Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ЦЕЛИНА ХАЛĕ ТЕ АСРА, ПАЯН ТА КУç УМĕНЧЕ…"

26 июля 2014 г.

 Унтан пĕр хăлтăр - халтăр грузовикпе хир çỹ-лĕсемпе кăнтăралла тата тепĕр 25 çухăм кайрăмăр. Юлашки чарăну хăлхара питĕ хитре янăракан Çеçкеллĕ (Цветочное) ялта пулчĕ.

Ку тăрăхсенче тĕрлĕ çулсенче чăвашсем чылай ĕçленĕрен (çав шутра Патăрьел районĕнчен те) пирĕн Геннадий Ефимович пырса çитнĕ енпе тĕплĕнрех паллаштарсан та çылăх пулмĕ теп. 20-мĕш ĕмĕр пуçланиччен асăннă районпа унăн Русская Поляна центрĕ таврашĕ çын пурăнман вырăн шутланнă: вĕçĕ-хĕррисĕр çеçен хирте çăл-куçсем пулман, йывăç-тĕм ỹсмен, юхан шывсем çук. Ураран ỹкерекен тусанлă çил çеç хуçаланнă. Пĕрремĕш вырăс революцийĕ хыççăн халăхсене пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçармалли юхăм пуçлансан кăна, кунта Херсон, Орел тата Полтава кĕпĕрнисенчен уйрăм хастарсем куçса килнĕ, 1907 çулта хайхи Русская Поляна никĕсне хывнă. Тепĕр çулах кунта 162 кил туса лартни паллă. Анчах ялта икĕ пĕчĕк лавккасăр пуçне шкул та, пульница та пулман. Территорийĕпе те Казахстана кĕнĕ. 1935 çулта ăна Омск облаçне куçарса район центрĕ туса хунă. Апла пулин те вăл аталансах каяйман. Тĕлĕнмелле пек те, 50-мĕш çулсен варринче те ку ялта таçтан илсе килсе лартнă пĕртен-пĕр хыр йывăçĕ кăна ỹснĕ. Ытти çĕрте _ çап-çара. Шыв проблемине татман, канализацисĕр, электричесто илсе килмен çĕрте кам пурăнас тетĕр! Район центрĕнчи пĕртен-пĕр грузовикпе Омска çити çур кун ытла кайнă, лашапа вара_тăватă кун. Çавăнпа çынсем кунтан туха-туха кайма тытăннă. 1954 çулта Партипе правительство Çерем çĕрсене уçма постановлени йышăннă хыççăн кăна кунта пурнăç çĕнĕрен вĕреме пикеннĕ. Мĕншĕн тесен, Русская Поляна Омск облаçĕнче Çерем çĕрсене уçмалли тĕп центр пулса тăнă. Пирĕн енчи Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк тата Комсомольски районĕсем ирĕклĕнех вырнаçакан хайхи Русская Поляна районне çĕр-çĕр çамрăк килсе халиччен трактор пырса кĕмен лаптăксене сухалама пикеннĕ, тырă акма пуçланă. Пĕрлех ĕлĕкхи карлик ялсемпе казахсен аулĕсем вырăнне вăхăтне кура илĕртỹллĕ ят панă ялсем çуралнă: Солнечное, Целинное, Добровольское, Розовка, хайхи Цветочное...

Шăпах юлашкинчен асăннă поселока 1961 çулта çуркунне, апрельте, пирĕн Геннадий Никишкин салтак тумне пăрахман юлташĕсемпе килсе çитет. Малалла хăйне сăмах парар-ха:

_ Çерем çĕрсене уçма пикенсен Цветочное ялта çак ятпах совхоз йĕркеленĕ иккен. Çакăнта турттарса килчĕç пире. Машина çинчен ансан улăма тăмпа пăтратса хытарнă пысăк кирпĕчрен _ самантан _ тунă пĕр хуралтăна (çурт теме те йывăр) вырнаçтарчĕç. Урайĕ _ çĕр, чỹрече пек шăтăксене марльăпа хупланă. Казармăри пек çирĕм кравать лартнă, çиелте _ улăм тултарнă тỹшекпе минтер. Юрать-ха, тетпĕр, вăхăтлăха кăна вĕт. Чăтмалла. Чăваш каччисем виççĕнччĕ; Васильев Саша _ Çĕрпỹ тăрăхĕнчен, Ельцов Витали (Вăрмар районĕ) тата эпĕ. Шăпах пире виçсĕмĕре С-80 маркăллă тракторсем шанса пачĕç. Техники сĕре вăйлă, хăватлă. Анчах ман пек пĕчĕкрех çынна ĕçлеме меллĕ мар _ ялан умри çул-йĕре ура çине тăрса пăхса пымалла. Пĕринче çапла малта ферма таврашĕнчи шывпа тулнă силос шăтăкне лайăх асăрхаймарăм пулас _ трактор тỹнчĕ те кайрĕ. Чỹречерен аран тухма ĕлкĕртĕм. Бригадира вара çаплах каларăм: "Текех ун çине лармастăп!". Вара мана тăпăл-тăпăл ДТ-54 трактор уйăрчĕç. Номерне те хальхи пек астăватăп _ 15-мĕш. Унпа тăршшĕпех вăй хутăм. Питĕ лайăх ĕçлетчĕ. Тĕлĕкре те куркалатăп хамăн тимĕр "ута". Пирĕн отделенин çĕрĕ пысăкчĕ. Пурĕ тăватă бригада çине пайланăччĕ ăна. Эпĕ _ пĕрремĕшĕнче. Каçпа пилĕк тракторпа кĕрсе каяттăмăр та ире иккĕпе икĕ километрлă лаптăка (400 гектар) сухаласа пĕтереттĕмĕр. Ăна тăрăх тата урлă культиваци туса кăпкалатмаллаччĕ. Акакан бригадăсем уйрăмччĕ.

Пирĕн ялан сухаламалла пулнă. Улăштаракан тавраш паман _ çын çитмен. Çавăнпа эпир икшер те, виçшер те смена ĕçленĕ. Канман тесен те тĕрĕс. Çапах чăтнă, ертсе пыракансене итленĕ, кутăнлашса тăрас йăлана пĕлмен. Каçхине вĕçсĕр - хĕрсĕр хирте, пĕр евĕрлĕ лару-тăрура куç хупăнас патнех çитетчĕ. Уçса пырсах çывăрни те пулкаланă. Пĕринче çапла пирĕн пĕр çамрăк тракторист, Малышев хушаматлăскер, хăйĕн танк пек хăватлă тракторĕпе хирте сухаласа пынă чухне тĕлĕрсе каять те касăран тухса казахсен пĕр аулĕнчи çурт кĕтессине çĕмĕрсе хăварать. Мĕскĕне хуçисем чутах хĕнесе вĕлермен. Çавăнпа бигадир та ытла ывăнса çитсен, инкек курмалла ан пултăр тесе, пăртак тĕлĕрсе илме сĕнетчĕ. Вара кабинăри ларкăч çине хутланса выртатăн та сĕнк пулатăн. Вăранатăн та, татах сухалама пикенетĕн. Кану кунĕ е уяв мĕнне пăхман. Саратов нимĕçĕ Мюллер управляющи пирĕн 12 пин гектара сухаласа пĕтермелли пирки асăрхаттарсах тăратчĕ. Хирех апат илсе килетчĕç, çунтармалли-сĕрмелли материалсене турттарса тăратчĕç. Ятарлă юсав бригади те тăтăш çаврăнса çỹретчĕ, ваннă е çĕмĕрĕлнĕ агрегатсене вырăнтах улăштарса е тỹрлетсе хăваратчĕ. Ку енчен, чăн та, чăрмав пулман...

Çак тĕлте вулакана пирĕн ентеш виçĕ çул ĕçлесе пурăннă Цветочное ялпа та паллаштарса хăварасшăн. Хальхи саманара информаци уçлăхĕ целина евĕр чикĕсĕр те, тем те шыраса тупма май пур. Вăт çав Çеçкеллĕ халь тепĕр икĕ пĕчĕк аулпа пĕрле Цветочинское ял тăрăхне-поселенине кĕрет, унăн тĕп ялĕ шутланать. Кунта 1413 çын, 1126-шĕ _ суйлав правиллĕ ар çынпа хĕр арăм. Мĕн пур лаптăкĕ 28784 гектар. Кунта ирĕклĕнех пирĕн район витĕр хывнă аслă çулăн хĕвел тухăç енĕнче вырнаçнă 9 ял тăрăхĕ, Алманчăпа Кзыл Чишмаран пуçласа Патăрьелпе Шăнкăртам таран, вырнаçаççĕ. 25910 гектарĕ _ сухаланаканни. Урăхла каласан, акса-лартса тăраканни. Н. ЛАРИОНОВ. (Малалли пулать)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика