03 сентября 2014 г.
Ыхра Çырми ялĕнче пурăнакан Ринас Гайфина тĕнчери халăхсен хушшинчи корреспондентсен академи членне илнĕ.
Ринас Вагизович -паллă поэт, çыравçă, журналист тата талантлă музыкант. Тутарстанри Минзелински районĕн Малтабарово ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аллине музыкант профессине илнĕ хыççăн Ыхра Çырми ялĕнче шкулта ачасене музыкăна вĕрентнĕ. Тĕрлĕ енлĕ талантçă "Авангард" тата "Вакыт" хаçатсен редакцийĕнче те вăй хунă. Пушă вăхăтра сăвăсем çырать.
Çулĕсем шултăраланса пынине пăхмасăр общество пурнăçĕнче хастар. Хăй халăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Пĕтĕм тĕнчери тутар конгресĕн "Тутар халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" ятлă медаль панă. Пысăк чыс шур сухала малашне те хастар вăй-хăватпа тăрăшма хавхалантарĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)