Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенмесен, алăра ĕç вĕресен

07 марта 2014 г.

Кун самаях тăсăлчĕ _ кил картинчи ирхи ĕçсене вĕçлесе кĕнĕ çĕре çутăлсах каять. Пĕчĕк ферма теме пулать Ыхра Çырминчи Шариповсен хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх йышне: 6 ĕне тытаççĕ, сĕтне сĕрсе хатĕрлевçĕсене тухса памалла. Унтан савăт-сапине вĕрилемелле, айĕсене тасатса апат памалла, шыв шăвармалла. Тата икĕ пушмак пăрушĕ çак уйăхра пăрламалла. Вăкăрĕ те пур. Ăна уйрăм пăхмалла. Ăша пĕр курка чей ĕçсе яриччен самаях кăштăртатмалăх пур.

_ Юрать пăрланăçемĕн пăрушĕсене парса пыратпăр. Унсăрăн йыш тата та ỹсмелле, _ тет Сария Эсседулловна.

Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те чуна кантаракан килти хуçалăхра çакнашкал ĕç пурришĕн савăнать хĕрарăм. Мăшăрĕ хăш-пĕр чухне хăйне пулăшайманнишĕн те ỹпкелемест.

Тулăх пурăнаççĕ Шариповсем. Çак ырлăха вара хăйсен вăйĕпе тунă.

_ Шкул хыççăн Чĕмпĕр-ти автозавода çул тытнăччĕ эпĕ. Ĕç те общежити, общежити те ĕç. Ялти ирĕклĕх çухалнăн туйăнчĕ. Чунăм каяллах тăван яла туртрĕ. Кунта шăпа Мансурпа пĕрлештерчĕ, _ аса илет иртнине Сария.

Çамрăклăх мал ĕмĕтлĕ те çунатлă çав. Пурпĕрех Шариповсем ăраскал шырама Караганданах тухса кайнă. Кунта самаях пурăннă. Тепре яла таврăннă çĕре çемье те йышланнă: икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуралнă. Ун чухне илнĕ вăхăтлăх пурăнмалли çуртăн халĕ йĕрĕ те юлман _ çĕннине лартнă. Картасене те ку чухнехи илемпе тытнă. Ĕçлеме ỹркенменрен тĕреклĕ те хăтлă хỹтлĕх çавăрнă. Паян хулари условинчен пĕрре те кая мар пурăнаççĕ. Сĕтел çийĕ апат-çимĕçпе йăтăнать: сĕчĕ, çăвĕ, чăкăчĕ, турăхĕ, кăрчĕ (наци çимĕçĕ), аш-какайĕ, çăмарти, пахча çимĕçĕ... Кỹршĕ-арша та вĕсемпе сăйламасăр кăларса ямаççĕ.

_ Мĕн чухлĕ выльăх усрасан та вĕренпе улăха кăкараççĕ Шариповсем. Çуллахи вăхăтра вĕсене ирхине хĕвелпе илсе тухаççĕ те тавралăха каç сĕмĕ çапсан çеç картана хупаççĕ. Кун каçа миçе хутлать-ши вĕсем патне Сария. Пĕр-пĕр ĕни шăрăхра мĕн чухлĕ шыв ĕçет тата, _ тĕлĕнеççĕ хастартан кỹршисем.

Çу кунĕсенче ура айĕнчи çимĕçренех продукци илме пулать. Çавăнпа усă кураççĕ те. Çырма-çатрара пĕç тĕп таран курăк ỹсет-çке. Ăна выльăхсем те юратсах çиеççĕ. Кĕтỹ черетĕнче темиçе кун хĕвел ăшшинче е лỹшкесе çăвакан çумăр айĕнче тăрасси çук. Уçăлмалла кайса пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса çапма çеç ỹркенмелле мар.

Хĕлле те, кĕркуннепе çуркунне те, çулла та пĕр пушă вăхăт та çук пек туйăнать ял хĕрарăмĕн. Выльăх-чĕрлĕхе яланах вăхăтра апат памалла. Чĕлхи çине хумасан кĕтнĕ продукцине илейместĕн. Çавах канма та май тупать Сария аппа. Юрлас-ташлас пултарулăхĕ пуртан ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх кружокне çỹрет, уяв мероприятийĕсене хутшăнать.

Çын мулпа мар, ача-пăчаллă пулнипе пуян. Çиччĕмĕш мăнукне кĕтеççĕ Сария Эсседулловнапа Мансур Хабибуллович.

Ыр кăмăллăхĕ пурин валли те çитет Сария Эсседулловнан: амăшĕн ватлăхра пĕччен юлнă шăллĕне те пăхать вăл.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика