02 августа 2014 г.
Тепĕр чухне поварсем хире апат илсе килейменни те пулкаланă. Вара кунĕпех е икĕ кун та выçă ĕçлеме тиветчĕ. Çуркуннен тепĕр нуши пурччĕ _ çĕрĕн-кунĕн тенĕ пек çĕр çинчен тăпра сийне çĕклекен кăра çил вĕрет. Тусан вĕçĕмсĕр кĕрсе куçсем шыçăнса каятчĕç. Хуплакан куçлăх та ун чух пулăшмастчĕ. Çулла пуç тăрринче пĕр шелсĕр хĕвел çунтарать. Çакăн пек пурнăçа пурте чăтайман, паллах. Çав комсомол путевкипе килнĕ çамрăксемех, виçĕ çул ĕçлеме килĕшỹ тунине пăхмасăрах, пăраха-пăраха каятчĕç.
Хиртен тракторĕпех, никамран ирĕк ыйтмасăр район центрне çити шатăртаттарса каятчĕç, техникăна вокзал умне лартса килĕсене таратчĕç, бухгалтеринче тата кассăра ĕç тỹлевĕпе татăлмаллине те пăхса тăмастчĕç. Механизаторсен аллисенче кĕмĕл ан пултăр тесех ĕç укçине те кашни уйăхра мар, ĕççи вĕçленсен кăна панă. Вокзал патне тракторсем пуçтарăнсан начальникĕ совхоз правленине шăнкăртаттарса пĕлтернĕ. Бригадирпа эпĕ те виçĕ хутчен вĕсене каялла илсе килме кайса курнă. Виçĕ çул хушшинче эпир утмăлтан 26-ăн кăна тăрса юлтăмăр.
Мĕн эп ялан япăххи те япăххи çинче чарăнатăп? Тĕ-рĕссипе, савăнмалли самантсем те пайтах пулнă. Çеçкеллĕре малтанласа хăмаран çапса тунă клуб пурччĕ. (Каярахпа ăна сỹтсе кирпĕчрен купаларĕç). Хиртен канма килсен, общество мунчинче паракан виçĕ таз (унтан ытла мар!) шывпа çăвăнса тасалсан, хырăнса çап-çут пулсан, таса çи-пуç тăхăнсан (малтанласа _ салтак тумĕпех), хайхи культура çуртне каяттăмăр. Пирĕн пек хусах хĕрсемпе каччĕсем ялта 400-тен те кая марччĕ. Çамрăксем туллиехчĕ. Шăмат кунсенче кино кăтартатчĕç, ташă каçĕ йĕркелетчĕç. Эпĕ ачаллах купăс каланă та, мана тỹрех ăна тыттаратчĕç. Эх, тĕветчĕç вара ташша яшсем, такмак кала-кала сикетчĕç. Çутăласпа çеç саланаттăмăр. Çакăнтах чылайăшĕ паллашса юратăвĕсене тупнă, çемье çавăрнă. Хамăн та чуна пăлхатакан самантсем пулман мар-тăр... Анчах атте-аннерен пил илмесĕр татăклă утăм тума шутламан. Çамрăксем туслă пурăннă _ хирĕçмен, çапăçман. Вăриленесси, чĕрре кĕресси вăл яланах эрех ĕçсе минренĕ хыççăн пулать. Пирĕн ун валли вăхăт та пулман. Кунсăр пуçне çуттине е хĕрлине ĕççи вăхăтĕнче магазинсенче те суттарман. Паллах, ака хыççăн тата вырма пĕтсен бригадăна кăштах эрех уйăрса панă ĕнтĕ. Анчах ушкăна мĕн вăл çур литр! Хаваслăх валли çеç. Юрлас-ташлас тесен вара, тархасшăн кăна. Çав клубрах баян та, аккордеон та, купăс та пурччĕ. Пĕринче эпĕ хамăр бригадăри туссене пушă чухне савăнтарма тесе купăс ыйтса илтĕм. Шел те, нумай та усă кураймарăмăр _ хайхи çав нĕрсĕр йĕке хỹресемех кăшласа миххине шăтарчĕç. Тепĕр чухне хĕллехи вăхăтра мĕн туни пирки кăсăкланаççĕ. Ун чухне те маччана сурса выртман. Пĕрремĕш çулах пире самай пысăк ушкăна пухса Пермь крайне вăрман касма ăсатрĕç. Çеçкеллĕ аталанса пыма тытăннăран çĕнĕ çурт-йĕр тума йывăçпа хăма нумай кирлĕ. Пĕр пысăк леспромхозра хĕл каçрăмăр. Эпĕ йывăç тураттисене иртсе тăраттăм. Ытти сивĕ уйăхсенче хамăра çирĕплетсе панă техникăна, тĕш-тырă тасатакан тата сортлакан механизмсене юсанă, йĕтемсене тырă йышăнма хатĕрленĕ, ытти нарядсене пурнăçланă.Тепĕр çул татах ĕç фронтне тăмалла-çке. Хамăра та тăваттăн пурăнмалли общежитине куçарчĕç. "Иван Бровкин на целине" кинофильмри евĕр Çамрăксен урамĕ ỹссе ларчĕ. Финсен проекчĕпе тунă çăмăл çуртсене чăн малтан çемье чăмăртанă çамрăксене паратчĕç. Кăтартуллă ĕçленине кура-тăр, мана 16-мĕш номерлĕ çурта уйăрчĕç. Унта ик-виç уйăх та пурăнса курма тỹр килчĕ. Директор мана бригадира лартма та шантарнăччĕ. Лайăх кадрсем ăçта та сумра. Тăн-тăн хуçалăх пуçлăхĕ паянхипе кăна пурăнмасть. Ыранхи пирки те, виçминехи пирки те шутламалла. Кайса курас килет те çав вырăнсене... Тепле çав. Ун чухнехи ертỹçĕсене питĕ курас килет. Хăшĕсем леш тĕнчене те куçма ĕлкĕрчĕç пулĕ. Хам та сакăр вуннă енне кармашатăп ав...
Çак сăмахсем хыççăн Геннадий Ефимович пĕр кана шăп тăрать. Хам та текех ыйтусем пара-пара тамит тумастăп. Ăнланатăп _ унăн куçĕ умĕнче çав целинара иртнĕ мĕн пур йывăрлăхсемпе савăнăçлă самантсем йăлтах кинори евĕр шăва-шăва иртеççĕ.
Ĕççи вĕçленес умĕн кăштах маларах Геннадий килтен амăшĕ йывăр чирлесе ỹкни çинчен телеграмма илет. Кун пирки çырусенче те систерсех тăнине кура вăл пуçлăхсем тем пек юлма ỹкĕтленине пăхмасăр яла тухса килет. Чăн та, ĕç-пуç йĕркеленсе çитсен каялла таврăнма сăмах парать. Целинара пухнă укçи ăна хуçалăха тирпейлеме, çав шутра çĕнĕ пỹрт лартма та чылай пулăшу пулса тăрать. Часах Геннадий Шурут Нурăсĕн пĕр сăпайлă та ĕçчен хĕрĕпе йăва çавăрать. Каялла Çеçкеллĕ яла таврăнас çул вара яланлăх хупăнать. Кайран Геннадий Канашри автобазăра шоферта вăй хурса пĕр аварисĕр пин-пин çухрăм пуçтарать. Автомобиль рулĕ умĕнчи стажĕ кăна унăн хĕрĕх виçĕ çул. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата пушар чаçĕнче ĕçлесе вут-çулăмпа харсăр кĕрешет. Паян унăн кăкăрне çавăншăн панă Жуков медалĕпе "Ĕç ветеранĕ" медальсем тата ытти сумлă паллăсем илем кỹреççĕ. Ватлăхра вара пилĕк ывăлĕ-хĕрĕпе ултă мăнукĕ савăнтараççĕ.
Юлашкинчен калани.
Çерем çĕрсене уçма тытăннă малтанхи икĕ çултах Омск облаçĕн кăнтăр пайĕнче 1,5 миллион гектар сухаласа тухнă, 11 çĕнĕ совхоз йĕркеленĕ. 1956 çулта кунти хирсенче 110 миллион пăт тырă хатĕрленĕ, унăн çурри_çĕнĕ çĕрсенчен. Çакăн пек пысăк кăтартусемшĕн облаçа Ленин орденĕпе наградăланă, 11 ĕç паттăрĕ Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята, 5800 арçынпа хĕрарăм тĕрлĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. 1986 çулта Русская Поляна поселокра целина историйĕн музейне уçнă. Кунтах 1989 çулта целинниксене асăнса пысăк палăк лартнă. Пурĕ вара Омск облаçĕнчи çĕрсене уçма 12 пин ытла çамрăк хутшăннă. Халĕ Çеçкеллĕре 84 целинникран пиллĕкĕн пурăнаççĕ.
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)