23 августа 2014 г.
Пурнăç йĕрки çапла: кампа та пулсан хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле пайламалла, чуна тăвăрлатакан, ăша çунтаракан, пуçа ыраттаракан шухăша уçса парса ăнланупа çăмăллăх шырамалла, камран та пулсан йывăрлăхра пулăшу ыйтмалла. Апла пулсан пире ăнланакан çывăх çын кирлĕ. Вăл вара шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Кам-ши çак çын? Паллах, тăван. Юрă юрлама, тĕрлĕ ĕç тума, ăшшăн калаçса ларма тăван пулмасан пурнăçа епле-ха ирттерер? Хĕвел çути те тĕксĕмрех, вăштăр çил те сивĕрех пек туйăнать ун пек чухне...
Турра шĕкĕр: эпĕ тăвансенчен пуян, эппин, туратсăр йывăç мар. Тĕрлĕ çĕрте пурăнакан тăвансемпе, тус-тантăшсемпе çыхăну тытсах тăратăп, пĕр-пĕрин патне хăнана çỹретпĕр, атте-аннепе тĕл пулса савăнатăп. Çывăх çынсем пире мĕн ачаран ĕçе юратма вĕрентеççĕ, пĕр-пĕринпе туслă пулма ăс параççĕ. Кăмăлпа килнĕ çынсем пуçтарăнсан калаçмалли те, шỹтлемелли те, савăнмалли те тупăнать. Çурт ырă туйăмпа тулать. Туслăх, тăванлăх ăшши вара хăнасем кайсан та нумайччен упранать. Пирĕн умĕн çак çĕр çинче мăн асаттесемпе асаннесем, вĕсен йышлă тăванĕсем пурăннă. Йăха малалла тăсма пĕр ăру теприне пиллесе пынă. Хыçра пирĕн тăвансем йышлăн тăраççĕ.
Эпир вĕсене курмастпăр кăна. Вĕсем пирĕн хыççăн йĕр хăварса урăх тĕнчене куçнă. Анчах та мĕнле пурăннă! Пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă пурăннине, кайса-килсе тăнине чи малти вырăна хунă. Вун-вун тĕрлĕ йăла-йĕрке, уяв туса ирттерме вĕреннĕ, ламран-лама куçарса пынă. Ача çуралнине хăй йĕркипе паллă тунă, туй кĕрлеттернĕ, салтак ăсатнă, мăн кун çитсен пĕр ратнерисем пĕр-пĕрин патне эрнипех хăнана çỹренĕ, выльăх пуссан шỹрпе çиме чĕннĕ, ĕне пăруласан ĕне ырри те пĕрле астивнĕ. Тăванлăх тымарĕ ан татăлтăр тесе тăтăш тĕл пулма тăрăшнă. Çав пурнăç йывăçĕн тарăнрах килекен тымарĕ пирĕнпе те ан татăлтăр.
Шухăшласа кĕрсе каятăн та, ыйту хыççăн ыйту сиксе тухать: ăçта каятпăр эпир, мĕн тăватпăр, мĕн шыратпăр? Хамăра ăнланакан, хамăр евĕр çынсене шыратпăр. Пирĕн пурин те телейлĕ пурăнас килет, çавăнпа тăрăшсах телей шыратпăр. Унсăрăн мĕнле-ха? Чуна килĕшекен ĕç пулсан, юратнă мăшăр юнашар пурăнсан, тăвансемпе тачă çыхăну тытсан, юлташсем пулăшса пырсан _ çын телейлĕ. Çав пысăк телее туйса курнисем вара пĕлеççĕ: юрату, ăнлану чун-чĕрене çунат хушать, мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме вăй _хал парать. Телейлĕ пулма вара пире кам чараять?
Анчах пурнăç-пурнăçах çав: вăл вĕрсе хăпартнă хăмпă мар, унта час-часах тăрăнакан кĕтессем те тĕл пулкалаççĕ. Хальхи саманара тăвансен çыхăнăвĕсем татăлса пынине те асăрхама пулать. Харкам хăй çинчен çеç шутлать хăшĕ-пĕри. Уншăн тус та, тăван та çук. Ытла та мăн кăмăлланса кайрăмăр. Юратакан çынни пăрахнă, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачинех килтен хăвалать. Пиччĕшĕ-шăллĕпе, ывăлĕ-хĕрĕ _ ашшĕ-амăшĕпе йĕркеллĕ пурăнайман тĕслĕхсен шучĕ ỹсет. Ку та кăмăла хуçать. Япăх арăм е путсĕр кĕрỹ ырă кăмăл-туйăмлă ывăл-хĕрне ашшĕ-амăшпе хирĕçтерсе яни те йăлана кĕрсе пырать. Кинĕпе хунямăшĕ пĕр чĕлхе тупаймаççĕ тата ытти те. Çакăн евĕр тĕслĕхсем питех те нумай. Инкек сиксе тухсан е чир-чĕре пула йывăрлансах çитсен тăванĕсем патнеллех туртăнать-ха çын. Анчах та чун сивĕннĕ, тепĕр хут ăшăтма, каснă чĕлле тепĕр хут çыпăçтарма вара çăмăлах мар.
Çакна çеç калас килет _ чунра чул йăтса çỹреме питĕ йывăр. Çав чул сурана хускатсах тăрать, чуна кăшлать. Вăхăтра каçару ыйтма, кỹреннĕ çыннăн каçарма çеç пĕлмелле те çав.. Пире пурне те ырă кăмăл, ăшă сăмах, ачашлăх кирлĕ. Тепĕр чухне çывăх çын аллине сан хулпуççи çине хуни те мĕн тери паха. Юлашки хут кама ăшă сăмах каланăччĕ-ши? Ăшă сăмах калама йывăр мар вĕт-ха, ăна укçа тỹлесе те илмелле мар. Вăл вара шăл хушшине хĕсĕнсе кĕрсе ларать те ниепле те тухасшăн мар. Шăл хăйрама тесен вара _ часах. Сисĕм-туйăм текенни ăçта кайса кĕнĕ-ши вăл пирĕн? Кăштах пĕр-пĕринпе шỹтлесе, юптарса илни те пăсмасть. Пирĕн мĕн пур вăй вăрçăнма, мăртăхма, нăйлама, нăйкăшма каять. Çапла пурăнатпăр. Хамăр вара лайăхрах курăнасшăн, чаплă, мухтавлă пуласшăн. Пуçа пĕр ватă, пĕччен пурăнакан кинемей каланă сăмахсем аса килчĕç: "Кашни уява кỹршĕсем патне йышлăн тăванĕсем пуçтарăнаççĕ, ман пата вара Çимĕк кун та никам та килекен çук. Чỹречерен сăнаса ларатăп та вара ик куçăм та шывланать, чун хурланать. Ватлăхра пĕччен тăрса юлнинчен хăрушши çук иккен. Пĕччен йывăçа çил те ытларах тустарать". Анчах та вăхăтĕнче унăн çемйи пулнă: ывăлĕ те, кинĕ те, мăнукĕсем те. Хăех аркатнă йăвана, кайран вара кая юлнă.
Çак çитменлĕхсене пĕтерес тесе-ши тем тĕрлĕ илемлĕ юрă шăрантараççĕ радиопа та, телевизорпа, концертсенче. "Пире тăван кĕтсе тăрать, пỹрт алăкне уçса хурать...", "Ай-хай ырă тăвансем, килсех тăрăр, ан сивнĕр", "Куртăм-куртăм тăвансене, курса тăранаймарăм..." тата ытти те. Нимĕн те калаймăн: кăмăла çĕклентерекен хитре сăмахсем тупса юрăç тăванлăха мухтать, унпа савăнать, пурне те çавăн пек пулма хистет. Ачалăх тĕнчи, атте-анне килĕ яланах пулăшса, хăват кỹрсе тăни çинчен уççăнах систерет. Паллах, таçта аякра е çывăхрах кĕтекен, сана кирек хăçан та йышăнма хатĕр çын, хаклă тăван пурри пирки пĕлме кăмăллă.
Пурăна киле çĕнĕ туссем те тупăнасса, малта ырă кунсем пуласса чунтан шанатпăр. Йывăр пулсан та малаллах утатпăр. Пире пурнăç хăй çапла тума хистет, чĕнет, кăчăк туртать. Апла тăк пурнăç илемне курма пăрахман-ха эпир. Тĕрекпе шанчăклăх утравĕ пулмалла-çке этемĕн. "Мана манса кайрăр-шим?"- тесе хурланса юрламалла ан пултăрччĕ никамăн та. Пĕр килте çитĕнсе çунат сарнă кашни çын, пурнăç çулĕ таçта илсе çитерсен те, тăван кĕтесе ан мантăрччĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе килте юлнă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, тус-юлташне намăс кỹресрен асăрхантăрччĕ. Юрăри пек ваттисен пиллĕхне асра тытса ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле пурăнар, пĕр-пĕрне юратса ал парар та ыр сунар. Ырă сунсан _ ырри килетех.
С. КУЛАКОВА: Чёваш Ишек ял.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)