Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсатма тухсан хапха умне Такăр çул пиллет пире анне

12 июля 2014 г.

 Кинпе хуняма хутшăнăвĕсем чылай чух ăмăр çанталăка аса илтереççĕ. ... Акă йăл кулма хатĕрленекен хĕвеле самантрах тĕксĕм пĕлĕтсем хупăрласа илеççĕ. Шăтăр-шатăр, кĕмсĕр-кĕмсĕр... Пĕр тапхăр айăн-çийĕн пăтраннă хыççăн тавралăх канлĕ шăплăха путать... Унтан каллех тапранать. Хунямапа пĕр чĕлхерен пурăнма чăтăмлăх, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни ытларах кирлине палăртаççĕ кинсем. "Хăнана килсе çỹрекен кин _ лайăх кин" тенине шута илсе чылайăшĕ уйрăм пурăнма тăрăшать. Тин çемье çавăрнă мăшăрсем уйрăлса тухса çурт лартаççĕ, хуçалăха аталантараççĕ. Пĕрле пурăнакансен вара çемье пурнăçне "ăмăр çанталăка" çавăрасран самай вăй хума тивет. Кỹренĕве пытарма, тарăхăва пусарма, вĕчĕрхенĕве хуплама, чунра тăвăл кĕрлесен те йăл кулма пĕлмелле. Телее, "хуняма _ иккĕмĕш анне" тесе çирĕплетекен те сахал мар. Çапла шухăшлакансене шутласа кăларма алăри пỹрнесем çитеççĕ пулин те...

Чăваш Ишек ялĕнче упăшкин ашшĕ-амăшĕпе тĕпленнĕ хĕрарăм чылай. Пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе пурăнакан хунямапа кин вара пĕрре-иккĕ кăна. Кулаковсен çемйине тăваттăмĕш кин пулса килнĕ вăхăт самаях хыçа юлчĕ. Кĕçех чĕрĕк ĕмĕр те çитет пĕр сывлăшпа пурăнма пуçланăранпа. Туй кунĕнченех хунямапа хуняçана атте-анне тесе чĕнме ирĕк илнĕ, пур кинĕ те çапла чĕнме пуçланă. Кăçал пирĕн çемьешĕн паллă çул. Хисеплĕ çыннăмăр, юратнă анне, хуняма, Кулакова Ольга Ефимовна 80 çул тултарать, çавăнпа та сăмахăм ман паян ун çинчен пулĕ.

Мĕн чухлĕ çирĕп кăмăл унăн ырă сăн-питĕнче, пиçĕхнĕ кĕлеткинче, çут тĕнче ăш пиллĕ куçĕнче, чăваш тăрăшуллăхĕ хурама тымарĕ пек хытса кушăрханă аллинче! Саккăрмĕш теçеткене ваклать пулин те тăпăл-тăпăлах çỹрет-ха, уçă сасăпа шавлăн калаçать, çирĕппĕн пусса утать. Çамрăк çын тейĕн. Чунĕ çамрăк, анчах çулĕсене шутласан _ ватăлать ĕнтĕ. Пурте пур унра _ ĕçченлĕхĕ те, чăтăмлăхĕ те, тараватлăхĕ те... Ĕнтĕ тĕнчен хура-шурĕ те пайтах тиеннĕ анне хул пуççийĕ çине. Ир тăракан кайăк выçă вилмен. Аттепе иккĕшĕ те хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче хĕвелтен малтан тăнă, кая юлса выртнă, шăпчăк ыйхи евĕр кăна тĕлĕрсе илнĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн, сум çумне сум хушса пурнăçне йĕркелесе пынă. Çын ретлех çурт-хуралтине çавăрнă, ырлăх-пурлăхне пуçтарса хăтлăх кỹртнĕ. Чĕптĕм куç хупмасăр сăпка çумĕнче ларнă каçсем, чирлесен шикленни, пăшăрханни харама кайман. Хăйсен ĕçченлĕхне, хастарлăхне пурнăç панă пепкисене те кăкăр сĕчĕпех сăрхăнтарса кĕртнĕ. 4 ывăлĕпе хĕрне те типтерлĕхе хăнăхтарнă, çуккине _ тупма, пуррине _ упрама вĕрентнĕ. Ывăлĕсене пил парса салтака ăсатса кĕтсе илнĕ, пурне те çемье çавăрма пулăшнă. Пурте паянхи кун хăйсен телейĕсене тупнă, çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Çамрăклах колхоз ĕçне кỹлĕннĕ, çурлапа тырă вырнă, уттине, вутти-шанкине хатĕрленĕ. Çу каçиччен гектарĕ-гектарĕпе пай илсе чĕкĕн-тĕр, çĕр улми анисене çум курăкран тасатнă. Ачисене вара килти ваттисем пăхнă. Мухтанă кинне вĕсем, правур та ĕçчен пулнишĕн унпа савăннă, кăмăлĕсене уçма пултарнишĕн хĕпĕртенĕ. "Питĕ ир тăратчĕç пăятампа пăянам, ирхи виç сехетрех вĕсем вăраннă çĕре сăмавар вĕресе лармалла пулнă", _ каласа кăтартать хуняма. Ĕçе кайиччен выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, кăмакине хутса апат лартса хăвармалла тата ытти те. Юлашки çулĕсене вырăнпах выртакан пулнă хуняшшĕпе хунямăшĕ. Çичĕ çул хушши анне вĕсене пĕчĕк ачана пăхнă пек çупăрланă. Кунсерен мунча хутса шăм-шакне уçăлтарнă, халăх медицинипе усă курса сипленĕ. Тĕрлĕ мелпе ỹт-пỹ, чун ыратăвне çăмăллатма тăрăшнă. Малтан хуняшшĕ, ун хыççăнах нумай та вăхăт иртмен, хунямăшĕ те асапран хăтăлнă. Пăхакана та, нушаланакана та çăмăлах пулман паллах. Виличчен вăйлă пиллесе хăварнă ватăсем: "Хăвăн пек тирпейлĕ те ĕçчен кинсем тĕлне пулмалла пултăрччĕ, мĕн ватăличчен ыр курса пурăн", _ тăтăш аса илет анне ват çынсен сăмахĕсене.

Чылай ватă ялта пĕччен кун кунлать. Çав енчен хуняма телейлĕ. Пĕччен пурăнма пỹрмен ăна. Хуçалăха пĕрле тытса пыратпăр. Паллах, хуçалăхра ĕç сахал мар. Выльăх-чĕрлĕхĕ, чăххи-чĕппи, пахча... Пысăк ĕçе тытăниччен кирек хăçан та çемьепе пĕрле пухăнса канашланă. Çапах та татăклă сăмах калаканĕсем яланах аслисем пулнă. Урапан малти кустăрмисем ăçтала кусаççĕ, хыçалтисем те ун хыççăн йĕрлеççĕ. Аттепе аннен шухăшĕ, сĕнỹ-канашĕ яланах вырăнлă. Шел, мăшăрĕ, Илья Алексеевич, паянхи кун пирĕнпе мар, 15 çул каялла йывăр чире пула яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Çулĕсем хутшăннăçем ватлăхĕ куçран пăхать пулин те пĕрре те кĕрĕк арки йăваласа лармасть хуняма. Хуçалăхри ĕçсенчен те пăрăнмасть вăл. Чĕре тапнă, сывă, тĕрĕс-тĕкел туйнă чухне ытларах та ытларах ĕç тăвас тĕллевпе пурăнать. Кунĕпех пахчара тăрмашать, çумне те çумлать, сайратать, кăпкалатать... Час-часах çĕвĕ машинине алла илсе çĕлеме ларать, чăваш кĕпи- саппунĕсене те хăйех çĕлесе тăхăнать. Хама та ятарласах ик аркăллă кĕпе янтăласа пачĕ, ал-ури килет. Арлать, çыхать, саплать. Пушă ларнине курман. Хальхи пурнăçпа тан утать. Ал ĕç тунă вăхăтра телевизор курать, чăваш наци радиовне итлет, почтальонка хаçат валеçессе куç пек кĕтет, алла лексен вара вĕçне çитермесĕр те ямасть. "Сывлăх", "Авангард" _ юратнă хаçатсем. Иртнĕ çырăнтарура "Çамрăксен хаçатне" хăй çырăнчĕ. Ватăласшăн мар курăнать.

Вăрман çывăхĕнчех пурăнатпăр та унта çитсе килмен кунĕ те çук. Кăмпа вăхăчĕ çитсен вара тытса та чараймăн _ чăн-чăн кăмпаçă тесен те юрать. Вырăнĕсене аван пĕлет. Йăтăрлать вара, кун каçиччен темиçе те кайса килет. Милĕкне те хатĕрлет. Çу каçиччен тĕрлĕ курăк таврашне типĕтсе ятарласа хутаçсем çине тирпейлесе, манса каясран çыра-çыра хурать. Тымарсенчен, сиплĕ ỹсен тăрансенчен шĕвексем те туса лартать. Ĕçсе те, сĕрсе те сипленме юрăхлă эмелĕ ал айĕнчех.

Кинĕсемпе те, кĕрỹшĕпе те кăмăллă. Пурнăçа ỹпкелемест, хăйĕн шăпине ятламасть . "Маншăн чи хакли _ ачасем Турă пỹрнине, пĕр-пĕрне тупни, юратни, паянхи кун пĕрле юнашар пулни. Ыттисене усал тумасăр, пысăк йăнăшсемсĕр пурăнса ирттерме пурне те вăрăм ĕмĕр сунатăп", _ ырă сунать куллен вăл. Кашни типпе уять, Тăрăн чиркĕвне çỹрет. Ирĕн-каçăн кĕлĕ вулать.

Çич енчен çич çулпа çитме васкаççĕ паян Чăваш Ишек ялне чи çывăх тăвансем. Питрав уявне уявлама, юбиляра саламлама пурте тĕп киле тулли кĕрекене пуçтарăнаççĕ Кулаковсем. Хуранта така шỹрпи пăсланать, хур-кăвакалĕ, шăрттанĕ тутлă шăршă кăларса сăмсана кăтăклать, çырла кукăлĕ те тахçанах кăмакаран тухнă. Кукамай, асанне тесе чĕвĕл чĕкеçсем пек чупса кĕрĕç те мăнуксем хаваслă уяв пуçланĕ. 9 мăнук та 6 мăнуксен ачисем паянхи кун Ольга Ефимовнана йăпатаççĕ, илемлĕхĕпе савăнтараççĕ, вĕсемех татах та нумай пурăнма вăй-хал парса тăраççĕ. Куç тулли савăнăç! Çакă мар-и-ха вăл телей!

С. КУЛАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика