Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей алăкне пуриншĕн те касман

03 ноября 2015 г.

 Ытла та кăткăс вăл пурнăç тени: пылаккине те, йỹççине те тутантарать, авать, асаплантарать, такăнтарать, йĕртет... "Апла пулин те, такăнсан та ỹкес марччĕ, ỹксен те хăвăрттăн тăрса çирĕппĕн малалла утса каясчĕ. Пурнăç çулĕ çинчи йывăр чулсене сирсе малашлăхах талпăнасчĕ", _ çакăн пек шухăш-ĕмĕтпе пурăнса 85-мĕш хут кĕркуннене кĕтсе илчĕ Чăваш Ишек ялĕнчи Анна Петровна Иванова, салтак хĕрĕ, вăрçă ачи. ...

Çăмăл килмен унăн кун-çулĕ. Калаçăвĕнче те, аса илĕвĕнче те çакă палăрса тăчĕ. Иртнĕ вăхăтăн йывăрлăхĕ сĕвĕрĕлсе пĕтмен. Çавăнпах пулĕ кинемей вăхăт-вăхăтăн ассăн сывланипе чарăнса та илчĕ, хурлăхпа тухакан йỹçĕ тумлама та ăшне ярса пытарма тăрăшрĕ. "Мана асап курма çеç çуратнă пулĕ, _ хурланса калаçăва пуçларĕ çамрăклăхне туймасăрах ватăлнă хĕрарăм. _ Ĕмĕрĕме ĕмĕрлерĕм, нуша çумран хăпмарĕ, ытла та ир çывăх çыннăмсен ăшшинчен уйрăлма тиврĕ". ..

.Вăрçăччен ашшĕпе амăшĕ колхозра вăй хунă. Кунсерен лашапа кил хуçи хуп турттарнă. Пĕррехинче урапа тỹнсе каять те Петĕр тете урине хуçать. Уксахласа, сиккелесе çỹресе кил таврашĕнче ĕçлет. Çав вăхăтра вăрçă та тухать. Ялти пур вăй питти арçынсене фронта ăсатаççĕ. Анна аппан ашшĕне те, ури сыпăнса çитмен пулсан та илсе каяççĕ. Петĕр тете ывăлĕпе хĕрне, мăшăрне хыттăн-хыттăн чăмăртаса илет, теме сиснĕн ĕсĕклесех йĕрсе ярать. Ачасем пуçласа ашшĕ йĕнине кураççĕ. Хуйхă, уйрăлу çирĕп арçын кăмăлне те хавшатса çемçетет иккен. Юлашки хут курса юлаççĕ уксахласа тухса каякан ашшĕне 8 çулхи Куляпа 10 çулхи пĕчĕк хĕр Анна. Вунă уйăхран вара тăван киле усал хыпар çаврăнса та çитет.

Ижевск хулинчен Петĕр вилни пирки çыру илеççĕ килтисем. Амăшĕ икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлать. Инкек алăк хыçĕнчех сыхласа тăнă тейĕн çав. Пĕррехинче амăшĕ ĕçрен питĕ каçа юлса та ывăнса таврăнать. Ăш хыпнăран чăтаймасăр сивĕ уйран тăраниччен ĕçет, выртнă-выртман çывăрса каять. Тепĕр кун ура çине те тăраймасть, питĕ хытă чирлесе каять те вилет. Ачасем сĕм тăлăха тăрса юлаççĕ. Мĕнле пурăнмалла малалла? Паллах, тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Ачасене ялти пĕр çемье хĕл каçма хăйсем патне куçарать. Каярахпа вара куккăшĕ илсе каять. Пĕр вăхăт унта пулнă хыççăн Аннапа Куля тăван килех таврăнаççĕ, майне-шывне тупкаласа пурăнкалаççĕ. Мĕн кăна тỹсмен пуль тăлăх туратсем вăл вăхăтра. Хырăма тăрантмалăх, чуна упрамалăх тенешкел аслисемпе танах колхоз ĕçне кỹлĕнеççĕ. Кĕлтесем йăтнă, куслапа вĕсене çапнă, лаша кỹлсе вăрманне те тыррине те турттарнă. Пĕррехинче, Куля шартлама сивĕре йывăр лавпа килнĕ чух урине тăм илтерет. Ара çỹхе те пулнă пуль ĕнтĕ çăм нускийĕ те. Питĕ хытă ыратнăран, вăрттăн йĕнĕ шăллĕ. Аппăшне кăтартасшăн пулман, ăнланнă вăл, ăна та çăмăлах маррине. Пурпĕрех тепĕр кун ир-ирех ĕçлеме тухса утнă. Хĕл каçма вутти-шанки те кирлĕ-çке. Хăрăк-турат турттарса килеççĕ, анчах та вăрман хуралçи пушаттарса хăваласа яни те пулкаланă. Пĕрех хуçăлса ỹкмеççĕ айвансем, хĕл каçмалăх унтан-кунтан тупкаласа вуттине хатĕрлеççĕ, хĕрхенсе хуткалаççĕ. Пỹртре яланах сивĕ пулнă. Кăмака çинче хутланса çывăркаласа пурăннă. Ир енне сивĕнсе кайнă кăмака, çан-çурăма сулхăн çапнă. Кỹршĕ хĕр арăмĕ курать те пĕррехинче, асăрхаттарать: "Кун пек чире кайма пулать, сивĕ кăмака пушшех шăнтать. Эсир кравать çинчех юнашар выртăр, пĕрле вăл ăшă", _ тесе ăс парать. Чăнах та малалла икĕ тĕпренчĕк пĕрле юнашарах йывăç кравать çинчех çывăрма пуçлаççĕ.

Çапла пурнăç малалла шăвать, хурипе шуррине пайтах тутантарать. Ачалăх тăварлă куççульпе çăвăнтарать. Çамрăк пĕве йывăр килнĕ, хытса çитмен шăм-шак ирсерен такам хĕненĕ пек сурнă. Юрать-ха, телее, ашшĕпе амăшĕнчен ĕне тата темиçе сурăх юлнă. Сĕтне ĕни сахал панă пулсан та выçă вилме паман ачасене. Колхоз ĕçленĕшĕн утти-улăмне, кунне пĕр стакан çăнăх панă. Çав çăнăхпа пашалу пĕçеркелесе çинĕ. "Шăрпăк илме те укçа çукчĕ. Вара килĕрен кă-вар шырама тухса чупаттăмăр. Выçă вилес мар тесе пучах та хуралçăран вăрттăн пуçтарнă, тулă та ăшаласа çинĕ", _ аса илет ватă. Çук çынна çил те хирĕç теççĕ. Пĕррехинче хăйсем килте çук чухне картаран сурă- хĕсене, пỹрте кĕрсе амăшĕнчен асăнмалăх юлнă тăла чăлхапа кĕпесене вăрласа каяççĕ.

Часах колхоза çăм таптаракан машина илсе килеççĕ, ăна Анна аппасен çуртне вырнаçтараççĕ. Ачасене пурăнма çăмăлланать. Колхоз вуттине парать, арман авăртма килекенсемпе пĕрле хырăма та тăрантнă.

Вăййа тухнине те, улах ларма кайнисене те ас тăвать Анна аппа: "Çи-пуç чаплах марччĕ те именерех çỹренĕ, вăтаннă, çын хыçнерех тăркаланă. Пĕрех чун туртаччĕ".

Вун ултă çула çитсен Куля çемье çавăрать, тĕпре юлать. Çав çул Аннана торф кăларма кайма сĕнеççĕ. Вара ялтан темиçе хĕр Мускав облаçне икĕ уйăхлăха инçе çула тухса каяççĕ. 600 тенкĕ укçапа таврăнать хĕр аякран. Мĕн тери пысăк укçа пулнă вăл вăхăтра! Çакăнтан ураланса каяççĕ: хуралтăсене çĕнетеççĕ, çи-пуç та илсе тăхăнаççĕ. Унтан каллех çĕнĕ хула тунă çĕре йыхравлаççĕ Аннăна. Хĕр хаваспах килĕшет. Березинка хулине лекет вăл. Кунта вакун çинчен чул пушатнă, йăтнă. Малтанласа хăнăхма питĕ йывăр пулнă хĕре, шăла çиет, вара тутăр вĕçне çыртса ĕçлет. Кайран Нижний Тагил хулине каять. Ĕçленине кура кунтан та аван укçаллă пулса таврăнать хĕр. Ĕçрен хăраманни ăна вăй-хал хушнă, кун-çулĕнчи йывăрлăхсем авса хуçман, пачах тепĕр май _ ура çинче çирĕп тăма, пурнăç хакне туйма вĕрентнĕ çеç.

Пĕррехинче Патăрьелне катаччи чупма кайсан Аннăна Сăкăт каччи куç хывать, килĕштер- се пăрахаççĕ пĕр-пĕрне çамрăксем. Йĕкĕте пулас арăмĕ вылянчăк хĕр марри, хăйне хăй кирек ăçта та тăпăл-тăпăл тытма пĕлни, йăваш та ырă кăмăллă пулни тата ĕçе хытă юратни килĕшнĕ. Часах мăшăрланаççĕ, хĕр пĕрчи те кун çути курать. Анчах та çемьеллĕ пурăнма Турри пỹрмен пуль çав. Мăшăрĕ ĕçлеме тесе Красноярскине тухса каять те çухалать. Анна аппа вара тĕпренчĕк хĕрĕпе тăван яла таврăнать. Анчах та кунта вăл каснă чĕлĕ, ăна сыпаймăн. Кулян çемйи те йышланса пырать, çурт та тăвăрланать. Анна аппа вара хăйне валли çурт лартма шутлать. Каçал тăрăхĕнчи Тăманлă Выçлинчен çурт килĕш-се килет, ăна тăванĕсем пулăшнипе çĕклесе лартать. Çамрăк хĕрарăм унта пурăнма куçать. Канаша кайса ĕне те илсе килет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, пахча çимĕç çитĕнтерет. Чăх ферминче, пăрусем пăхнă çĕрте те вăй хурать, доярка пулса та ĕçлет. Çуллахи вăхăтра уй-хирте улма-чĕкĕнтĕр анине çум-курăкран тасатнă. Çемьеллисене те, пĕччен çынна та пурне те пĕр пай панă. Ыттисем ушкăнпа ĕçленĕ чух Анна аппа пĕчченех йăран хушшине тăнă. Çапах çынран юлман, пĕр танах ĕлкĕрсе пынă. Пĕчĕк пенси укçине пус çумне пус хушса, саплăк çумне саплăк лартса пурнăçа майлаштаркаласа пурăнать, мĕн ватăличчен колхозра ĕçлет. Хăйĕн ĕмĕрĕнче икĕ хут çурт лартма вăй-хал çитерет _ патшалăхăн пĕр пулăшăвĕсĕр салтак хĕрĕ вăрçă ачи, хăр тăлăххине пăхмасăр. Хĕрне те качча парать, виçĕ мăнуклă пулать.

Паянхи кун аслă мăнукĕн хĕрĕпе, пĕчĕк Настьăпа йăпанса пурăнать. Амăшĕ ĕçре чухне садике леçет, кайса та илет, çула май лавккана кĕрсе пылак çимĕç илсе парать. Каçсерен вара юмах юптарсах куна вĕçлет, шурăм пуç çутипе çĕнĕ куна кĕтсе илет Анна аппа...

Чăтăмлăха Турă та юратнă, теççĕ. Пурнăç шăпи сахал мар синкер кăтартнă пулсан та Анна аппа пĕрре те нăйкăшнине курман. Çак çула çитсе пурнăçра савăнăçĕ-ырлăхĕнчен ытларах хуйхă-асап валли вырăн çите- лĕклĕ пулчĕ. Телейлĕ самантсем те пулнă пуль, анчах та вĕсем вăшт! туса ирте-ирте кайнă. Çемье ăшшине туйса, савнă мăшăрпа тулли телейпе пурăнаймарĕ вăл. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, çук телее ыйтса илеймĕн. Çапах та çын телейĕшĕн савăнать, хуйхишĕн кулянать. Çав вăхăтра Анна аппа псалтире алран ямасть. Йывăрлăхсене сирме ăна кĕлĕ, типĕ тытни пулăшать.

С. КУЛАКОВА. Чăваш Ишек ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика