Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вите пысăкланать, йыш ỹсет

15 октября 2014 г.

Ылтăн кĕркунне те майĕпен пирĕнпе сыв пуллашать: йывăç çинчи çулçăсем кашни çил вĕрмессерен юлашки ташшине ташласа çĕр çине ỹкеççĕ. Иртнĕ эрнере пĕрремĕш юр паллисем те пулчĕç. Ваттисем сăнанă тăрăх, тепĕр уйăхран хĕл лармалла. Унччен вара сивĕ кунсене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленмелле. Р. Санзяпов фермерăн Чăваш Ишекĕнче вырнаçнă ĕне ферминче çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çул вĕçĕнче кунта витен пĕр пайне кăна хута янăччĕ. Выльăх йышне пысăклатма палăртнăран халь тата тепринче те хĕрỹ ĕç пырать. Вырма вĕçленнĕ май хуçалăхра вăй хуракансемех _ трактористсемпе шоферсем _ тăрăшаççĕ. Урайне бетон сарнă, ĕнесем выртакан вырăна хăмасем хунă. Халь выльăхсене кăкарса хумаллисене хатĕрлеççĕ. Ĕçлемелли нумай юлман. Тислĕк тăкма çĕнĕ транспортер вырнаçтармалла тата стенасене шуратса дезинфекцилемелле. Туса пĕтерсен витере 140 пуç вырнаçать.

Хуçалăхра паян 80 пуç ĕне. Унтан 30-шне 2 уйăх каялла кăна-ха Орлов облаçĕнчи ăратлăхпа тимлекен пĕр хуçалăхран илсе килнĕ. Малашне сĕт нумай параканнисене кăна усрасшăн, çавăнпах кĕтĕве тата та çĕнетме палăртаççĕ.

_ Туяннисем пĕрре-мĕш хут кăна пăруланă пулсан та пĕри-пĕри 20 литртан кая мар сĕт антарать. Вăтамран пĕр ĕнерен 15 килограмм сăватпăр. Выльăхсем умĕнчен çимеллине татмастпăр ĕнтĕ. Ăратлисене кĕтĕве кăларман, вĕсем витерех тăраççĕ. Çу тăршшĕпех, паянхи кун та нумай çул ỹсекен курăксене çулса паратпăр. Утă та лекет. Хирте çỹрекеннисене те уйăрман. Апат тĕлĕ-шĕнчен йывăрлăхсем çук. Утă _ 150, улăм 200 тонна та хатĕрленĕ. Силос Шупашкарти пĕр хуçалăхран çанталăк кăшт сивĕтнĕ хыççăн илсе килеççĕ. Пĕлтĕр те çаплах тунăччĕ. Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлăри сахăр заводĕнчен жом турттарма пикеннĕ, _ пĕлтерет Л. Сорокина ферма заведующийĕ сăпайлăн кăна.

Паянлăха дояркăсем _ А. Иванова, С. Зайцева тата вĕсене улăштараканни Г. Абужарова _ сĕте бидонпах йăтаççĕ, анчах витене туса пĕтерсен шурă шĕвеке сивĕтмĕше пăрăх тăрăх юхмалла тума палăртаççĕ. В. Абужаровпа Ю. Карсаков скотниксем, В. Уткин слесарь хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçланине те пĕлтерчĕ Лидия Петровна. Сăмах май, заведующий Вăрнарти зооветеринари техникумне пĕ-тернĕ, çавна май чир-чĕре хирĕçле профилактика мероприятийĕсене хăйех ирттерет. Ĕнесене искусствăлла майпа йăхтарасси те ун çинчех.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика