Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература çулталăкне _ такăр çул

11 марта 2015 г.

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула Литература çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара кăçал вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн К. В. Ивановăн çулталăкне ирттерме Указ кăларчĕ. Чăваш юрри-сăввин кĕрнеклĕ ăсти Константин Васильевич çуралнăранпа çу уйăхĕнче 125 çул çитет. К. Иванов - чăваш халăхĕн мăнаçлă-хĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хура халăха çутта кăлараканĕ.

"Кĕнеке вулакан çын хăй çине те, йĕри-тавралăха та урăхларах куçпа пăхма тытăнать", _ тесе асăрхаттарчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Литература çулталăкне Шупашкарта уçнă май. Литература тата К. В. Иванов çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисем пурне те, уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура шайне ỹстерме, çĕршывăмăрăн историпе культура еткерне упраса хăварма, ытти регионпа тытакан çыхăнусене çирĕплетме, унăн ят-сумне çĕклеме пулăшĕç. Çак шухăша çирĕплетсех каларĕ Пуçлăх.

Литература çынсене, халăхсене пĕр-пĕринпе туслаштармалли авалтан пыракан чи витĕмлĕ мел. Çак тĕллевпе ял халăхне культура çуртне уяв кĕрекине пуçтарчĕç.

Ыхра Çырми шкулĕнче вĕренекен пĕр чăваш ачи те айккинче тăрса юлмарĕ, сцена çине ятарласа çĕлеттернĕ тĕрлĕ наци халăхĕн, вырăс, тутар... çи-пуçĕпе умлăн-хыçлăн тухса ял халăхне савăнтарчĕ. Концерт программи авалхи йăла-йĕрке сăмахлăхĕнчен пуçланчĕ. Умлăн-хыçлăн ачасем В. Станьялăн "Камсем эпир?", "Эпир Улăп йăхĕнчен" сăвă йĕркисене шăрантарчĕç, куракансене аваллăх авăрне кĕртсе яма пултарчĕç. "Чăваш ачи чăвашах" юрра çиччĕмĕшсем пит ăста юрласа, ăслă та витĕмлĕ сăмахсемпе çитĕнекен ăрăвăн шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне, ырă ĕмĕтне уççăн палăртрĕç.

Хăть мĕнле халăхăн та литература фольклортан пуçланать. Вăл ача-пăчана пурнăçа ăнланма пулăшать, ăс-хакăлне хускатать, витĕмлĕ сăмах илемлĕхĕ чĕлхене туптать, хитрине чĕре варрине хывать. Чăваш ача-пăча сăмахлăхĕ мĕн авалтан ывăл-хĕре ачашласа лăплантарассипе, йăпатассипе, çирĕп сывлăхлă çитĕнтерессипе, халăхăн йăли-йĕркине чуна хывассипе çыхăннă. Ача çуралсанах малтан сăпка юррине ăша хывать, амăшĕн ачаш сăмахĕсене итлесе тутлăн çывăрать. Сăпка юррине Д. Степанова çепĕç те ăшă кăмăлпа шăрантарчĕ. Урам вăййисене те кăтартрĕç, каçхи улаха та йыхравларĕç, чăваш ташши-юррипе савăнтарчĕç пĕчĕк артистсем. Йăла-йĕркепе тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕç. К. В. Ивановăн вилĕмсĕр "Нарспи" поэмин "Сарă хĕр" сыпăкне Я. Майкова чăвашла, Д. Сандыркина тутарла, О. Майкова вырăсла, С. Максимова акăлчанла пăхмасăр вуласа пачĕç, тăвăллăн алă çупни ачасене татах та хавхалантарса ячĕ. А. Абужаров Г. Айхин "Амăшĕ" сăввине вуласан чыла-йăшĕн куçĕ шывланчĕ, С. Максимова Р. Сарпин "Эп Нарспи мар" сăввине чуна хускатмалла, Д. Степанова М.Карягина сăввине хăюллăн вулани пурин кăмăлне те кайрĕ. Вĕсем пурте районта иртекен сăвă конкурсĕсен çĕнтерỹçисем. Илемлĕ литература вуланă май эпир хамăр ăс-тăна çивĕчлететпĕр, чун-чĕрене тĕрлĕ туйăмпа пуянлататпăр, ырăпа усала уйăрма вĕренетпĕр, илеме курма хăнăхатпăр.

Хайлаври кашни ỹкерчĕк пирĕн чĕре варрине кĕрсе вырнаçать. Çакна куракансем "Пурнăç тыткăчи _ ĕç", "Мăнуксем" интермедисене курса ĕненчĕç. А. Абужаров, П. Сорокин, Я. Майкова, С. Петрякова, Н. Сорокина, О. Майкова, А. Воробьев, К. Курманаев çав тери ăста выляса кăтартрĕç.

Илемлĕ те сăпайлă чăваш пикисем _ Л. Быкова, А. Павлова, А. Харитонова, С. Максимова, О. Майкова, К. Куракова чăваш ташшипе савăнтарчĕç. Иккĕмĕш пайне куçнă май вырăс литературин ытамне те кĕрсе ỹкрĕç ачасем.

Тĕрлĕ халăх литературин ылтăн çỹпçине уçса вĕсен пуянлăхне куракансем патне çитерме, чун çимĕçне ас тивтерсе пурин кăмăлне те тупма пултарчĕç.

"Ĕçре те, вĕренỹре те пĕр-пĕрне пулăшар, уявсенче йышпа савăнар, ĕмĕр-ĕмĕр савса пурăнар. Тĕрлĕ халăх культурине хисепрен кăлармасăр аталантарасчĕ, литературăран сивĕнес марччĕ", _ тупа сăмахĕсем пек янăратрĕç ертсе пыракансем _ А. Павлова, Н. Тельман, С. Максимова, А. Абужаров концерта пĕтĕмлетнĕ май.

Чăваш Ишек ялĕнче Культура çулталăкĕнчен Литература тата К.В.Иванов çулталăкне çул уçăлчĕ.

С. КУЛАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика