01 октября 2014 г.
Ялти чылай ача асламăшсен хỹттинче пурăнать. Уяв кунĕ çитессе систерсе вăтам классенче вĕренекен ачасемпе хăйсен юратнă ватă çыннисем çинчен калаçу тапратрăмăр, юлашкинчен вара "Сан çинчен сăмахăм, асанне" ятпа çыру ĕçĕ шăрçаларĕç. Итленĕ, ĕçĕсене вуланă май ачасен аслисене сума сăвас туртăм паянхи кун та чакманнине, пысăк пулнине туйса илтĕм.
Акă Сорокин Павлик мĕнешкел хĕпĕртет асламăшĕпе: "Ман асанне пекки тата пур-ши çут тĕнчере? Шкултан таврăнсанах эпĕ асаннене шыратăп. Килтех пулсан вара савăнатăп. Вăл пĕçернĕ кукăль-пỹремечĕ _ чи тутли, вăл çыхнă алсиш-чăлха чи çемçи те чи ăшши. Çын хушшинче тирпейлĕ, йĕркеллĕ пулма вĕрентсе калать". Тарават, ырă кăмăллă, ĕçчен пулнипе юратать Павлик асламăшне.
Сандыркина Дианан асламăшĕ те, питĕ ырă кăмăллă, никама та усал сунмасть. "Вăл йăлтах ăнланать, пире ялан каçарать. Тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Вăл пур ĕçе тирпейлĕ, тăрăшса тăвать. Пире те пуçланă ĕçе вăхăтра, тĕплĕн тума вĕрентет. Пушă вăхăтра ал-ĕç тума кăмăллать. Мана та йĕпсем тыттарать те çыхма вĕрентет".
Быкова Лена кукамăшĕ вара амăшĕ те, асламăшĕ вырăнĕнче те. Амăшĕ ир пурнăçран уйрăлса кайнипе мĕн пĕчĕкрен хĕр пĕрчи ватă çынсен ытамĕнче ỹсет. "Кукаçи кил хушшине тытать, кукамай _ пỹрт ăшшине. Нихăçан та кỹрентерес марччĕ ман вĕсене. Чи çывăх çынсем-çке вĕсем. Пиччепе иксĕмĕр тăриччен ирхи апат пeçерсе хурать, шкула кайиччен апат çите-ресшeн çунать, шкулта çимелĕх те парса ярасшăн тăрăшать. Йăнăшсем тусан та ятласа тăкмасть, асăрхаттарать. Йăнăш туни айăп туни мар, ăна тỹрлетме пулать тесе вĕрентет. Ỹссен эпĕ те кукамай пек пулатăп.
Курманаев Коля та аслă ăрури çынсенчен пуян: кукамăшĕпе кукашшĕ кỹршĕ ялта сывă пурăнаççĕ, килте вара асламăшĕ кил вучахне сỹнме памасть. "Ман асанне питĕ ир мăшăрсăр тăрса юлнă. Пилĕк ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Мĕнле йывăр пулнă ĕнтĕ ăна вăхăтĕнче, анчах та асанне хуçăлман, пурне те чиперех ура çине тăратма вăй-хал çитернĕ. Чи кĕçĕн ывăлĕ _ ман атте, килте тĕпленнĕ. Эпĕ çуралсан килтисем мана асатте ятне панă, асанне те уншăн питĕ хĕпĕртенĕ. Эпĕ уншăн мăнаçланатăп. Асанне мана юратать, эпĕ те ăна хисеплетĕп".
"Уруна ăшă тăхăннă-и, апатна çирĕн-и, кĕнекỹсене пурне те чикнĕ-и... ыйту çине ыйту парать шкула ăсатнă май асанне. Таврăнсан каллех "тапăнать": мĕнле паллăсем илтĕн, хăвна йĕркеллĕ тытрăн-и... Хуравласа çеç ĕлкĕр. Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартатăп шкулта мĕн пулса иртни çинчен. Савăнать вара. Эсир пуррипе эпĕ телейлĕ, тет", _ паллаштарать Майкова Оля 80 çул урлă каçнă юратнă асламăшĕ пирки. Ăна вăл çирĕп сывлăх, юнашар тата нумай çул пурăнма сунать.
Кашни ватă çынах телейлĕ ватлăха тивĕçлĕ. Вĕсен ватлăхне канăç кỹрекеннисем _ ачисемпе мăнукĕсем.
Паянхи пăтрануллă пурнăçра пирĕн ачасен çынлăхне упраса хăварасчĕ. Ăрупа ăру хушшинчи çыхăнăва татăлма парас марччĕ.
С. КУЛАКОВА, Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)