01 марта 2014 г.
Чăваш Ишекĕнчи фермăра ĕлĕкрех ĕнесем, унтан самăртмалли вăкăрсем, каярах вара 1500 кая мар сысна усранă. 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче витесем пĕчĕккĕн пушанма тытăннă. Юлашки вăхăтра вара хуралтăсем таврашĕнче йыт-качка çеç çỹренĕ. Çĕнĕ çул умĕн кунта çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ: Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ 120 выльăх вырнаçмалăх витене хута ячĕ.
Салатма сакăр алăк, пуçтарма _ пĕрре, тесе ваттисем пĕлсех каланă çав. Хуçа çукран фермăра та хăш-пĕр япаласем "ураланма" пуçланă. Витесем кивĕрен тата тахçанах юсаманран тăррисем юрăхсăра тухнă, алăк-чỹрече çĕмрĕлсе пĕтнĕ. Пĕр хуралтăна тĕпренех çĕнетме тивнĕ. Шăвăçа поликарбонатпа улăштарнă, стенасене шуратса дезинфекциленĕ, урайне йывăçран сарнă. Тислĕке тасатма транспортер вырнаçтарнă. Халĕ кунта çутă, ăшă. Ĕнесене кăнтăрла уçăлтарма картана кăлараççĕ.
_ Çывăх вăхăтра тепĕр витене реконстукцилеме тытăнасшăн. Унта пăрусене тытма палăртатпăр. Хальлĕхе çамрăк выльăхсене ниçта та усрама çуккипе халăха сутатпăр, _ тет Л. Сорокина. Лидия Петровна Вăрнарти зооветеринари техникумне вĕренсе тухнă хыççăнах пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Малтан вăл ветеринарта вăй хунă, каярах ăна ферма заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех çак тивĕçре тăрăшнă. Халь те çак "лава" туртма ăнах шаннă.
Витере 2 доярка ĕçлет. Пĕр ĕнерен кунне вăтамран 10 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Малашне сăвăм тата та ỹсес шанчăк пур: янаварсем пăрлама çеç пуçланă. Çавăн пекех апат та çителĕклĕ хатĕрленĕ. Выльăхсене утă, улăм, куккурус силосĕ е сенаж, пусыпка, жом параççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)