05 апреля 2014 г.
Чăваш Ишекри культура çуртĕнче ялти паллă учительсен _ пĕр тăван Николай Захаровичпа Яков Захарович Сорокинсен _ ячĕпе йăлана кĕнĕ шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Унта чылайăн хутшăнчĕç. Шашка вăййине хĕрарăмсем те кăмăлларĕç: тăххăрăн вылярĕç. Шашка сĕтелĕ хушшине 16 арçын ларчĕ. Шахмата саккăрăн кăмăл турĕç.
Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Айбетов саламларĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи В. Семенов вара вăйă йĕркисемпе паллаштарчĕ.
Хĕрỹ кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна хĕрарăмсем хушшинче Р. Положина çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче амăшĕпе хĕрĕ Татьянăпа Кристина Красновасем пулчĕç.
Арçынсем хушшинчи шашка вăййи çивĕч тупăшура иртрĕ. Кунта чи пултарулли М. Карсаков пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В. Семеновпа П. Курманаев йышăнма пултарчĕç.
Ăмăртăва шахмат ăстисем кỹлĕнчĕç. Кунта Владимир Карсакова çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Р. Сафиуллов тухрĕ. Виççĕмĕшĕнче каллех _ Петр Курманаев. Сорокинсен ачисем, мăнукĕсем çĕнтерỹçĕсене парнесем пачĕç.
П. ВАЛЕНТИНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)