Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхене кăмăлтан вĕренеççĕ

05 апреля 2014 г.

Ыхра Çырми шкулĕнче çулсеренех ют чĕлхе эрнине ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Ку хутĕнче те вăл тĕрлĕ мероприятирен пуян пулчĕ. Ачасен уроксенче туса пыракан "Манăн ют чĕлхе портфелĕ" творчество тата проект ĕçĕсен конкурсĕ, акăлчан чĕлхипе çырнă сăвăсене вырăсла, тутарла е чăвашла куçаракансен тупăшăвĕ, Уолт Дисней мультфильмĕсенчи геройсене ỹкернисен танлаштарăвĕ тата ытти те. Уйрăмах вĕренекенсем тата учительсем акăлчан чĕлхипе шăрантаракан юрăсене килĕштерчĕç. Тăрăшса хутшăнчĕç унта. Уяв вĕçĕнче Г. Тазетдинова вĕрентекен француз юрри парнелерĕ.

Тĕрлĕ чĕлхе пĕлни çыннăн тавра курăмне те аталантарать. Эрне вĕçĕнчи тĕл пулу та çакнах çирĕплетрĕ. Шкул выпускникĕ, халĕ Хусанти аслă вĕренỹ заведенийĕнче акăлчан чĕлхине малалла туптакан Д. Санзяпова килчĕ унта. Иртнĕ çул вăл ятарлă программăпа Америка çĕр-шывĕнче те пулса курнăччĕ. Хăйĕн çул çỹревĕ çинчен çăвара шыв сыпса ларса итлемелле каласа пачĕ. З. Тазетдинова ертсе пыракан 8а класс ачисем унта тĕплĕн хатĕрленчĕç. Хăйсем мĕншĕн акăлчан чĕлхине вĕренни çинчен презентаци кăтартрĕç, хăнана ыйтусем пачĕç. Э. Хамидуллова вожатăй пулăшнипе пурне те Ирланди халăх ташшипе савăнтарчĕç.

Т. ПЕТРЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика