20 января 2016 г.
Çур çĕр çитнине пĕлтерсе Кремль куранчĕсем 12 хут çапрĕç. Çĕнĕ çул çитрĕ. Клавье аппа хăнăхнă йăлапа ыратакан урисем çине асăрханарах тĕрекленсе Турăш умне тăчĕ. Паянхи кун та сар хĕвел ăшшипе киленсе пурăнма мехел çитернишĕн, сывă пурнăç парнеленĕшĕн Турра тав турĕ. Чĕркуçленсе ларсах пуç çапрĕ. Сăхсăхса çавра хура çăкăр пуçласа пил сăмахĕсем пăшăлтатрĕ: "Пурнăçра ăнсăртран такăнсан та, Турăçăм, пулăшсам ачамсене. Çăкăр-тăвартан ан татăлччăр, тату пурăнччăр, пĕр- пĕрне ан пăрахчăр, упра вĕсене". Ырми-канми хĕрỹ ĕçлĕ пурнăçпа пурăнса 85-мĕш çула ура ярса пусрĕ Чăваш Ишек ялĕнче пурăнакан Клавдия Никитична Ефимова
Чунрине тỹнтерле тавăрма ытла та йывăр.... Йỹççи куç умне тухсан пылакки пулман та тейĕн. Е телейпе çиçнĕ вăхăтра çунатлă ĕмĕтсем арканасси пирки шухăшлама пĕлменрен-ши? Иртнĕ йывăр вăхăтсем çеç суран çине тăвар сапнă пек хăйĕн пирки аса илтерсех тăраççĕ. Ыйхă килмен каçсенче Клавье аппа куçĕ умне нушаллă çав кунсем туха-туха тăраççĕ...
Тăваттăн ỹсрĕç туслă çемьере: Клавьепе икĕ шăллĕ тата йăмăкĕ. Чи асли пулнăран турта çине таянса ỹснĕ тиха пек, мĕн ачаран ĕçе кỹлĕннĕ хĕр. Килти мĕн пур ĕçе, арçын ĕçне те тума ỹркенсе тăман. Ытти ачасемпе тан хир тăрăх крахмал пуçтарма çỹренĕ, пучах шĕкĕлченĕ. Вĕренỹ çулĕ пуçлансан юнашар ялта вырнаçнă Ыхра Çырми шкулне чупнă. Çичĕ класс питĕ тăрăшса вĕренет, тимлĕ итлесе ларать уроксенче. Учительсем те хĕр ачан вĕренес туртăм пысăккине асăрхаççĕ, малалла вĕренме сĕнеççĕ. Вĕрентекен пулас ĕмĕтпе çунатланать Клавье. "Вĕрентсе кăларатăпах, учитель пулатăнах, хĕрĕм" _ çирĕппĕн каланă ашшĕ хавхалантарса. Шел, пурнăçланаймасть ĕмĕчĕ _ вăрçă пуçланать. Мĕкĕте тете ялти арçынсемпе пĕрле фронта тухса каять те часах çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Салтак арăмĕ Марфа аппа тватă ачапа тăрса юлать. Йывăр вăхăтсем пуçланаççĕ. Амăшĕ Клавьене вăй çитереймесрен хăраса малалла вĕренме ямасть. Вĕрентекен пулас ĕмĕт хыçала тăрса юлать. Вара Клавье аслисемпе тан ăшши-сиввине пăхмасăр колхоз ĕçне кỹлĕнет: тырă вырать, утă çулать, авăн çапать, тырă сăвăрать, кĕлтесем сĕтĕрет... Колхоз ăçта ĕç хушать _ çамрăк хĕр пĕр турткаланса тăмасăр аслисемпе пĕрле тухса утать. Шăнкăртам, Патăрьел ялĕсене çул тума каять. Кунĕпе наçилккепе тăпра, чул, хăйăр йăтаççĕ. Йывăр ĕçе те чăтнă, выçлăх кунсене те тỹснĕ. Шăп та 16 тултарса 17 пуссан шартлама сивĕ кун Клавье тата ытти темиçе колхоз çынни Улатăр вăрманне çул тытаççĕ. Иртен пуçласа сĕм тĕттĕмччен хĕрсемпе вăйпитти арçынсем алă вĕççĕн пăчкăпа йывăç каснă, туратран иртнĕ капмар пĕренесене вĕренлесе вакунсем патнелле сĕтĕрнĕ, хăйсемех тиесе кирлĕ çĕре ăсатнă. Вĕсем хваттерсенче урайĕнче выртса пурăннă. Килĕсенчен илсе килнĕ ăпăр-тапăрпа апатне те хăйсемех пĕçерсе çинĕ. Тăраниччен ĕçме шыв та пулман, юр ирĕлтерсе ăша кантарнă. Ĕçлесе тупнă тĕпренчĕк хытă çăкăра Клавье куççульпе ислетсе çинĕ. Мĕн кăна кăтартман вăрман пурнăçĕ, мĕн кăна тỹсмен? "Кукленсе ларас, тăраниччен çывăрас килетчĕ. Алăсем ывăннипе тĕмелсех ларатчĕç, хул-çурăм юлмасчĕ. Уйăхра пĕрре çăвăнма тата апат-çимĕç илме киле янă. 50-60 çухрăм утнă. Çур çĕр иртни пĕррере тухаттăмăрччĕ те килме, каçа сакăр сехете çитеттĕмĕр. Пĕр ларса канмасăр тăван киле часрах çитес хавалпа утаттăмăр. Тепĕр кун каллех тулли кутамккасене йăтăрласа çав вăрăм çула парăнтарнă. Каллех вăрмана, йывăç йăвантарма", _ куççуль витĕр каласа кăтартать Клавье аппа çав вăхăтсене. Пилĕк çул çапла тертленнĕ. Кĕркунне çĕр улми кăларсан тухса кайнă та çурхи шывпа килсе кĕнĕ. Çывăрмасăр ĕçлеме вĕреннĕ. Пĕррехинче киле таврăннă чухне Аслă Арапуç ялне çитсен, йĕри-тавра çурхи шыв сарăлнăран, Клавье аппасем шыва пилĕк таранах анса каяççĕ. Аран-аран тухаççĕ. Йĕп-йĕпескерсене ушкăнти хĕр тантăш çак ялта тăванĕсем пурăннине пĕлтерет. Пурте шăнса кỹтнĕскерсем ун хыççăн утаççĕ. Телее, ырă çынсем лекеççĕ Арапуçсем. Ишексене тум-тир ылмаштарса типĕтме пулăшаççĕ. Вĕри улма пĕçерсе çитереççĕ, чей вĕретсе ĕçтереççĕ. Çапла çĕр каçса тепĕр кун яла çитсе ỹкеççĕ вăрман касма каякансем.
Çу кунĕсенче вара каллех тăван уй-хирте тăрмашнă. Аякра вăрман ĕçĕпе танлаштарсан ял-йышпа тăван ялта ĕçлесси, çут çанталăк илемĕпе киленсе утасси _ телей пулнă Клавьешĕн. Çамрăк хĕр нимле йывăрлăхран та хăраса тăман. Унăн малашнехи пурнăçĕ хăйĕн кун-çулне тĕрĕс йĕркелесе пынинчен, хăйне сапăр тытнинчен нумай килнине вăл лайăх ăнланнă. Çăмăлттайлăх пуçа та килмен.
Кашни çимĕç хăй вăхăтĕнче сипетлĕ-килпетлĕ. Такам та куç хывать чипер те ĕçчен хĕре _ Клавьене. Кăмăллани хăйĕн те пулнă-тăр. Çапах та ялта пĕр хĕрарăм, хайхи пулас хунямăш, тахçанах пăхса хунă иккен хĕре хăйĕн ывăлĕ валли. "Сăмаха шутламасăр калаçмасть, вĕçкĕн мар. Никамран та ырă маррине илтмен халиччен. Вĕçертес марччĕ чипер те сăпай хĕре, ютта парас марччĕ",- тесе Илюк амăшĕ Клавьесем патне евчĕсем ярать. Хапха умне Турă çырни килсен пĕр хирĕçлемесĕр килĕшет хĕр. Ара, пĕлмен-туман çын мар-çке, Ишексемех. Çапла хĕр кăларса килсе Хирти Мăрат ялĕнчи Илюксен куккăшĕсем патĕнче туй-çăнăхтине те туса ирттереççĕ. Ватăсем юратнă ывăлĕпе кинне ача-пăчаллă пулма, тĕп килте тĕпкĕч пулма хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пыма пил параççĕ. Шел пулин те ватăсем пăрчăкан пек кинпе нумаях савăнса пурăнаймаççĕ, мăнукĕсене те утьăкка сиктерсе кураймаççĕ. Вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ.
Умлăн-хыçлăн чăп-чăмăр та сывă ывăлсем парнелет мăшăрĕ Илюка. Пиллĕкмĕш хĕрлĕ питлĕ хĕр çуралсан тем пекех савăнать Клавье. Ара, хăйне те юлташ, хĕрарăм ĕçне пулăшакан та тупăнчĕ-çке! Çапах та телей тени хăй урапине туй кỹми пек çавăрса тăратаймасть çав. Шăп 12 çул мăшăрлă пурăнса кураять çамрăк хĕрарăм Клавье. Çемье пуçĕ сарăмсăр вилĕмпе пурнăçран уйрăлать. Чи кĕçĕн хĕрĕ икĕ çул та 4 уйăхра тăрса юлать ашшĕнчен. 35 çултах тăлăх арăм пулса тăрать Клавье.
Çутă кун хыççăн каç пулсан та ĕç пĕтмест Клавьен. Хăрах çунатти айĕнче пилĕк тĕпренчĕке ура çине тăратас тесе ырми-канми вăй хурать. Киве-киве кĕпе-йĕм çăвать, арлать, чăлха-нуски çыхать, пир-тăла тĕртсе тум-тир çĕлет, саплать. Çĕтĕк, выçă çỹретес марччĕ, çын кулли пулас марччĕ тесе Турăран вăй-хал, чăтăмлăх ыйтать. Ачасене ăшă пултăр тесе - сивĕре кỹтнĕ, çиес çăкăр татăкне ачисене пайласа панă, хăй тăхăнас тум-тире пăсса çи-пуç çĕлесе тăхăнтартнă Клавье. "Тавах Турра, ачасене ура çине тăратрăм, пĕр ĕç кунĕнчен те юлмарăм. Пур-çук укçапах вĕрентсе кăлартăм. Çĕр-шыва юрăхлă тăватă салтак çитĕнтертĕм, туй тусах авлантартăм, тỹшекки минтерĕсене хатĕрлесе хĕре те качча патăм", _ хăйĕн чăтăмлăхĕнчен хăй те тĕлĕнсе пĕтереймест паянхи кун кинемей.
Ывăлсенчен чи асли Володя та паянхи кун пенси çулĕнче, амăшĕпе килте пурăнать. Иккĕмĕшĕ Коля ялти хĕрпе çемье çавăрса Ишекрех пурăнаççĕ. Пĕр хĕр вĕсен. Вăтам ывăлĕ Толя Мускав хулинче тĕпленнĕ. Çемйипех унта ĕçлесе пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Петр чылай çул хушши районти ветеринари службин тĕп врачĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те çак ĕçре телейĕсене тупнă, и кĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ Валентина кỹршĕ Выçли ялне качча тухнă, виçĕ ачаллă. Пилĕк хут асанне, виçĕ хут кукамай тата ват кукамай ята тивĕç пулнă Клавье аппа. Йăх тăсăлнишĕн хĕпĕртет ват çын. Тăтăшах килсе çỹреççĕ ачисем, хăйсем патне те илсе кайса пурăнтараççĕ, пĕри ерçеймесен тепринчен кучченеçсем парса яраççĕ.
Ватлăх алăкран килсе шакканине те сиссе юлаймарĕ Клавье аппа. Куç хупмасăр сăпка умĕнче ларнисем, йывăр вăхăтсем хыçа юлчĕç. Никама шанса тăмасăр, хăйĕн пурнăçне хăй тытса йĕркелесе пычĕ тăлăх арăм. Минтере шăлпа çыртса ачасене вăратас мар тесе антăхса кайса йĕнисем те пулнă, анчах та çын умĕнче кăтартман, мĕскĕнленмен, ирĕке яман.
Çавăн чухлĕ нушине курнăран вăрманĕ те, уй-хирĕ те хĕрхенсе хăйĕн сиплĕхне пачĕ пуль Клавье аппана. Пурнăç парнеленĕ ашшĕпе амăшне, ырă сунса лайăххине кăна ăша хывтарнă хуняшшĕпе хунямăшне, юратнă мăшăрне, çывăх тăванĕсене, ăш-пиллĕ кỹршĕ-аршăсене ырăпа асăнса чĕрере упрать. Сăпайлăн, чун хавалĕпе пурнăçа малалла тăсать.
С. КУЛАКОВА. Чăваш Ишек ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)