Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Целина халĕ те асра, паян та куç умĕнче…"

23 июля 2014 г.

 Çапла калать Чăваш Ишек ялĕнчи çитмĕл улттăра пыракан Геннадий Никишкин (ỹкерчĕкре). Чуна кун пек уçма ялти хисеплĕ шурсухалĕн сăлтавĕ пысăк. Теприсем Çерем çĕрсем уçма тытăннăранпа çавра дата çитнипе çыхăнтарса иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче целинана çуллахи каникул вăхăтĕнче виçĕ е тăватă уйăхлăха кайса курнипех мухтав чанне çапаççĕ, тахăш комсомол райкомĕ панă Хисеп хучĕсене района илсе килсе мухтанаççĕ, паттăрла ĕçĕ пирки хаçатра пичетлеме хистеççĕ. Гена пичче вара унта виçĕ çу та виçĕ хĕл ĕçлесе (вĕренсе те) пурăннă пулсан та кăкăр çапса çỹремест. Ăнсăртран калаçу пуçланман-тăк, çак статья кун çути курасси те иккĕленỹллĕччĕ темелле.

Мĕншĕн асра вăл çав целина тени, мĕншĕн халĕ те куç умĕнче? Мĕншĕн тесен, Геннадий Ефимовичăн пĕтĕм çамрăклăхĕ тăван кĕтесрен питĕ аякри вырăнсенче, çичĕ ютра иртнĕ тесен те юрать. Яшлăх вара, пурте лайăх пĕлетпĕр, пирĕн кашнин чĕринчех тарăн йĕрсемпе çырăнса юлнă. Юлать те.

Аса илỹ авăрне путма эпир Никишкинсен пахча вĕçĕнчи çырма айлăмне анса лартăмăр. Кунта вăл пĕчĕк кỹлĕ чавтарнă, ачасем килсен шашлăк-машлăк пĕçерме вырăн ăсталанă, сĕтелпе сак лартнă. Çумăртан хỹтĕленме тăрăллă хỹшĕ те пур. Кунтах панулмипе чие, хурлăханпа хăмла çырли, вăрман тĕмĕсем ỹсеççĕ. Анмалли сукмак хĕррипе тăршшĕпех пилешсем _ аллă тĕпрен та кая мар. Тĕрлĕ вĕçен кайăк сасси янăрать. Çăтмах! Юратать çут çанталăк илемĕпе савăнма тата ăна сарма ман пĕлĕш. Сăмах май, кил таврашĕнче вăл çăка хăвăлĕнчен (хăмаран çапни мар!) тунă пилĕк шăнкăрч йăвви çакнă. "Целинара чухне вăрман курман, шыв юххи сассине те илтмен. Сĕре тунсăхлаттăм вĕсемшĕн... Çавăнпа унта чухнех киле таврăнсан йывăç лартас, çăл куçсене тирпейлес пирки ĕмĕтленеттĕм",_ хаваслансах паллаштарать хăй ик аллипе тунă пуянлăхĕсемпе Геннадий Ефимович.

1957 çулта вун саккăрти Генана салтак атти тăхăнтартнă. Пĕвĕпе лутра пулсан та çивĕч ăслă, пысăк тавракурăмлă, вăр-вар йĕкĕт Германи территоринче тăракан Совет çарне лекет. Тивĕçлĕ пĕлỹпе хăнăху илнĕ хыççăн ăна ахаль водитель е наводчик кăна мар, танк командирĕ пулмах çирĕплетеççĕ. Служба тивĕçне ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн вăл темиçе хутчен командирсен тавне тивĕçнĕ.

Ĕнтĕ дембель те инçе мар _ тепĕр виçĕ уйăхран киле пуçтарăнма та вăхăт. Анчах пурнăçра кашнинчех хамăр шутланă та палăрнă пек кăна пулса тухмасть _ кустăрма йĕрĕ унталла та кунталла та выртĕ. Пĕринче салтаксен пысăк ушкăнне пухăва пуçтараççĕ. Аслă начальниксем, комсомол хастарĕсем пĕрин-хыççăн тепри туха-туха калаçаççĕ. Çапла-çапла, хальхи вăхăтра пĕтĕм çĕр-шыв целинапа хавхаланса пурăнать, унта хăватлă совхозсем ỹсе-ỹсе лараççĕ. Халиччен пĕр усăсăр выртнă пиншер те пиншер гектар çĕрсем çинче тырă-пулă кашлать. Тырă вара вăл _ пирĕн тулăх пурнăç, стратегиллĕ запас! Ăна эпир, çамрăксем, пуçтармасан, кама шанмалла?

Тимлĕ итлет çак хĕрỹллĕ сăмахсене пирĕн Геннадий аслă сержант. Итлет кăна мар, ăша хывать. Чунра романтик туйăмĕсем çуралаççĕ. Мĕн-шĕн çав вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан çеçен хирсене кайса курас мар? Тепĕр енчен, подъемнăй текен 500 тенкĕ пăсмасть _ çирĕмпех костюмпа шăлавар илсе тумланма май пур. Унсăр пуçне çар гимнастеркине те ыттисенчен маларах хыватăн. Килĕшмелле!

Геннадий хăй ирĕкĕпе целинана кайма заявлени çырса парать. Ун пек шухăшлисем чаçрен 78-ăн мĕн. Часах комсомолецсене ВЛКСМ Тĕп комитечĕн хĕрлĕ хуплашкаллă ятарлă путевкине тыттараççĕ те ырă сунса вăрăм çула ăсатаççĕ.

_ Нимĕç патшалăхĕнчен пире выльăх турттаракан поездпа илсе тухрĕç. Составра вун икĕ вагон. Пуринче те пирĕн пек салтаксем, сахалтан та сакăр çĕр çамрăк. Союзра пассажир поезчĕ çине куçарсан пирĕн ушкăна ăçта çитмеллине пĕлтерчĕç _ Омск облаçĕ. Графиксĕр пыракан пăравус тăтăш чарăнать, вăрах тăрать. Пурĕ çапла вунă кун кайрăмăр, пĕтĕмпех ывăнса çитрĕ-мĕр. Çаках пирĕн малашлăх та çăмăл маррине систернĕ-тĕр,_ каласа кăтартать Геннадий Ефимович ман çумма вырнаçса ларса._ Иртыш шывĕ çинчи аслă хуларан пире автобуссемпе 15 çухрăмра вырнаçнă Ульяновскри (ун чухне вăл çак ятлă район центрĕ, халĕ Омск районне кĕрет) механизаци училищине илсе пычĕç. Кунта пире пилĕк уйăх гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторсене, комбайнсене, пĕрлех плугсене, культиваторсене, сеялкăсене тата ытти механизмсене вĕрентрĕç. Паллах ĕнтĕ, пирĕн çĕр ĕçĕнче вăй хумалла пулать. Çĕр-шыв типсен, алла професси панине çирĕплетекен хутсем илсен, пире облаçăн чи кăнтăр пайĕнче вырнаçнă, Казахстана мăкăлленсе кĕрсе тăракан район центрне, Омскран 180 çухрăмра тĕпленнĕ Русская Поляна ятлă поселока, илсе çитерчĕç. Ку та пăнчă пулмарĕ-ха.

(Малалли пулать).

Н. ЛАРИОНОВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика