытса ăçта килчĕ унта пăта çапса лартаççĕ, хăйсем питĕ кирлĕ ĕç тунă пек туяççĕ.

Аса илỹ çỹпçине уçатăп та ытарайми ачалăхăм куç умне тухать. Чĕрем вара чи таса, телейлĕ, ырă самантсене шăрçаласа та хурать: тусăмсемпе пĕрле çырла пухма кайнисем те, чăтма çук шăрăх кунсенче шывра чăмпăлтатнисем те, тăван шкула васкаса чупнисем те, янкăр сывлăша чĕтретсе шăнкăрав янрани те _ йăлт асра...

Мĕн тĕрлĕ вăйă вылямастăмăр пуль ача чухне! Пирĕн касра вăл вăхăтра ачи-пăчи те чылайччĕ. Уйрăмах çулла каç пулнипе атте-анне урама шырама тухсан çеç, чупса ывăннăскерсем, киле таврăнаттăмăр. Укăлчари çерем çинче ача сасси янăраса çеç тăратчĕ! Лапталла, сикмелле, пытанмалла, хăналла, хăваламалла выляттăмăр, савăнаттăмăр, çуйхашаттăмăр, пĕр-пĕрне йĕкĕлтеттĕмĕр.

Мăнкун уявне мĕнле чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Çĕнĕ кĕпе, пушмак туянса панă çак уяв тĕлне ятарласа. Урама тухсан пĕр-пĕрин çине пăхса мухтанаттăмăр, хак параттăмăр. Ярăнчăкпа ярăннă эрнипех. Кашни урамрах ăсталаса çакатчĕç аслисем. Аннесем ретрен-рете хăнана тухса кайсан, эпир те хăналанаттăмăр вара. Пĕр-пĕрне мăйăр, хĕвел çаврăнăш вăрри, пылак çимĕçсем парса сăйланнă.

Мĕнле манăн-ха тата пĕрремĕш хут шкул картлашки çине ярса пуснине?

Пĕрремĕш хут тутанса курнă анне пĕçернĕ çавра çăкăр тутине, шăршине, çавăн пекех кăвар çинче пĕçернĕ çатма икерчине.

Кашни кунах çуллахи вăхăтра кỹлĕ хĕррине ялти хĕрупраç кĕпе-йĕм çума пуçтарăнаттăмăр. Çитĕннисем пире таса çума, кĕвентепе кивме, тĕплĕн чỹхеме вĕрентетчĕç.

Колхоз уй-хирĕнче тăрăшнисем _ мĕнле савăк вăхăтсем. Ялти пур шкул ачи те çуллахи вăхăтра уйра, йĕтем çинче ĕçленĕ. Ритăвансемпе улăм турттараттăмăрччĕ. Пуйăс вакунĕсем пек умлăн-хыçлăн лаша лавĕсем черетленсе пыратчĕç. Шỹтлеттĕмĕр, савăнаттăмăр, ывăнни те савăк кулăра иртсе каятчĕ...

Ытарайми ачалăхăм, тунсăхлатăп эпĕ саншăн! Пĕлетĕп, сана текех тавăраймăн, çапах ачалăхри чун хавалĕ нихăçан та иксĕлмĕ, яланлăхах асăмра юлĕ.

С. КУЛАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика