01 марта 2014 г.
Чăваш Ишекĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен пултарулăхне пĕр хутчен çеç мар курнă. Хăйсен ăсталăхĕпе артистсем ял çыннисене çеç мар, районти халăха та паллаштарсах тăраççĕ. Кашнийĕнчех концерт программине "Эпир килнĕ хисеп туса сирĕн пата хăнана, пирĕн пата килсе курăр хисеп туса хăнана" текен юрă сăмахĕсен çаврăнăшĕпе вĕçлеççĕ. Районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче те янăранă çак юрă. Çепĕç саслă юрăçсене район шайĕнче иртекен чылай мероприятине чĕнеççĕ
. Культура çурчĕ çумĕнче "Шурăмпуç" ансамбль йĕркеленĕ. Унта 13 çын çỹрет. Асли те, кĕçĕнни те пур. Сцена çине вĕрентекен те, доярка те, садикра вăй хуракан та тухать. Репертуарта ытларах _ чăваш халăх юррисем. Ансамбле культура çурчĕн директорĕ В. Семенов ертсе пырать. Унпа пĕрле Л. Сорокина библиотекарьпе Т. Огурцова методист ĕçлеççĕ. Хăйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе вĕсем Культура çулталăкне уçнă ятпа ирттернĕ уяв каçĕнче отчет та турĕç, кăçалхи ĕмĕт-тĕллеве палăртрĕç. Тăван тавралăха сыхламалли çулталăкра алă усса ларман культура ĕçченĕсем _ çăл куç, палăк, масар тавра хунавсем лартнă. Çак вырăнсене пăхса-тирпейлесе тăрассине те культура ĕçченĕсем хăйсем çинех илнĕ.
Ĕçлесен ĕçĕ пулатех. Пĕр тĕслĕх çеç илер. Культура çуртĕнче е ун çывăхĕнче пирус туртакан çук. Ялти çамрăксем те лавкка хыçĕнче сăра ĕçсе çỹремеççĕ. Вĕсем валли кружоксем ĕçлеççĕ. Акă "Ăста алăллисенне" 17-ĕн çỹреççĕ, ỹкерчĕксем тума, пластилинран тĕрлĕ япала кỹлеписене хатĕрлеме вĕренеççĕ. Аппликацийĕсем те илемлĕ тухаççĕ. Кирлĕ ĕç хатĕрĕсемпе вара Л. Кураков ентешĕ çителĕклех тивĕçтернĕ. Кружок ĕçĕ-хĕлне выставкăсенче кăтартаççĕ. Куракансем Я. Майкова, С. Петрякова, А. Абужаров, П. Сорокин пултарулăхне пĕрре çеç мар мала хурса хакланă.
Ташă кружокĕ те пур. Л. Быкова, О. Майкова, Д. Сандыркина, Р. Исаев, А. Шантарин ку чухнехи хусканусене кĕвĕ çеммипе кăлараççĕ.
Çулленех культура ĕçченĕсем кĕркунне чечек тĕнчи конкурс ирттереççĕ. Пĕлтĕр унта А. Уткина çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Халĕ ялта пĕринчен тепри илĕртỹллĕрех çеçкесем çитĕнтерме тăрăшать.
Йăлана кĕнĕ ытти йăла-йĕрке уявĕсем, спорт ăмăртăвĕсем пулса пыраççĕ.
_ Тăкакпа çыхăннă мероприятисем те сахал мар пирĕн. Юта концертпа çỹреме техника та кирлĕ. А. Иванов предпринимательпе тачă çыхăну тытатпăр. Вăл кирек епле пулăшу ыйтсан та хирĕçлемест, _ тет культура çурчĕн ертỹçи В. Семенов.
Артистсен тумне çĕнетме те майне тупаççĕ юрра-ташша юратакансем. Хăйсен шучĕпе чăваш кĕписене çĕлеттернĕ. Саппунĕсемпе тутăрĕсене, сăмса тутрисене вырттарса тĕрлекене вара Шăмăршă районĕнчен шыраса тупнă.
Ачасенне те, аслисенне те, ватăсенне те, сусăрсенне те кăмăлĕсене тупма тăрăшаççĕ. Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче кăçал асаннесене сцена çине хăпартасшăн. Культура çулталăкĕнче маларах культурăра ĕçленĕ çынсен уявне йĕркелесси те пур планра. В. Семенов баянне тăсса ярсан ватти-вĕтти чĕререн юрлать, çăмăллăн шуса ташлать. Çакна "Ялан юрлать чĕре", "Чăваш Ен _ Тăван Ен" стендсем те уçăмлăн çутатаççĕ.
_ Владимир Васильевич тăрăшулăхне пула кашни мероприяти паха иртет пирĕн. Культура çуртĕнче шăв-шав çĕклекен çук. Ăста музыканта Тăрăн тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче те кĕтеççĕ, _ пĕлтерет Любовь Константиновна библиотекарь.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)