30 июля 2014 г.
Хальхаççăн кăна ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Косбарт телефонпа пĕлтернĕ тăрăх, паян та кунта усăсăр выртакан çĕр çук. Эпир вара хĕрĕх пинлĕ халăхпа 12 пин гектар тĕш тырă тата 1500 гектар çĕр улми кăна акса-лартса тăма пултаратпăр. Шухăшласа пăхмалăх пур мар-и кун пирки, хаклă вулаканăм? Ку пĕрремĕшĕ тейĕпĕр. Иккĕмĕшĕ акă мĕнре. Çулталăк çурă каялла эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырури сăмахсене ырласа хамăр районти 600-700 суйлавçăллă пĕчĕк ял тăрăхĕсене пĕрлештесе аслăлатма кирли пирки статья çырса кăларнăччĕ. Пĕлетĕр-и, вулакансем, ман çине çакăн хыççăн карлик сельсовет пуçлăхĕсем тỹрех шурă куçпа пăхма тытăнчĕç. Патшалăх бюджечĕпе (90 процент таран) çеç пурăнаççĕ пулсан та нихăшĕ те кут айĕнчи пукана вĕçертесшĕн мар. Кунта вара пĕр ял тăрăхĕн çĕрĕ кăна вăтăр пине яхăн. Пирĕн, унтинчен вунă хут пĕчĕк ял администраци патшисен, кун пирки лĕпкене катăрттарса хыçмалăх пур. Халь кашнин кĕсйинче телефон пур, çулсем лайăх, транспорт проблеми çук. Килте ларсах самолетпа поезд çине билет илме, налуксене пăхма е тỹлевсемпе татăлма май пур. Патшалăхăн электронлă пулăшу майĕсем те сарăлса пыраççĕ. Ял тăрăхĕсене пĕрлештерме кăна мар, пĕчĕк районсене пысăкраххи çумне çыхма та тахçанах вăхăт...
Геннадий Ефимовичăн каласа памалли нумай. Ватлăх енне кайсан çын хальхаççăн пулса иртнине манкалать. Целина пур-нăçĕ вара, çур ĕмĕр иртнĕ пулсан та, асрах. Çавăнпа чарам мар-ха пĕлĕшĕме аса-илỹ авăрĕнчен тухма.
_ Саман общежити те-рĕм те, эпир унта ака тата вырма вăхăтĕнче пурăнман та, _ имлĕ курăксенчен пĕçернĕ чее сыпкăмăн ĕçе-ĕçе калаçать малалла целинник. _ Пирĕн хỹшĕ хирти станта пулнă. Ытларах эпир тĕп усадьбăран 10-15 çухрăмри куçарса çỹрекен вагончиксенче тăнă. Çанталăк сулхăн чухне унта сивĕччĕ, шăрăхра мунчари пек пăчăччĕ. Тĕрлĕ курăк кăна кашласа ỹсекен хирсене сухалама пĕрре те çăмăл пулман. Кăштах тарăнрах ярсан плуг йывăрлăха чăтаймасть, катăлса каять. Вара çиелерех ватма хăнăхрăмăр. Совхоз çулран-çул сарăлса пыни, çеçен хирсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пыни вырăнта ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă халăхсен килĕшсе кайман, паллах. Казахсене маларах ирĕк пулнă та-ха. Вĕсем кунта пĕр чăрмавсăр киле-киле сурăх тата лаша кĕтĕвĕсене çỹретнĕ. Хăйсен çĕрĕсене сухалама чарас тесе хăш-пĕр чăрсăрсем юла-нутпа килсе радиаторсене сеникпе чиксе шăтарса кайни те сахал мар пулнă. Пĕринче çапла 9 "Беларусь" трактора юрăхсăра кăларнăччĕ. Уçă хирте туп вĕсене _ тахăш енчен килнĕ, тахăш енне кайнă. Çавăнпа эпир тепĕр чухне ывăннипе кăна мар, çав хулигансенчен сыхланас тесех кабинăра çывăрнă та. Тракторăн двигательне сивĕтекен агрегата юсаса-улăштарса талăк та иртсе каять. Пире вара ĕçсĕр ларни пĕрре те усăллă мар _ нормăна хамăрăнах тултармалла. Социализмла ăмăрту текеннинче те кая юлас килмест. Ĕç итогĕсене пилĕк кунта палăртатчĕç. Пятидневка тетчĕç ăна. Малта пыракансене 25-шер тенкĕ преми паратчĕç, "Молния" стена хаçатĕнче мухтатчĕç. Кирлех пулсан, унтах намăслантаратчĕç те. Сăтăр тăвансене вара каярахпа милицисем хăлхисене пăрса аванах хытарчĕç пулас _ радиаторсене ватакансем текех палăрмарĕç. Ку тĕслĕхсене хаçатсенче питех çырса пĕлтермен, паллах. Целина та целина тесе ялан мухтаннă е мухтанă. Чăн та, мана ун пек инкек пырса çапăнман. Анчах кун пекки пурнăçра пулнă. Ăмăртура эпир, чăвашсем, ялан çĕнтерỹçĕсен шутĕнче тăнă. Çавăнпах-тăр, мана икĕ çултан комсомолăн "За освоение новых земель" ятлă чаплă знакĕпе наградăларĕç. Пиншак çине шăтарса пăрса кĕртмелличчĕ вăл. Ăна клуб тулли халăх пуçтарса сумлă лару-тăрура пачĕç. Унта совхоз директорĕ те, комсомол райкомĕн секретарĕ те килнĕччĕ. Шел те, çак хаклă паллăна паянччен упраймарăм _ ачасем пĕчĕккĕ чухне выляса çухатнă.
"Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн" паллăна ВЛКСМ Тĕп комитечĕ целина кампанийĕ пуçланнă хыççăн 1954 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Унпа çерем çĕрсене уçма хастар хутшăнакан комсомолецсемпе çамрăксене тата комсомол активисчĕсене наградăланă. Пурĕ унпа 360 пин çын чыс илнĕ. Асăннă паллă тивĕçлĕ канăва каякансене "Ĕç ветеранĕ" ят илме май парать. _
Ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн мана тракторпа туртса çỹремелли "Сталинец_6" маркăллă тĕш-тырă комбайнĕ çине лартрĕç, _ татах авăра чăмать Геннадий Ефимович. _ Ун чухне çакăн пек айван техника кăна пулнă. Пĕринпе вырса, тепринпе пуçтарса тĕшĕлесе пынă. Тепĕр çултан кăна хăй тĕллĕн çỹрекен СК-3 текен комбайнсем килме тытăнчĕç. Пĕр сезонтан эпĕ çавăн çине куçрăм. Малтанхипе танлаштарсан, унпа самай çăмăл темелле. Лешĕнпе хăй çĕмрĕлет е туртакан трактор ванать. Ун пек те, кун пек те ĕç чарăнать, хаклă вăхăт çухалать. Ытларах кунти хирсенче шултăра тулă акса илетчĕç. Питĕ ăнса çитĕнетчĕ вăл. Вир лаптăкĕсем те нумайччĕ. Лутра кăна пулсан та тухăçĕ пысăкчĕ. Тĕлĕн-мелле пек те, хальхи евĕр хирсене çум курăка çунтаракан гербицидсем сапса тăман пулсан та хирсенче пиçенпе анра çарăк е мăянпа армути алхасман _ тап-тасаччĕ. Ĕççинче те эпир пĕр канмасăр вырнă-çапнă. Тырра комбайнсем патĕнчен "полуторка" машинăсемпе йĕтем çине турттаратчĕç. Унăн кузовне те тонна çурă кăна кĕрет. Пире ĕлкĕрсе тăраймастчĕç. Çавăнпа тырра хиртех, трактор кĕрсе çỹремен ятарлă лаптăксене тăкатчĕç. Автомашина час килеймесен комбайнпах кайса силлетереттĕмĕр. Чăн-чăн хуçа, çĕр ĕçченĕ, хреçчен кун пек ниçхçан та хăтланмĕ. Анчах кунта пуçлăхсен урăхларах тĕллев _ хăть мĕнле майпа та тырра çапса илмелле! Хирте пĕр тулă тунине те хăвармалла мар. Унтан çỹллĕрех органсене тухăç пирки лайăх отчет памалла. Улăм ури пек купаланă тырă кайран, çумăрсем хыççăн, симĕсленсе шăтса каятчĕ. Чăн та, шалти чиперех упранатчĕ, çĕрсе пăшăхса каймастчĕ. Çулсем шăнса хытсан (хĕл лариччен) вара эпир ăна хамăрах тиесе кĕлетсене турттараттăмăр. Шăтнине чăх фермине леçет-тĕмĕр...
Ман ăрурисем целина таврашне лексе курман та, тем те интереслĕ: ĕçпе пурнăç тата йăла условийĕсем еплерех пулнă ун чухнехи целинниксен? Пушă вăхăт та пулнă-тăр. Вылянă-и та кулнă-и çамрăксем ун чухне?
Çакнашкал ыйтусене парсан, Геннадий Ефимович хаш сывласа ярать. Акă мĕнле аса илỹсем çуралаççĕ унăн: "Цветочное" совхоза эпир чаçрен утмăлăн килнĕччĕ. Тĕрлĕ çын пурччĕ пирĕн хушăра _ пирĕн пек ачаран ĕçлесе пиçнисем _ чăтăмлă. Теприсем, тутлăрах апат çисе таса вырăн çинче выртса пурăннисем _ ачаш. Вĕсемшĕн кунта килсе лекни _ чĕрĕллех тамăка çакланни. Хамăр пурнăçа вĕсем "иккĕмĕш тĕрме" тесех хаклатчĕç. Тен, тĕрĕсех те каланă-и? Хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче пире тĕп усадьбăна пĕр каç канмалăх икĕ эрнере пĕрре кăна илсе килнĕ. Хирте çăвăнма шыв çук. Вăл целинара _ пысăк дефицид. Таçтан тупнă шампански савăчĕпе илнĕ чей типсе çуннă ăш-чике лăплатма мар, тутасене сĕрме те çитмест. Ăçта унта пит-куç йĕпетме е тата шăл-çăвара çума! Сăмса айĕпе янахсем шăрт сухалпа хуп-хура пулса каятчĕç _ иртме бритва çук. Улăм тỹшек çинче вырткаласа пурăннипе çỹçсем пыйтланса каятчĕç _ касма хачă та илме пĕлмен, турама тура çук. Кĕпе-йĕм _ тусанпа мазут ăшĕнче. Çав саман сарайĕнче те, хирти вагонкăра та кĕтĕвĕпе йĕке хỹресем çỹретчĕç. Вĕсем пирĕн енчисенчен урăхларах: пысăкрах, хăмăртарах тĕслĕ. Хирте каçхине ши! те ши! шăхăраççĕ. Малтанласа сĕре йĕрĕнтеретчĕç. Кайран хăнăхатăн _ хĕвех кĕрсе выртатчĕç. Эпир вара лăш курмасăр ĕçлесе ывăннăскерсем, вилнĕ пек çывăрса туймастăмăр та. Вĕсемех тата илсе хунă супăнсене кăшласа яратчĕç, хире чĕре сури тума тесе илнĕ апата çисе яратчĕç. Упрама вара хальхи пек тимĕр коробка таврашĕ çук, шыва ытларах ярса илме канистр пек савăт тупаймастăн. Н. ЛАРИОНОВ. (Вĕçĕ пулать)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)