Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăк чейĕн кунĕ

06 февраля 2016 г.

Тахçан ĕлĕкрех медикаментсемпе сиплĕ эмелсем çинчен пĕлмен те. Тĕрлĕ курăкпа усă курнă. Çут çанталăк пуянлăхне эпир те вырăна хума тĕллев тытрăмăр. Грипп алхасма пуçланă тап- хăрта çакă вырăнлă та пулĕ тетпĕр. Çавна май Ыхра Çырминчи вăтам шкулта фиточей (курăксенчен хатĕрленĕскер) кунне ирттертĕмĕр. Яваплисем вара технологи вĕрентекен Т. Даутова ертсе пыракан улттăмĕшсем пулчĕç. Вĕренекенсем ку темăпа пуян материал пуçтарчĕç. Курăксемпе çырласенчен чей вĕретрĕç. Ун çумне кĕлентăрпа сахăрне те хучĕç. Сиплĕ шыв пурне те илĕртрĕ. Классенче грипп чирĕ ересрен сыхланса калаçусем ирттерни те вырăнлă пулчĕ. Кашнийĕшĕ пĕр-пĕр тĕрлĕ курăк е чечекĕ, çулçи мĕнле чиртен сипленине аса илчĕç. Черетлĕ мероприяти хăйĕн "çимĕçне" парасса шансах тăрас килет. Чир-чĕр ачасенчен айккине пăрăнĕ.

Р. ВАХИТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика