Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшшине пурне те парать

07 марта 2015 г.

Çемьи йышлă Чăваш Ишекĕнчи Уткинсен. Мăшăр хăй виçĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Тата çиччĕшне вара (ỹкерчĕкре) усрава илнĕ. Пурте тăван çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисем. Каролина Анатольевнана вĕсене иртсе кайнă уяв ячĕпе саламлама йывăр пулмарĕ. Çитĕнекен ăру спортпа çывăх. Футболла выляма сăран мечĕк туянса пачĕ. Умра _ Тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ. Амăшĕ валли те парне хатĕрлеççĕ ачисем. Ăна хальлĕхе вăрттăнлăхра тытаççĕ.

Çичĕ ютран килнĕ çичĕ ачана анне ăшши пама, тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме çăмăлах та мар. Анчах çаврăнăçуллăскер, вăр-варскер çакна тума пултаратех. Паян сăмах К. Уткинăна хăйне парасшăн.

"Хăпартланас туйăм пĕрре те çук. Анчах йышлă ачаллă, нумай нациллĕ çемье çинчен каласа пама хирĕçлесшĕн мар. Вырăс та, чăваш та, мариец та пĕр сĕтел хушшинче пĕрле апатланатпăр. Ирпе ирех шкула саккăрăн харăс тухса каятпăр. 5-9, 11 классенче вĕренеççĕ вĕсем. Килте те, шкулта та куç умĕнче. Тĕп тĕллев вара пирĕн _ çитĕнекен ăрăва сывлăхлă та тĕреклĕ, ĕçе вĕрентсе ỹстересси. Ытти пур те пур вĕсен. Тутă, çийĕсем питĕрĕннĕ, пурăнмалли, çывăрмалли условисем тивĕçтереççĕ тата ытти те. 5 ĕне тытатпăр. Пысăк кастрюльпе яшка пĕçеретпĕр. Ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе ỹсĕм çулĕсене кура дежурство йĕркелетпĕр. Çĕр лаптăкĕпе пĕлсе усă куратпăр. Çемьене кирлĕ чухлĕ çĕр улми лартатпăр. Пĕрремĕш хутне хамах çумкурăкран тасататăп. Иккĕмĕшĕнче ачасене ĕçлеме сĕнетĕп. Камăн йăранĕ тасарах _ хавхалантарма манмастăп. Çулла аван-ха. Хамăра кирлĕ пахча çимĕçе килтех çитĕнтеретпĕр. Пахча шăвармалли те пур. Пурнăç условийĕ тивĕçтерет халĕ. Выльăхсем валли çĕнĕ хуралтăсем турăмăр. Шывĕ те унтах кĕрет. Ачасене ĕçлемелĕх хăш чухне ĕç çук тесен те юрать. Мĕншĕн юр çумасть-ши тесе те пăхатăп. Юлхав ан пустăр тетĕп вĕсене. Çемьерен уйрăлнă хыççăн кашнийĕн хăйĕн çăкăр ĕçлесе илмелле пулать-çке. Ĕçе канупа çыхăнтаратпăрах. Кашни ачан йĕлтĕр пур. Унпа ярăнма тухатпăр. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупăва çулленех хутшăнатпăр. Çуллахи вăхăтра шыва кĕмелли вырăн çукчĕ. Ăна та турăмăр. Хамăр çĕр лаптăкĕ çине пĕве чавтартăмăр. Компьютер вăййине кĕрсех каймаççĕ ачасем. Вĕсен унсăрăн та интересĕсем пур. Ашшĕ машинăпа çỹреме вĕрентет. 11 класа каяканни водительсен курсне çỹрет. Хушма професси илтĕр тесе тăрăшатпăр. 4-шĕ сварка ĕçĕсене пĕлеççĕ. Йĕрке пурах пирĕн. Каçхине салтакла çывăрма выртатпăр. Ачасене тăванĕсемпе çыхăну тыттарассине мала хуратпăр. Етĕрнерен 98 çулхи кукамăшĕ икĕ эрнере пĕрре хамăр пата та килсе çỹрет. Август уйăхĕнче хамăр та ун патне çитетпĕр, çуралнă кунне уявлама. Хам та педагог пулнăран ачасене лайăхпа начара тĕрĕс уйăрма вĕрентесшĕн. Çын хушшине тухма пултарни паха. Пĕрин çитĕнĕвĕшĕн тепри савăнать çемьере. Пĕрне-пĕри кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Чĕререн тухакан "анне" сăмаха илтме кăмăллă. Çитĕнекен ăру та манăн ăшша туйтăр".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика