22 октября 2014 г.
Çивĕч ăс-тăнлă, талантлă, вĕренỹре пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă ачасене хавхалантарас тĕл-левпе çулленех район пуçлăхĕн стипендийĕпе тивĕçтереççĕ.
2014-2015 вĕренỹ çулĕнче сумлă стипендие 5 ача илсе тăрĕ, вĕсен йышне Ыхра Çырми шкулĕнчи 7 класра ăс пухакан Рамзиля Алеева кĕни питĕ савăнтарать, вăл çак ята вĕренỹри хастарлăхшăн тивĕçнĕ.
Хаçат тусĕсене пултаруллă та маттур, пур енлĕн аталанма тăрăшакан, яланах çĕннине пĕлме çунакан, хăйĕн çулне пăхмасăрах çитĕнỹ тума ăнтăлакан вĕренекенпе паллаштарма мана, класс ертỹçи пулнă май, питĕ кăмăллă. Рамзиля пур енчен те тĕслĕх илмелли хĕр ача. Пĕрремĕш класранпах "5" паллăпа çеç вĕренет. Уншăн нихăш предмет та йывăррисен шутне кĕмест, пурне те кăмăллать. Мăн кăмăллă мар вăл, сăпайлă, яланах хăйне лăпкă тытать. Уроксенче тимлĕн итлесе ларни, илемлĕ литература хайлавĕсене вулани ăна пысăк ỹсĕмсем тума пулăшать. Килте вуласа тухайманнине уроксен умĕн шĕкĕлчет. Ăнланман ыйтусене вĕрентекенпе тĕпчет. Пултаруллăскерĕн çитĕнĕвĕ те чылай. Вăл район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурсра пĕрре мар çĕнтернĕ. Чунĕпе ырă та таса, пĕтĕм таврана юратаканскер, çывăх çыннисене тата юлташĕсене йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕр. Пултарулăхне, тăрăшулăхне, яваплăха туйса ĕçленине кура шкулти ачасен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулма уйăрнă ăна.
Юратнă ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнать. Пĕлỹшĕн çунаканскере кирлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем туянса пама май тупатех. "Мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçламасăр çывăрма выртмасть вăл", _ пĕлтерчĕ амăшĕ хĕрĕ пирки хĕ-пĕртесе. Пушă вăхăтра кĕнеке вуланисĕр пуçне ỹкерме, тĕрлеме кăмăллать хĕрĕ.
Медицина кăсăклантарать тата илĕртет çамрăк хĕр ачана, çавăнпа та тухтăр пулма ĕмĕтленет. Картса хунă çутă ĕмĕчĕ патне çитме пĕчĕкрен пуçламаллине никам каламасăрах ăнланать вăл. Çавăнпа кашни ырă пулăмра пуласлăха курать. Рамзиля пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, чуна çывăх ĕç суйласа илме пултарасси иккĕлентермест.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)