28 мая 2014 г.
Ыхра Çырми шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекен Степанова Дианан пурнăçĕ туллин иртет, иксĕлми çăл куç пек тапса тăрать: тăрăшулăхĕ, çирĕп те ырă кăмăлĕ, çутă ĕмĕчĕ савăнăç кăна кỹреççĕ ăна. Пăтăрмахсене çĕнтерме, лайăххине кăна асăрхама пĕлекен хĕр ача мĕн пĕчĕкрен яваплăха хăнăхса пырать.
_ Нихăçан та "çук" тесе хирĕçленине илтмен. Пур хушăва та кăмăлтан пурнăçлать, чĕре витĕр кăларать, _ вĕренекен шанчăклă пулни çинчен çирĕплетет А. Сабирзянова класс ертỹçи те.
Унăн пултарулăх "кутамкки" кунсерен пысăкланса пырать. Пăхмасăр сăвă калама питĕ кăмăллать. Пĕр-пĕр сăвă конкурсĕ иртни çинчен пĕлсен савăнсах каять, кăмăлтанах хутшăнать. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче çеç-ха "Марина Карягина вулавĕсем", "Айхи вулавĕсем" тата ытти сăвă конкурсĕсенче хутшăнса малти вырăнсене тухма пултарчĕ. Ăслăлăхпа тĕпчев конференцийĕнче те айккинче тăрса юлмарĕ, "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ" темăпа хутшăнса çĕнтерчĕ. Çавăн пекех Диана юрлама кăмăллать. Илемлĕ, шăнкăртатса тухакан сассипе чăваш юррисене янраттарса ярать те пурне те савăнăç, ырă кăмăл парнелет. Ỹкерме те ăста çамрăк хĕр ача. Уйрăмах тавралăха сăнама, çут çанталăк илемне курма пĕлет. Женя пиччĕшĕ те ăна пулăшать çак ăсталăха туптама, кирлĕ сĕнỹсем парать, хавхалантарса пырать.
Пĕр вырăнта тымар яма юратмасть-çке Диана. Ашшĕ-амăшне те çур сăмахран ăнланаканскер кил таврашĕнче пулăшма, тантăшĕсемпе хутшăнма та вăхăт тупать, кĕнеке вулама та юратать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн тантăшĕсем те нумай, шанчăклă та.
Светлана КУЛАКОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)